Шăмăршă

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ял
Шăмăршă
Шăмăршă
Ялав Герб
Ялав Герб
54°53′20″ с. ш. 47°32′04″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чăваш Ен
Муниципаллă район Шăмăршă районĕ
Ял тăрăхĕ Шăмăршă
Историпе географи
Никӗсленӗ XVII ĕмĕр
Чи малтан асӑнни 1607/8
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 3759[1] ҫын (2010)
Национальноҫсем чăвашсем, вырăссем, тутарсем (мишерсем), ирҫесем
Катойконим шăмăршăсем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 83546
Почта индексӗ 429170
ОКТМО кочӗ 97647464101
Код ОКАТО (2014 ҫулччен) 97247864001
Номер в ГКГН 0013252
gov.cap.ru/Default.aspx?…
Шăмăршă на карте
Шăмăршă
Шăмăршă

Шăмăршă(выр. Шемурша, тут. Шомырша ) — Чăваш Енри Шӑмӑршӑ районӗн тĕп ялĕ. Шăмăршă Кĕçĕн Хырла хĕрринче вырнаçнă. Ялпа юнашар А-151 автоçул иртсе каять. Хальхи вăхăтра Энтĕрел тата Çĕнĕ Шăмăршă ялĕсемпе пĕрлешсех кайнă — анчах та вĕсем çапах та хăйне уйрăм.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта вăтам шкул 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ., чиркӳ, район больници, район вулавăшĕ 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ., культура çурчĕ, ача вулавăшĕ, спорт шкулĕ, ача сачĕсем, почта уйрăмĕ, сбербанк уйрăмĕ пур. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 3759 çын, çав шутра 1735 арçын, 2024 хĕрарăм пурăннă[2].

Атӑлăн сулахай енче вырнаçнă Кокшайск уесĕнчи Чюмарша вулăсĕнче пурнакан çармăссем никĕсленĕ [3]. Ку пулăм 1661-мĕш çулччен пулса иртнĕ. Мĕншĕн тесен çав çул документсенче çармăссемпе мишерсем хушшинче пулса иртнĕ хирĕçÿ пирки асăннă[4].

Анчах та ку сăмаха татах та авалрах асăннă документ та пур[5]:

<Куçару: Документ çирĕплетнĕ тăрăх, 1607/8-мĕш çулсенче Сĕве уесĕн Князь-Аклычево çĕрпÿлĕхĕн чăвашĕсене "тискер уйсенче çĕнĕ Шупашкар чикки леш енче Пасна шывĕ тĕлĕнче.... Пасна шывĕпе çÿлелле сулахай енĕпе , пуçĕнчен вара Чиллы шывне çитиччен, Чиллы шывĕнчен Чюргуш патне... Мăн Шамуржа çулĕ таран ...Шиланлы шывĕ таран" ясак тÿлемелле тивĕçпе çĕнĕ çĕрсем панă.>

Çăлкуçра палартакан документра темĕнле Шамуржа çулне асăннă. Эппин, унашкал çул пулсан, çăвăн ятлă ял та пулнах ĕнтĕ.

Çапла вара "Шăмăршă" ятла ялсен ячĕн никĕсĕнче Чюмарша вулăсĕн ячĕ тăрать. "Чюмарша" сăмах мĕне пĕлтернине ятарласа тĕпчемен пулмалла.

Малашне çармăссем вырăнти чăвашсемпе хутăшса пĕтнĕ те, паянхи кунччен вĕсен йĕрри-палли юлман темелле. Хыр текен лăсăллă йывăçа пĕлтерекен диалектла "яхтă" сăмах çеç çав вăхăтсене аса илтерсе тăрать[6]. "Яхтă" сăмах шăпах çармăс чĕлхинчен кĕнĕ те ĕнтĕ.

1920 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшчен Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи утă уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ.

1939 çулхи авăн уйăхĕн 16 Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 2010 çулхи çыравăн бази.
  2. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Димитриев В.Д. Чувашия в эпоху феодализма. К вопросу о заселении юго-восточной и южной части Чувашиии. Чебоксары. 1986
  4. ^ Документы и материалы по истории Мордовской АССР. Сб. документов. т.I. ч.2, С. 191-192.
  5. ^ О ЗАСЕЛЕНИИ ЮГО-ВОСТОЧНОЙ И ЮЖНОЙ ЧАСТЕЙ ЧУВАШИИ . 20.
  6. ^ М.Р.Федотов. ЭСЧЯ, т.2 — С. 505-506.
  7. ^ Александров Г.А., Смирнов Ю.М. Лукьянов И.К. // Александров Г.А., Смирнов Ю.М. Чуваши в дореволюционных учебных заведениях.– Чебоксары, 1994.– С.19–20
  8. ^ Алексеев Г.А. Организатор медицинской службы // Их имена останутся в истории: Сб. ст.– Чебоксары, 1993.– Т.1.– С.107–112.
  9. ^ Хăшпĕр çăлкуçсенче Чĕмпĕр çумĕнчи Ишевкке ялĕнче çуралнă тесе палăртаççĕ.