Ҫӗнӗ ҫул (уяв)

Ҫӗнӗ ҫул (выр. Новый год) — хальхи ҫулӑх юлашки кунӗнчен тепӗр ҫулхи пӗрремӗш кунне куҫнӑ самантра палӑртакан календарьти тӗп уяв[1]. Календарьпе палӑртнисӗр пуҫне тӗнчери чылай ҫӗршывра вӑл тӗнпе ҫыхӑнман, общество тата ҫемье уявӗ шутланать[2][3][4]. Йышӑннӑ календарьпе килӗшӳллӗн ӑна чылай халӑх палӑртать.

Ҫулталӑк кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫланассине Рим пуҫлӑхӗ Юлий Цезарь пирӗн эрӑчченхи 46 ҫулта палӑртса хунӑ[5]. Авалхи Римра ҫак куна Януса халалланӑ пулнӑ — ку турӑ суйлавшӑн, алӑксемшӗн тата мӗнпур пуҫламӑшӗшӗн явапли шутланнӑ. Январь ят хӑйӗн ятне Янус турӑ ятӗнчен пулса кайнӑ, ҫак турра икӗ питпе сӑнланӑ: пӗри малалла пӑхнӑ, тепри — каялла[6].

Урӑхла ячӗсем

Раҫҫейре Ҫӗнӗ ҫул уявӗн темиҫе историллӗ, халӑх пани тата чиркӳ ячӗ пур. Унсӑр пуҫне ҫӗршыври чылай халӑхӑн ҫулсем ылмашӑннине палӑртакан уявӑн хӑйӗн ячӗсем пур[7].

Историллӗ тата чиркӳри ятсем

  • НоволетиПравослави чиркӗвӗнчи Ҫӗнӗ ҫулӑн ячӗ, ӑна авӑнӑн 1 (14)-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[8]. Ҫак куна ҫавӑн пекех «Индикт пуҫламӑшӗ» ятпа та паллӑ[9]. 1492 ҫултанпа, I Петӗр реформиччен, Руҫре халӑх ҫӗнӗ ҫула чиркӳ ҫыннисемпе пӗрле авӑнӑн 1-мӗшӗнче пуҫланӑ[9].
  • Ҫулталӑкри пӗрремӗш кун — XVI ӗмӗрти «Парижский словарь московитовра» палӑртнӑ ят. 1492 ҫулччен Руҫре Ҫӗнӗ ҫул пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ[10].

Раҫҫей халӑхӗсен ячӗсем

Раҫҫейри чылай халӑх ҫӗнӗ ҫул ҫитнине хӑйсен культурипе тата тӗн йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн палӑртаҫҫӗ, уявсен хӑйсен ячӗсем пур:

  • Шагаа(выр.)чăв. — Уйӑхпа хӗвел календарӗпе паллӑ тӑвакан тывасен Ҫӗнӗ ҫулӗ.
  • Навруз — иран тата тӗрӗк халӑхӗсен, ҫав шутра тутарсен тата Раҫҫейри ытти халӑхсен астрономиллӗ хӗвел календарӗпе палӑртакан ҫӗнӗ ҫул уявӗ. Ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ кунхине палӑртаҫҫӗ[11].
  • Кыш Бабай(выр.)чăв. — ку тутар Хӗл Мучин ячӗ пулсан та, Тутарстанра вӑл Ҫӗнӗ ҫул уявлассипе тачӑ ҫыхӑннӑ[12].

Чылай ҫӗршывра Ҫӗнӗ ҫула кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче, григориан календарӗпе ҫулталӑкӑн пӗрремӗш кунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑт тӑрӑхне шута илсен Лӑпкӑ океанра пуҫланать, чи малтан ӑна Лайн утравӗсем ҫинче Кирибати Республики (UTC+14 сехет тӑрӑхӗ) кӗтсе илет. Пуринчен каярах Ҫӗнӗ ҫула Америкӑри Самоа(выр.)чăв., Мидуэй(выр.)чăв. тата Ниуэ утравӗсенче (UTC-11 сехет тӑрӑхӗ) палӑртаҫҫӗ — Лайн утравӗсем ҫинчи Кирибатире ҫак вӑхӑтра кӑрлачӑн 2-мӗшӗ те ҫитнӗ ӗнтӗ[13]. Хӑш-пӗр ҫӗршывсем Ҫӗнӗ ҫула уйӑх календарӗпе паллӑ тӑваҫҫӗ.

undefined

Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ ҫула пӗрремӗш хут пирӗн эрӑчченхи 153 ҫулта паллӑ тума пуҫланӑ, ҫакна ҫак кунта Рим консулӗсем должноҫа кӗнӗрен палӑртнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 46 султа Рим ҫарпуҫӗ тата аслӑ жрецӗ Гай Юлий Цезарь хӑйӗн ҫӗнӗ календарьне («юлиан») кӗртнӗ, ҫулталӑк кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче пуҫланнине тӗппипех ҫирӗплетнӗ[14]. Шӑпах Цезарь вӑхӑтӗнче астрологи витӗмӗпе Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗн вӑхӑт палли евӗр палӑртнӑ, ҫапла вара халӑх паллӑ тӑвакан ҫулӑн пуҫламӑшӗ пулса тӑнӑ. Каярахпа, 1582 ҫулхи календарь реформи шайӗнче, XIII Григорий рим паппи григориан календарьне кӗртнӗ, вӑл та кӑрлачӑн 1-мӗшне ҫӗнӗ ҫула пуҫлакан кун пек палӑртнӑ.

Тӗрлӗ культурӑра Ҫӗнӗ ҫула уявламалли ытти кунсем те пур:

Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул

Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул вӑл — юлиан календарӗпе паллӑ тӑвакан Ҫӗнӗ ҫул уявӗ. 1901 ҫултан пуҫласа 2100 ҫулччен григорианпа юлиан календарӗсем хушши уйрӑмлӑх 13 кун шутланать, ҫапла майпа юлиан календарӗпе Ҫӗнӗ ҫул раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ (кӑрлач, 13) тата кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ (кӑрлач, 14) хушшинчи каҫа лекет. Вӑл, тӗрӗссипе, ҫул пуҫламӑшне улӑштарнин историлле ахрӑмӗ шутланать. Раҫҫейре, Беларуҫре, Украинӑра, Казахстанра, Грузире, Арменире, Азербайджанра, Сербире, Швейцарире тата тӗнчери ытти ҫӗршывсенче палӑртаҫҫӗ.

Ҫулталӑк кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче пуҫланни

Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫулталӑк пуҫламӑшне чылай халӑх е ӑна стандарт евӗр йышӑниччен самай вӑхӑт иртнӗ. Григориан календарӗ ҫине куҫасси тата ҫак куна ҫирӗплетесси тӗрлӗ ҫӗршывра тӗрлӗрен иртнӗ. Католиксен ҫӗршывӗсенче, сӑмахран, Италире, Испанире тата Португалире, ӑна тӳрех 1582 ҫулта тенӗ пекех йышӑннӑ, протестантсем пурӑнакан патшалӑхсенче вара ҫӗнӗ стиль ҫине чылай каярах куҫнӑ[20]. Тӗслӗхрен, Аслӑ Британипе унӑн колонийӗсенче ҫакна 1752 ҫулта ҫеҫ тунӑ[21]. Раҫҫейре Ҫӗнӗ ҫула 1699 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа I Петӗр патша хушӑвӗпе кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче уявлама пуҫланӑ[22], ҫӗнӗ йӑлапа пӗрремӗш хут 1700 ҫулта уявланӑ[23]. Ҫав вӑхӑтрах григориан календарьне ҫӗршывра 1918 ҫулта ҫеҫ вӑя кӗртнӗ[20].

Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш кунӗ пек кӑрлачӑн 1-мӗшне тӗрлӗ ҫӗршывсенче ҫак ҫулсенче йышӑннӑ:

Патшалӑх Ҫулталӑка пуҫланӑ
Венеци республики(выр.)чăв. 1522
Швеци 1529
Сӑваплӑ Рим империйӗ (~ Германи) 1544
Испани, Португали, Польша 1556
Прусси(выр.)чăв., Дани[24] тата Норвеги 1559
Франци (IX Карлӑн Руссильон эдикчӗпе килӗшӳллӗн) 1564
Кӑнтӑр Нидерланд
Лотаринги]] 1579
Голланди Республики 1583
Шотланди 1600
Литва Аслӑ кнеҫлӗхӗ (~ Беларуҫ, Латви, Литва, Польша, Украина) 1362[25]
Раҫҫей империйӗ 1700
Тоскана 1721
Аслӑ Британи, Ирланди тата
Британи империйӗ
Шотландисӗр пуҫне
1752
Япони 1873
Китай (Тайвань тата КНР) 1912
Греци 1923
Турци 1926
Таиланд 1941

Официаллӑ статус тата кану кунӗсем

Раҫҫейре

Раҫҫейре официаллӑ Ҫӗнӗ ҫул каникулне палӑртса хунӑ, вӑл мӗн вӑхӑта тӑсӑлнине ҫулсерен канмалли кунсене куҫарасси пирки калакан РФ Правительствин постановленийӗпе палӑртаҫҫӗ. 2025 ҫулта каникул 11 куна тӑсӑлнӑ — 2024 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен[26]. 2026 ҫулта 12 куна тӑсӑлакан каникул палӑртнӑ — 2025 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен[27]. Каникул мӗн чухлӗ тӑсӑлассине кану кунӗсене куҫарнипе палӑртаҫҫӗ: тӗслӗхрен, 2025 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ канмалли кун пек 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнчен куҫарнипе[28], 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ вара 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчен куҫарнипе пулса тӑнӑ[29].

undefined

Раҫҫейри хальхи Ҫӗнӗ ҫул йӑлисем революциччен тата совет саманинче пурнӑҫа кӗнӗ йӑласем витӗмӗпе йӗркеленнӗ:

  • Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ — уявӑн тӗп символӗ. Чи малтанах унӑн тӑррине Вифлеем ҫӑлтӑрне вырнаҫтарнӑ, шарсем вара юраман ҫимӗҫе пӗлтернӗ. Совет саманинче чӑрӑш тӗнпе ҫыхӑнман уявӗн уйрӑлми атрибучӗ пулса тӑнӑ[30].
  • Уяв сӗтелӗ — тулӑх кӗреке, халӑх ӗненнӗ тӑрӑх, унӑн калӑпӑшӗ ҫитес ҫулталӑкӑн ырлӑхне тивӗҫтерет[31]. Совет саманинченех сарӑлнӑ йӑлана кӗнӗ апат шутне «Оливьепе» «Кӗрӗк айӗнчи сельдь» салат пулса тӑнӑ[30]. Ҫавӑн пекех сӗтел ҫинче мандаринсемпе шампански пур[32].
  • Хӗл Мучипе Юрпике — ачасене парнесем паракан юмахри сӑнарсем.
  • Курантсем ҫапни тата ӗмӗте шухӑшласа хуни — иртсе каякан ҫулӑн юлашки ҫеккунчӗсенче Кремлӗн Спас башни ҫинчи сехет ҫапнӑ май ӗмӗте шухӑшласа хурасси йӑлара пур.
  • Патшалӑх пуҫлӑхӗ Ҫӗнӗ ҫулпа саламлани(выр.)чăв. — ҫур ҫӗр ҫитиччен темиҫе минут маларах президент телевизорпа халӑха саламланине пӑхас йӑла пур.
  • Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул — 1918 ҫулта григориан календарӗ ҫине куҫнипе ҫыхӑннӑ кӑрлачӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен ҫӗрле палӑртакан официаллӑ мар уяв.

Ытти ҫӗршывсенче

Ҫӗнӗ ҫул уявӗ мӗн чухлӗ тӑсӑласси ытти ҫӗршывсенче тӗрлӗрен, анчах, ытларах чухне, официаллӑ каникул Раҫҫейринчен кӗскерех. Чылай патшалӑхра официаллӑ канмалли кун кӑрлачӑн 1-мӗшӗ кӑна шутланать, анчах чылай ҫӗршывра ҫак кун Раштав уявӗнчен пуҫланакан вӑрӑмрах уяв тапхӑрӗн пӗр пайӗ пулса тӑрать.

Европӑри чылай ҫӗршывра официаллӑ уяв кунӗсем раштавӑн 25-мӗшӗпе кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тавра пуҫтарӑннӑ.

  • Германире наци шайӗнче уявлакан уявсем кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, тата раштавӑн 25-мӗшӗпе 26-мӗшӗ шутланаҫҫӗ. Хӑш-пӗр федераллӑ ҫӗрсенче, сӑмахран, Баварире, Баден-Вюртембергра тата Саксони-Анхальтра, кӑрлачӑн 6-мӗшӗ (Виҫӗ Патша уявӗ) хушма кану кунӗ шутланать.
  • Италипе Испанире уяв тапхӑрӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх католиксен Раштавӗнчен пуҫласа Богоявлени таран (раштавӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 6-мӗшӗччен) тӑсӑлать[33]. Ҫак тапхӑр шутне темиҫе уйрӑм патшалӑх уявӗ (раштавӑн 25-мӗшӗ, кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, кӑрлачӑн 6-мӗшӗ) кӗрет, вӗсен хушшинчи кунсем вара ячӗшӗн кӑна ӗҫлемелли кунсем пулма пултараҫҫӗ, анчах та чылай компани хупӑнать, халӑх отпуск илет[34][35].
  • Аслӑ Британире официаллӑ майпа канмалли кунсем кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, раштавӑн 25-мӗшӗ (Раштав) тата раштавӑн 26-мӗшӗ (Boxing Day) шутланаҫҫӗ[33].
  • Францире патшалӑх уявӗсем ҫак тапхӑрта кӑрлачӑн 1-мӗшӗпе раштавӑн 25-мӗшӗ кӑна шутланаҫҫӗ[36].

Ҫурҫӗр Америкӑра патшалӑх палӑртакан Ҫӗнӗ ҫулхи вӑрӑм каникул ҫук. АПШпа Канадӑра федераци шайӗнче ҫирӗплетнӗ официаллӑ уявсем кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тата раштавӑн 25-мӗшӗ кӑна шутланаҫҫӗ[37]. Чылайӑшӗ ӗҫе кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче таврӑнать[38]. Канадӑра чылай провинцире раштавӑн 26-мӗшӗ (Парнесен кунӗ) те канмалли кун шутланать[39].

Японире Ҫӗнӗ ҫул каникулӗ (О-сёгацу) ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ уяв тапхӑрӗсенчен пӗри шутланать. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх вӑл раштавӑн 29-мӗшӗнче пуҫланать те кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче вӗҫленет, ку тапхӑрта чылай компанипе патшалӑх учрежденийӗ ӗҫлемест[40]. Ҫав вӑхӑтрах патшалӑхӑн шайӗнчи пӗртен-пӗр официаллӑ уяв кунӗ кӑрлачӑн 1-мӗшӗ (Гандзицу) шутланать[41].

Тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывсенчи йӑла-йӗрке

Ҫӗнӗ ҫул пуҫланнине палӑртас йӑла пирӗн эрӑчченхи 3 пин ҫул маларах Месопотамире ҫуралнӑ. Авалхи Римра ҫак уява кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче, консул должноҫне кӗнӗ кун, палӑртнӑ. Пирӗн эрӑччен 46 ҫулта Юлий Цезарь юлиан календарьне ӗҫе кӗртнӗ, официаллӑ майпа кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи датӑна ҫирӗплетнӗ. Руҫре XV ӗмӗрччен Ҫӗнӗ ҫула пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗтсе илнӗ, ҫакӑ ҫӗр ӗҫӗпе тата ҫутҫанталӑк вӑранма пуҫланнипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. 988 ҫулта Руҫе тӗне кӗртнӗ хыҫҫӑн Византи календарӗпе усӑ курма йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк авӑнӑн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, апла пулин те пуш уйӑхӗнче уявлас йӑла упранса юлнӑ, темиҫе ӗмӗр хушши пӗрлехи куна йышӑнайман пулнӑ[42]. Официаллӑ майпа ҫулталӑк пуҫламӑшне авӑнӑн 1-мӗшне III Иван(выр.)чăв. аслӑ кнеҫ хушӑвӗпе 1492 ҫулта куҫарнӑ. Хальхилле кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче уявлассине I Петӗр патша хушӑвӗпе 1699 ҫулта кӗртнӗ, патша ҫуртсене чӑрӑш тата хыр турачӗсемпе илемлетме, фейерверксем ума, халӑха уҫӑлса ҫӳреме хушнӑ.

Тӗнчери ытти ҫӗршывсенче

Кашни ҫӗршывра Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнин хӑйне евӗр йӑлисем пур[43]:

  • Итали: Ҫӗнӗ ҫул умӗн итальянецсем ҫӗнни валли вырӑн пушатма чӳречесенчен кивӗ тата кирлӗ мар япаласене кӑларса пӑрахаҫҫӗ[44]. Ҫавӑн пекех юратӑва илӗртмешкӗн омела турачӗ айӗнче чуп тӑвас йӑла та анлӑ сарӑлнӑ[45].
  • Испани: Курант ҫапнӑ чухне 12 иҫӗм ҫырли ҫисе ярасси йӑлара, кашнине ҫинӗ май уйрӑм ӗмӗт шухӑшласа хураҫҫӗ, ҫапла тусан кашни 12 уйӑхра ӑнӑҫу пулассине ӗненеҫҫӗ[46].
  • Шотланди: «пӗрремӗш хӑна» (first-footing) йӑли пур, унпа килӗшӳллӗн ҫур ҫӗр иртсен пӗрремӗш ура ярса пуснӑ тӗттӗм ҫӳҫлӗ арҫын хӑна ҫурта ӑнӑҫу илсе килӗ. Хӑш-пӗр хуласенче урамсем тӑрӑх тикӗтпе ҫунакан пичкесене кустараҫҫӗ, ҫакӑ кивӗ ҫула ҫунтарса янине пӗлтерет[44].
  • Япони: Яппунсем килӗсене бамбук кӗреплесемпе илемлетеҫҫӗ, ҫапла май вӗсем телее «пухса тултарасшӑн», ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш ҫеккунчӗсенче вара ҫулталӑк тӑршшӗ хаваслӑ пулма кулас йӑла пур[44].
  • Китай: Китай Ҫӗнӗ ҫулне уйӑх календарӗпе паллӑ тӑваҫҫӗ, вӑл ҫуркунне уявӗ шутланать. Ҫуртсене хӗрлӗ хунарсемпе тата ӗмӗтсем ҫырнӑ чӗркемсемпе илемлетеҫҫӗ. Хӗрлӗ тӗс ӑнӑҫӑва, усал сывлӑшран хӳтӗлеме май панине пӗлтерет[45].
  • Дани: Халӑх кивӗ савӑт-сапана тус-юлташӗсен пӳрчӗн алӑкӗ умӗнче телейшӗн ҫӗмӗреҫҫӗ, ӑнӑҫу «ӑшне путас» тӗллевпе ҫур ҫӗрте пукансем ҫине хӑпарса лараҫҫӗ те вӗсем ҫинчен сикеҫҫӗ.
  • Греци: Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче ҫемье пуҫӗ ҫурт стенине ҫапса гранат ҫимӗҫне ватать. Пӗрчисем картиш тӑрӑх салансан ҫемьене телейлӗ ҫул кӗтет[47].
  • Эквадор: Ҫулталӑк хушши ҫул ҫӳремелле пултӑр тесе эквадорсем ҫур ҫӗрте кил тавра чӑматан йӑтса чупаҫҫӗ[44].

2021 ҫулта Раҫҫейри «Вакоша» издательство Юлия Брыковӑн «Все тайны Нового года» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, вӑл илемлетнӗ энциклопеди шутланать. Кӗнекере Ҫӗнӗ ҫула тӗрлӗ континентра тата тӗрлӗ саманара мӗнле уявлани пирки каласа панӑ[48].

Пиротехника

undefined

Ҫӗнӗ ҫула уявланӑ май тӗрлӗ пиротехника изделийӗсемпе активлӑ усӑ кураҫҫӗ: хлопушкӑсем(выр.)чăв., бенгали ҫутисем(выр.)чăв. тата, юлашки вунӑҫуллӑхра, — салютсем, ракетӑсем, рим ҫуртисем, пысӑк тата пӗчӗк петардӑсем(выр.)чăв. тата ытти те.

Ҫӗнӗ ҫула уявланӑ чухне пиротехника япалисемпе усӑ курма Ази ҫӗршывӗсенче, чи малтанах Китайра, пуҫланӑ, ҫакна хытӑ шӑв-шавпа вӑйлӑ ҫутӑ тата тар сирпӗнни усал сывлӑшсене хӑваласа яма май панипе ҫыхӑнтарнӑ. Каярах ҫак йӑла тӗнчипех сарӑлнӑ.

Тӗшмӗшлӗхе пула ҫуралнӑ тӗрлӗ ҫӗршывсенчи чи паллӑ йӑла — Ҫӗнӗ ҫулта Китайра фейерверксем(выр.)чăв. чӗртни, тата петардӑсем сирпӗтни. Ҫакна вӗсем Ҫӗнӗ ҫул тӑршшӗпех туса пураҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах тарне хӑйне, ҫавӑн пекех петардӑсемпе фейерверксене нумай пулмасть кӑна шухӑшласа кӑларнӑ, анчах Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ май шӑв-шав ҫӗклес йӑла-йӗркен тымарӗ пин ҫуллӑха тӑсӑлать. Ҫакӑ ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗрлӗ ҫӗртен хӑваласа янӑ усал сывлӑшсем хӑйсене валли ҫӗнӗ кил шырани, юрӑхлӑ ҫурт тупса вӗсем унта вырнаҫса ҫитес ҫул тӑршшӗпех хуҫисене тӗрлӗ инкек-синкек кӳни ҫинчен калакан халапран пуҫланнӑ. Шӑв-шав вара Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ май усала килтен хӑваласа яма пултарнӑ.

Хальхи вӑхӑтра тӗнчери нумай тӗп хула е уйрӑм ҫӗршыв Ҫӗнӗ ҫул валли пиротехника шоувӗ ирттерме миллион доллар тӑкаклать.

Пиротехника япалисемпе нумай усӑ курни, ҫав шутра ҫул ҫитменнисемшӗн те, пушар кӑларас е сусӑрланас енӗпе хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Ҫак сӑлтава пула Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ пушарпа кӗрешекенсемшӗн тата ҫӑлав службисемшӗн ҫулталӑкри чи йывӑр тапхӑр шутланать.

2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ОАЭ йышне кӗрекен Рас-эль-Хайм(выр.)чăв. эмиратӗнче ирттернӗ Ҫӗнӗ ҫул фейерверкӗ Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине икӗ номинаципе лекнӗ — шыв ҫинчи чи вӑрӑм фейерверк пек тата тӳпери чи вӑрӑм фейерверк пек[49]. Шоу ирттермелли вырӑн валли алӑпа тунӑ Аль-Марджан архипелагӗпе Аль-Хамра районӗ хушшинчи 4,5 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫыран хӗррине суйласа илнӗ. Пиротехника шоуне ҫавӑн пекех дронсем тата аслӑ пилотаж фигурисене пурнӑҫланӑ ҫӑмӑл моторлӑ самолетсем хутшӑннӑ. Эмиратӑн туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен департаментра ӗҫлекен Рас-эль-Хайма каланӑ тӑрӑх, 8 минут тӑсӑлнӑ шоуна 50 пине яхӑн ҫын сӑнанӑ[49].

2025 ҫула кӗтсе илнӗ май тӗнчери чи пысӑк хуласенче те масштаблӑ пиротехника шоувӗсем иртнӗ. Чи малтан 2025 ҫула Сидней кӗтсе илнӗ, Харбор-Бридж(выр.)чăв. кӗперпе опера театрӗ тӗлӗнче 8,5 тонна яхӑн пиротехникӑпа усӑ курса шоу кӑтартнӑ[50]. Дубайри Бурдж-Халифа небоскрёбра лазерпа пиротехника шоуне кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех фейерверксем Burj Al Arab отельпе Atlantis The Palm курортра янӑ пулнӑ[51]. Абу-Дабире(выр.)чăв. Заед шейх фестивалӗ шайӗнче 6000 дрон хутшӑнса 50 минутлӑ шоу иртнӗ, вӑл ултӑ тӗнче рекордне ҫӗнетмелле пулнӑ[52]. Лондонра шоун тӗп лапамӗ тавралӑха сӑнамалли London Eye урапа пулса тӑнӑ, шоу валли 10 000 ытла фейерверкпа усӑ курнӑ[53]. Нью-Йоркри Таймс-скверта уявлани йӑлана кӗнӗ тӑрӑх хрусталь шара антарнипе тата фейерверкпа вӗҫленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах, малтанхи ҫулсемпе танлаштарсан, Тӗп паркра тата Проспект-паркра йӑлана кӗнӗ фейерверксем яман, ҫакӑ ҫанталӑк япӑх тӑнипе ҫыхӑннӑ пулнӑ[54].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Новый год : [арх. 8 раштавӑн 2022] / Е. С. // Николай Кузанский — Океан. — М. : Большая российская энциклопедия, 2013. — С. 246. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 23). — ISBN 978-5-85270-360-6.
  2. ^ Главные различия светских и церковных праздников. Азбука веры. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  3. ^ Какие бывают праздники. Какие-бывают-праздники.рф. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  4. ^ Новый год — семейный праздник. alenushka.tvoysadik.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  5. ^ Климишин И. А. Календарь и хронология. — Изд. 3. — Наука. Гл. ред. физ.-мат. лит., 1990. — С. 288—289. — 478 с. — 105 000 экз. — ISBN 5-02-014354-5.
  6. ^ The World Book Encyclopedia. 1984. Т. 14. С. 237.
  7. ^ Васильев день: дата, история и традиции празднования. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  8. ^ Новолетие. Азбука веры. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2 Новолетие. Русская вера. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  10. ^ Свотина, Анна. Старый Новый год 2025: история, традиции, правила и гадания (2025-01-13). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  11. ^ Анохина, Анна. Навруз 2025: что можно и нельзя делать мусульманам, традиции (2025-03-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  12. ^ Божество, «подчинившее себе зиму». Рассказываем, как появился татарский Дед Мороз и где его можно увидеть сейчас. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  13. ^ Новый 2013 год наступил в России (выр.). РБК. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  14. ^ История и традиции праздника Нового года. ueu.crimea.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  15. ^ 1, 2, 3, 4 Новый год у разных народов мира: традиции и обычаи. novamed.shop. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  16. ^ В какие даты отмечают Новый год в разных странах. TechInsider. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  17. ^ История празднования Нового года на Руси. Всероссийский мемориальный музей-заповедник В.М. Шукшина. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  18. ^ Навруз в Казахстане – выходные продлятся пять дней подряд. regnum.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
  19. ^ Когда на Руси праздновали Новый год? Культура.РФ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  20. ^ 1, 2 История Нового года: как появился праздник и как его отмечали в разные эпохи. elki-eli.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  21. ^ Кто придумал Новый год: история и традиции праздника (2025-01-14). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  22. ^ Как Петр I вводил в России Новый год. gazeta-don.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  23. ^ Как Петр I изменил главный праздник в году. spbcult.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  24. ^ Дани кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗ ҫул шутлама пуҫланине RW Bauer (Calender for Aarene fra 601 til 2200, 1868/1993 ISBN 87-7423-083-2) асӑннӑ, апла пулин те 1559 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен ҫул номерӗ улшӑнман.
  25. ^ Иванов Е. История праздников Нового года и Рождества. «Новый год и Рождество в открытках»
  26. ^ Михаил Мишустин подписал постановление о праздничных и выходных днях в 2025 году (выр.). government.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  27. ^ Новогодние каникулы в 2026 году продлятся 12 дней. Гарант.ру (25 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  28. ^ Постановление Правительства РФ от 4 октября 2024 г. N 1335 "О переносе выходных дней в 2025 году". Гарант.ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  29. ^ Постановление Правительства РФ от 24 сентября 2025 г. N 1466 "О переносе выходных дней в 2026 году". Гарант.ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  30. ^ 1, 2 Как отмечали Новый год на Руси: история и традиции любимого праздника. sectormedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  31. ^ Традиции празднования Нового года в России. russianelka.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  32. ^ История Нового года. Электростальский музыкально-драматический театр. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  33. ^ 1, 2 Сколько дней отдыхают на Новый год в разных странах мира. ugorskinfo.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  34. ^ Праздники и выходные дни в Италии. travel.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  35. ^ Праздники в Испании. espanolonline.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  36. ^ Государственные праздники во Франции. academfrance.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  37. ^ Canada Public Holidays 2026. statutoryholidays.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  38. ^ Новогодние каникулы 2025-2026. media.halvacard.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  39. ^ Calendar 2026 (pdf). duna.szenterzsebet.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  40. ^ Нэнмацу-нэнси (年末年始) — предновогодняя суета и новогодние каникулы. wa-shoku.info. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  41. ^ Национальные праздники и нерабочие дни Японии. tourjapan.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  42. ^ История празднования Нового года на Руси. krasnodar.ruc.su. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  43. ^ Традиции Нового года в разных странах. Flowwow. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  44. ^ 1, 2, 3, 4 20 новогодних традиций разных стран. Просвещение. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  45. ^ 1, 2 Новогодние традиции и обычаи разных стран мира. freedom-travel.kz. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  46. ^ Новый год в разных странах: самые интересные факты. Russia Beyond. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  47. ^ Новогодние традиции в разных странах мира. welcomeworld.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  48. ^ Все тайны Нового года. Брыкова Юлия. Вакоша. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  49. ^ 1, 2 Новогодний фейерверк на севере ОАЭ побил два мировых рекорда. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  50. ^ В мире начали отмечать 2025 год: полюбуйтесь на фото и видео потрясающего салюта в Сиднее. Вокруг света. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  51. ^ Новый год 2025 в Дубае: где посмотреть фейерверки. Coronatours. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  52. ^ В Абу-Даби установят шесть новых мировых рекордов. Русские Эмираты. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  53. ^ Лондонский новогодний фейерверк 2024-2025 г. Kulttura.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  54. ^ New Year's Eve fireworks in Prospect Park, Central Park canceled due to weather. CBS News. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем