Аршинова Алёна Игоревна

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Алёна Аршинова
Alena Arshinova 2018.jpg
Флаг
Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин VI — VIII суйлавӗсен депутачӗ
Флаг
2012 ҫулхи пушӑн 28-мӗшенчен
Флаг
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ
Флаг
24 июня 2020 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнчен — 2022 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ
Умӗнхи Юрий Кислов
Хыҫӗнхи Леонид Черкесов

Ҫуралнӑ 1985 ҫулхи пушӑн 3-мешӗ
Дрезден, Германи
Парти «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн» «Ҫамрӑк гвардийӗ»
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей»
Пӗлӳ илни Т. Г. Шевченко ячӗллӗ Приднестровье патшалӑх университечӗ
Ӑслӑлӑх степенӗ политика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ
Ӗҫӗ-хӗлӗ политик
Сайт arshinova.info
Ӗҫ вырӑнӗ
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Аршинова Алёна Игоревна (ҫур. 1985 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ, Дрезден) — Раҫҫей политика ӗҫченӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Федераци пухӑвӗн VI, VII, VIII суйлавӗсен Патшалӑх Думин депутачӗ[1]. 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа Думӑн ҫутӗҫ комитечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ. 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракцин ертӳҫин ҫумӗ.

2020 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗччен «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ[2]. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӗп канашӗн президиумӗн пайташӗ[3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алёна Аршинова 1985 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче Германири Дрезден хулинче совет ҫар ҫынни ҫемьинче ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Тирасполь(выр.)чăв. хулине, ашшӗ хӗсмечӗн ҫӗнӗ вырӑнне куҫнӑ.

2005 ҫултан пуҫласа 2010 ҫулччен Приднестровьери(выр.)чăв. Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен «Прорыв!»(выр.)чăв. корпорацине ертсе пынӑ.

2007 ҫулта Т. Г. Шевченко ячӗллӗ Приднестровьери патшалӑх университетне(выр.)чăв. хӗрлӗ дипломпа вӗренсе пӗтернӗ, социолог квалификацине илсен 2007 ҫултан пуҫласа 2010 ҫулччен М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн социологи факультетӗнче аспирантурӑра малалла вӗреннӗ. 2010 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен унтах социологи вӗрентнӗ. Политика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ(выр.)чăв..

2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен Аршинова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Ҫамрӑк гварди»(выр.)чăв. Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла организацин тӗп штабӗн пуҫлахӗн ҫумӗ пулнӑ, 2010 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен — «Ҫамрӑк гвардин» координаци канашӗн сопредседателӗ.

2012 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Аршинова Патшалӑх Думин улттӑмӗш суйлавӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракцин пайташӗ пулса тӑнӑ, Россотрудничество пуҫлӑхӗ пулма ҫирӗплетнӗ Константин Косачёв(выр.)чăв. мандатне илнӗ.

2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин XIII Съездӗнче Аршинова парти членӗ пулса тӑнӑ, парти председателӗнчен Дмитрий Медведевран парти билетне илнӗ. Ҫав кунах партин ӑна Тӗп канашӗн президиумне суйланӑ.

2013—2017 ҫулсенче — «Ача сачӗсем — ачасене» парти проекчӗн ертӳҫи тата вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен Дума комитечӗ ҫумӗнчи шкулчченхи вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен эксперт канашӗн кураторӗ. Унтан парти проектне Лариса Тутова(выр.)чăв. ертсе пыма пуҫланӑ[4].

2013 ҫултанпа — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӗп канашӗн президиумӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен клубӗн координаторӗ.

2014 ҫулта Аршинова Раҫҫей Федерацийӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Дипломати академийӗн(выр.)чăв. магистратурине «Тӗнчери хутшӑнусем» енӗпе вӗҫленӗ.

2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа — Раҫҫейри халӑхсен туслӑхӗн университечӗн (РУДН)(выр.)чăв. социологи кафедрин доценчӗ.

2015 ҫулта Аршинова Г. В. Плеханов ячӗллӗ Раҫҫей экономика университечӗн(выр.)чăв. магистратурине «Экономика» енӗпе вӗренсе пӗтернӗ.

2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Аршинова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен федераци списокӗпе Патшалӑх Думин VII суйлавӗн депутатне суйланнӑ (16-мӗш регион ушкӑнӗнчи 5-мӗш, Мари Эл Республики, Мордва Республики, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Чулхула облаҫӗ)[5].

2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче «Ҫӗнӗ шкул» парти проекчӗн координаторӗ пулма ҫирӗплетнӗ.

2011 ҫултан пуҫласа 2025 ҫулччен Патшалӑх Думин VI, VII тата VIII суйлавӗсен депутачӗн полномочийӗсене пурнӑҫласа Аршинова 100 ытла федераци саккунӗсен проекчӗсен тата саккун пуҫарӑвӗпе тӳрлетӳсен авторӗ пулнӑ[6].

2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Аршинова «Лидеры России. Политика»(выр.)чăв. конкурсӑн финалисчӗ пулса тӑнӑ.

2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ пулса тӑнӑ, 2022 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче полномочисене хунӑ[7].

2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Аршинова Думӑра ҫутӗҫ комитечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ ӗҫ вырӑнне йышӑнать[8].

Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ май Аршинова чӑваш чӗлхине хӑй ирӗкӗпе вӗреннин усси пирки каланӑ, ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енри шкулсенче ҫакна ирӗксӗрлессине хирӗҫ тӑнӑ[9].

2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа Аршинова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Ҫамрӑк гвардин» обществӑлла канашне ертсе пырать[3].

Анатолий Карпова хирӗҫ ҫыру

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2013 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӑхӑр пайташӗ (ҫав шутра Аршиновапа Франц Клинцевич(выр.)чăв.) Раҫҫей Федерацийӗн Юстици министерствине(выр.)чăв. «Мир и гармония» фонда тӗрӗслеме ыйтса ҫыру ҫырни паллӑ пулнӑ, унӑн учредителӗ «Международная ассоциация фондов» пулса тӑрать, унӑн председателӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ, шахмат енӗпе тӗнче экс-чемпионӗ Анатолий Карпов(выр.)чăв.. Алӑ пуснӑ ҫынсем министерствӑна фонд «ют ҫӗршыв агенчӗ» мар-и тесе тӗпчесе тӗрӗслеме ыйтнӑ[10]. Ҫыру Карпов «пируса хирӗҫ саккунран» «Предотвращение незаконной торговли табачной продукцией и табачными изделиями включает…» статьяна кӑларса пӑрахма сӗннӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ, вӑл статья сигарет кӑларассине тӗрӗслесе тӑма май парать. Карпов хӑй сӗнӗвне ҫакнашкал статьяна тӗнчери саккунсем ахаль те пӑхса хӑварнипе ӑнлантарнӑ[10]. Ку истори никама та пысӑк сиен кӳмен.

  • «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗн II степенӗ (2021);
  • Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Хисеп грамоти;
  • Раҫҫей Федерацийӗн правительствин Тав сӑмахӗ (2014);
  • Раҫҫей Федерацийӗн правительствин Хисеп грамоти (2017)[3].

Аршинована Евросоюз, Аслӑ Британи, АПШ, Канада, Швейцари, Австрали, Япони, Ҫӗнӗ Зеланди санкцийӗсен списокне кӗртнӗ[11].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Аршинова Алёна Игоревна (выр.). Государственная Дума. Пӑхнӑ кун: 1 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 2 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 ҫул.
  2. ^ Аршинова Алена Игоревна (выр.). chuvash.er.ru. Пӑхнӑ кун: 1 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 2 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 ҫул.
  3. ^ 1, 2, 3 Энциклопедия ТАСС, 2025. Аршинова, Алена Игоревна. Депутат Государственной думы
  4. ^ Руководство партийного проекта Единой России "Детские сады , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи копийӗ 2019 г
  5. ^ Сведения о проводящихся выборах и референдумах , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи копийӗ // Сайт ЦИК Российской Федерации
  6. ^ Официальный сайт Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации. old.duma.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2 Ҫурла уйӑхӗн 2019.
  7. ^ В Чебоксарах состоялась XXXII конференция Чувашского регионального отделения Партии (выр.). chuvash.er.ru. Пӑхнӑ кун: 1 Ҫӗртме уйӑхӗн 2022. Архивланӑ 22 Нарӑс уйӑхӗн 2022 ҫул.
  8. ^ Аршинова Алёна Игоревна (выр.). Государственная дума. Пӑхнӑ кун: 1 Ҫӗртме уйӑхӗн 2022. Архивланӑ 25 Ҫу уйӑхӗн 2022 ҫул.
  9. ^ Давайте будем во всем лучшими! Пӑхнӑ кун: 15 Пуш уйӑхӗн 2013. Архивланӑ 11 Пуш уйӑхӗн 2013 ҫул.
  10. ^ 1, 2 Lenta.ru: Анатолия Карпова заподозрили в табачном лоббизме. Пӑхнӑ кун: 24 Кӑрлач уйӑхӗн 2013. Архивланӑ 24 Кӑрлач уйӑхӗн 2013 ҫул.
  11. ^ Treasury Imposes Swift and Severe Costs on Russia for Putin’s Purported Annexation of Regions of Ukraine (англ.). U.S. Department of the Treasury. Пӑхнӑ кун: 23 Пуш уйӑхӗн 2023.