Никитин Анатолий Никитич

Никитин Анатолий Никитич (ҫур. 1948 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ, Хирпуç, Вăрнар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет тата Раҫҫей композиторĕ, юрӑҫи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1999), Раҫҫей Федерацийӗн Композиторсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1996)[1].

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1948 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Вӑрнар районӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ) Хирпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.

Ашшӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, колхозра тимӗрҫӗ, бригадир пулса тӑрӑшнӑ, амӑшӗ трактористка, ҫӑкӑр пӗҫерекен, колхозница пулса вӑй хунӑ. 1956 ҫулта ҫемье Йӗпреҫ районӗнчи Спотара посёлокне пурӑнма куҫнӑ.

Спотара вӑтам шкулӗн 8 классне вӗренсе пӗтерсен, Анатолий Ҫӗрпӳ культурӑпа ҫутӗҫ училищине вӗренме кӗнӗ. Унтан вӗренсе тухсан аслӑ музыка пӗлӗвне илес тӗллевпе Мускава кайнӑ: 1967—1971 ҫулсенче Н. К. Крупская ячӗллӗ Мускав патшалӑх культура институтӗнче «Халӑх инструменчӗсен оркестр ертӳҫи» специальноҫӗпе вӗреннӗ. Студент чухне Мускаври хорпа ташӑ коллективӗсенче баянист-концертмейстер пулса ӗҫленӗ.

Чӑваш Ене таврӑнсан, ҫамрӑк специалист Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамблӗнче (1971—1980) концертмейстер, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» эстрада-фольклор ансамблӗн музыка ертӳҫи (1980—1982) тата Республика культура училищинче баянпа аккордеон класӗсен преподавателӗ (1982—1987) пулса ӗҫленӗ. Ун чухнех баян валли чӑваш музыка хайлавӗсене аранжировка тунӑ, 1982 ҫултанпа юрӑсем ҫырнӑ. 1986 ҫулта Шупашкарта унӑн баян валли чӑваш ташшисен пуххи кун ҫути курнӑ.

Кӗвӗлес ӗҫе тытӑнсан Анатолий Никитин Ӗпхӳ патшалӑх ӳнер институтне вӗренме кӗнӗ, унта композитор факультетӗнче паллӑ пушкӑрт композиторӗ, СССР халӑх артисчӗ З. Г. Исмагилов класӗнче вӗреннӗ (1987—1992). Ун чухне вӑл «Суварсем ҫинчен хывнӑ юрӑ» (1991) симфони поэмине, скрипка, виолончель тата фортепиано валли трио (1990), хӗлӗхлӗ кӗвӗ хатӗрӗсен квартечӗ (1990) хайланӑ. Чӑваш композиторӗн камерлӑ хайлавӗсен шутӗнче фортепиано валли паллӑ поэма-токката тата романссем пулнӑ, вӗсен хушшинче Юрий Сементер сӑввисемпе хайланӑ цикл уйрӑмах паллӑ. «Суварсем ҫинчен хывнӑ юрӑ» симфони поэмине Атӑл тата Урал тӑрӑхӗнчи республикӑсен композиторӗсен музыка фестивалӗнче Ӗпхӳре каланӑ.

Ӗпхӳри Пушкӑртстанри чӑваш пӗрлӗх-культура центрӗнче Анатолий Никитин «Нарспи» фольклор-этнографи ансамблӗпе «Нухрат» эстрада ушкӑнне йӗркеленӗ. Вӑл ертсе пынипе Пушкӑртстан чӑвашӗсен «Нарспи» ансамблӗ «халӑх» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Унпа пӗрле вӑл Пушкӑртстан тӑрӑх тухса ҫӳренӗ. Композитор каласа панӑ тӑрӑх, ку коллектив репертуарӗ акӑ мӗнле йӗркеленнӗ: юрлакансем килнӗ, халӑх юррисен кӗввисене шӑрантарнӑ, вӑл вӗсене ҫырса илнӗ, аранжировка тунӑ тата сцена ҫине кӑларнӑ.

Музыкант аслӑ шкултан вӗренсе тухсанах тӑван ене таврӑннӑ: унӑн кил-йышӗ, ачисем Шупашкарта пурӑннӑ. 1992 ҫулхи кӗркунне «Салют» культура керменӗнче вӑл «Янташ» чӑваш эстрада ансамбльне йӗркеленӗ, ҫав вӑхӑтранах «Тӑван кӗвӗсем» вокал ансамблӗн концертмейстерӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ тата Шупашкарти 50-мӗш вӑтам шкулӗнче «Шевле» ачасен эстрада-фольклор ансамблӗне ертсе пынӑ. Ку пултаруллӑ коллективсен репертуарӗ туллин Анатолий Никитин хайлавӗсенчен тӑнӑ. 1996 ҫулта Раҫҫей композиторӗсен пӗрлешӗвне йышӑннӑ.

«Янташ» халӑх ансамблӗпе Анатолий Никитин Чӑваш Республикинчи ял-хулара, гастрольсемпе Тутарстана, Пушкӑртстана, Чӗмпӗр, Самар, Пенза, Ӗренпур, Сарту, Тӗмен тата ытти облаҫсене кайнӑ, Чехословакире те пулнӑ.

Композитор чӑваш тата вырӑс поэчӗсен сӑввисемпе 400 ытла юрӑ хайланӑ. Вӑл А. Лукин, А. Кипеч, В. Урташ, Р. Сарпи, М. Юхма, А. Чебанов, В. Давыдов-Анатри, Ю. Сементер, П. Эйзин, Ю. Илюхин, П. Ялкир, А. Галкин, А. Лукашин, Н. Сандров, А. Юрату тата нумай ытти паллӑ авторсен сӑввисемпе ӗҫленӗ.

Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ валли вӑл Ю. Сементер сӑввисемпе «Пирӗн пата хӑнана килӗр» вокалпа хореографи сюитине хайланӑ. Вӑл «Ташӑ кӗввисем», «Эй тӑван, тус-тӑван», «Туссем, юрлар-ха савӑнса» юрӑ пуххисен авторӗ. Анатолий Никитин 10 яхӑн юрӑсен аудиопуххине, «Юрлар-ха, ташлар-ха, ачасем» ачасен чӑваш юрри альбомне, «Пирӗн шкул тӗнчи» шкул темипе юрӑсен серине кӑларнӑ.

«Янташ» ансамблӗн юррисемпе 10 ытла видеоклип ӳкернӗ, вӗсем Чӑваш телекуравӗн фондӗнче упранаҫҫӗ, Чӑваш радио фондне композиторӑн 150 яхӑн юрри кӗнӗ. «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса», «Тӑванлӑх юрри», «Тӑван яла таврӑнсан» тата «Ах, ҫуркунне» юррисем «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн теле- тата радиоэфирӗсен илемӗ пулса тӑнӑ[2].

Хисепӗсем

  • Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерствин «Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн» хисеп палли;
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1999);
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (2008)[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Л. И. Бушуева. Никитин Анатолий Никитич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ.
  2. ^ Композитору, заслуженному деятелю искусств Чувашской Республики Анатолию Никитину — 65 лет! — Чувашская государственная филармония(паллӑ мар). chfila.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ.
  3. ^ Никитин, Анатолий Никитич (композитор; 13.06.1948) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Валанс, Э. Вĕсен чĕринче тăванлăх тата чăвашлăх туп-тулли / Э. Валанс // Самант. — 2009. — № 10. — С. 7.
  • Вĕсен ĕç вырăнĕ — сцена // Ялав. — 1997. — № 6. — С. 81.
  • Георгиева, Н. Юратнă композитора — награда / Н. Георгиева // Хыпар. — 2003. — 29 çурла.
  • Кипеч, А. Халӑх юратӑвӗнчен пахи ҫук / А. Кипеч // Хыпар. — 2008. — 16 утӑ. — С. 3. — (Культура ; № 4 / кӑларӑма Т. Михайлова хатӗрленӗ).
  • Никитин, А. Н. Пурнăç хакланать, юрă шайĕ чакать / А. Н. Никитин ; Л. Лаптева çырса илнĕ // Хресчен сасси. — 2000. — 18 кăрлач.
  • Никитин, А. Н. «Юррăмсенче çамрăклăха сăнлатăп…» / А. Н. Никитин ; С. Сарвел калаçнă // Çамăксен хаçачĕ. — 1999. — 12 пуш (№ 10). — С. 9.
  • Печников, О. Халӑх юратакан композитор / О. Печников // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар р-нӗ). — 2008. — 21 ҫӗртме.
  • Печникова, М. Н. Чӑваш юррине чунӗпе парӑннӑ : (Анатолий Никитич Никитин композитор тата педагог 60 ҫул тултарнӑ май) / М. Н. Печникова // Халӑх шкулӗ = Нар. шк. — 2008. — № 3. — С. 44.
  • Сементер, Ю. Шур юр çинчи юрату / Ю. Сементер // Чăваш ен. — 1996. — 27 апр. — 4 мая (№ 18). — С. 9.
  • Юнгеров, Н. Пурăнма, юратма пулăшаççĕ / Н. Юнгеров // Хыпар. — 1998. — 1 утă.
  • Юрату, А. «Чӑваш эстрадин малашлӑхӗ пур, вӑл ҫутӑ» / А. Юрату // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2009. — 20 нарӑс (№ 6). — С. 11.
  • Бушуева, Л. И. Никитин Анатолий Никитич / Л. И. Бушуева // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 226.
  • Данилова, И. Молодые композиторы : линия судьбы / И. Данилова // Лик Чувашии. — 2000. — № 2. — С. 98-107.
  • Никитин, А. Звания почетного не получил, зато симфонию написал / А. Никитин; беседовал Ю. Семендер // Совет. Чувашия. — 1996. — 13 июля.
  • Илюхин, Ю. А. Никитин Анатолий Никитич / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 292.
  • Никитин Анатолий Никитич // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2005. — С. 183.
  • Печникова, М. Любимый народом композитор / М. Печникова // За победу (Ибресин. р-н). — 2008. — 2 июля.
  • Семендер, Ю. Приехал на автобусе, уехал на «жигулях» / Ю. Семендер // Совет. Чувашия. — 1998. — 1 июля.
  • Стрельцова, Т. Так много в этой песне / Т. Стрельцова // Чебоксар. новости. — 2008. — 1 июля. — С. 8.