Милли Алексей Прокопьевич

Милли Алексей Прокопьевич (чӑн хушамачӗ — Прокопьев; 1894 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ, Шурут Нурăс, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1942 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ, ГУЛАГ[d]) — чӑваш публицисчӗ, сӑвӑҫи, этнографӗ, фольклорисчӗ, педагоги, журналисчӗ, общество ӗҫченӗ[1][2][3].

Пурнӑҫӗ

Ачалӑх ҫулӗсем

Вӑл 1894 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнийӗн Пӑва уесӗнчи Шурут Нурӑс ялӗнче (халӗ — Чӑваш Республикин Комсомольски районӗ) хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ.

1903 ҫулта пуҫламӑш шкула кайнӑ. 1907 ҫулта Шурут Нурӑс шкулӗнче лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ. 1909—1911 ҫулсенче Кураловӑри икӗ класлӑ училищӗре вӗреннӗ. 1912 ҫулта Хусанти тӗн семинарине вӗренме кӗнӗ, 1917 ҫулта ӑна вӗренсе пӗтернӗ[3].

Журналистика тата общество ĕҫӗ-хӗлӗ (1917—1923)

1917 ҫулта «Хыпар» хаҫат тухма пуҫласан, унӑн яваплӑ секретарӗ пулса тӑнӑ. 1918 ҫулта — «Канаш» хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ. 1918—1919 ҫулсенче Тухӑҫ фрончӗн 5-мӗш ҫарӗн политика пайӗнчи «Чухӑнсен сасси» фронт хаҫачӗн тӗп редакторӗ пулса ĕҫленӗ. Ҫак хаҫат фронтпа пӗрле Хусанта, Сызраньте, Пелепейре, Бухарестра тата ытти хуласенче тухса тӑнӑ.

1919 ҫулта Хусанта «Ирӗклӗх юррисем» сӑвӑ пуххине кӑларнӑ. Ҫав ҫултах Чӗмпӗре куҫса кайнӑ, кунта кӗпӗрнери халӑх пӗлӗвӗн пайӗнче чӑваш секцийӗн ӗҫне ертсе пынӑ. 1919—1921 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш педагогика шкулӗнче (техникумӗнче) вӗрентнӗ, шкул музейне йӗркелес енӗпе тӑрӑшнӑ.

1920 ҫулта Чӗмпӗрте Чӑваш литераторӗсен обществине йӗркеленӗ тата «Атӑл юрри» литература журналне никӗсленӗ[3].

1922 ҫулта С. А. Коричев чӗннипе Шупашкара куҫса килнӗ. Ӑна Чӑваш облаҫӗнчи халӑх пӗлӗвӗн пайӗнчи куҫару комиссийӗн председателӗ пулса ҫирӗплетнӗ. 1922 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн тӗпчев обществи йышне кӗнӗ. 1923 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗн архив бюровне ертсе пынӑ[3].

1923 ҫулта Шупашкарта Чӑваш литераторӗсен обществине йӗркеленӗ, уставне хатӗрлесе кӑларнӑ. Анчах шалти ӗҫре килӗшӳллех пулманран обществӑран пӑрахса кайнӑ. 1923 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Мускава куҫса кайнӑ.

Мускаври тапхӑрӗ (1923—1938)

Мускавра СССР ӑслӑлӑх Академийӗнчи Тухӑҫ халӑхӗсен этника культурисен тӗпчев институчӗн аспирантурине кӗнӗ. 1925 ҫулта аспирантурӑна вӗренсе пӗтернӗ. Мускаври Чӑваш культурин обществине йӗркеленӗ, унта яваплӑ секретарь пулса тӑнӑ[3].

1924 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнчен пуҫласа Тӗп халӑх тӗпчев музейӗнче ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ пулса ӗҫленӗ. Чӑваш тӑрӑхӗнче иртнӗ этнографи тата археологи экспедицийӗсене хутшӑннӑ, фольклор материалӗ пухнӑ, вил тӑприсене (чул юпасене) тӗпченӗ. Экспедицисем ҫинчен пысӑк отчётсем хатӗрленӗ.

1924 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа Сталин ячӗллӗ Тухӑҫри ӗҫченсен коммунизм университетӗнче (КУТВ) чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ. Промышленность академийӗнче, «Арматура» заводӗнче, Замоскворечье район академийӗнче те вӗрентнӗ.

1927 ҫулта РСФСР Вӑхӑтлӑ Коммунизм Академийӗнчи ҫӗнӗ алфавит комиссийӗн Тӗп комиссине йӗркеленӗ, инструктор пулса ӗҫленӗ. 1933—1935 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарӑн Тӗп архивӗнче ӗҫленӗ, пӗр вӑхӑтрах Патшалӑх кӗнеке издательствинче чӑваш кӗнекисене редакциленӗ. 1935 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнчен пуҫласа РСФСР Ҫӑмӑл промышленность халӑх комиссариачӗн архив пайӗнче инструктор-архивариус пулса тӑнӑ[3].

Тыткӑна лекни, лагерь тата реабилитаци

1938 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче ӑна ӗҫ вырӑнӗнче тытса чарнӑ. Шупашкара илсе кайнӑ. 1938 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнче «революцие хирӗҫле национализм ӗҫӗ-хӗлӗшӗн» айӑпласа хут кӑларнӑ. 1941 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче 8 ҫуллӑха ӗҫпе тӳрленӳ лагерьне хупма хӑпартма йышӑннӑ. Ҫурҫӗр Уралти юсавпа ӗҫ лагерьне илсе кайнӑ (Свердловск облаҫӗнчи Ирбит хули патӗнчи Тавда станцийӗ)[3].

1942 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Ҫурҫӗр-Урал лагерӗнче вилнӗ.

1956 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче Чӑваш АССР Аслӑ сучӗн Президиумӗ А. П. Миллине суд преступленийӗ пулманнипе реабилитациленӗ[2][3].

Пултарулӑхӗ

Вӑл хаҫат-журналсенче чӑваш халӑхӗн наципе культура тӗлӗшӗнчен мӗнле аталанмалли ҫинчен статьясем ҫырнӑ. Пракка, Гатчель, Тенгерхарт, Нурӑс, Упа, Анчах тата ытти псевдонимсемпе пичетленнӗ[3].

Сӑвӑсем ҫырнӑ. 1914 ҫулта А. С. Пушкинӑн «Чикансем» поэмине чӑвашла куҫарнӑ. Вырӑс революци юррисене, марсельезисене, ҫавӑн пекех ансат ӑслӑлӑх брошюрисене куҫарнӑ: «Франци революционерӗсем» (1917), «Ҫӗр — хура халӑхӑн хуйхи» (1917), И. Аголӑн «Чӗрчунсемпе ҫынсем пулса кайни» (1926), М. Гремяшкинӑн «Ҫын — машина» (1927) тата ыттисем[3].

Фольклорпа этнографи материалӗсене пухнӑ. Чӑваш чӗлхинчи ҫӗнӗ сӑмахсене йӗркелес енӗпе тӑрӑшнӑ: «кӗнекелӗх» (книгохранилище), «кураллӑх» (арсенал), «ҫуртӑсти» (архитектор), «ташӑсти» (танцор) тата ыттисем[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Родионов В. Г. Милли Алексей Прокопьевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 7-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Станьял В. П. Алексей Милли шӑпи: пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗрленчӗкӗ. — Новое время, 2004. — 24 с. — («Кӗрешӳ паттӑрӗсем»). — 150 экз.

Вуламалли

  • Станьял В. П. Алексей Милли шӑпи : пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗрленчӗкӗ. — Новое время, 2004. — 24 с. — (Кӗрешӳ паттӑрӗсем).
  • Ларионов, Н. Милли — «Атӑл юрри» журнала пуҫараканӗ // Ларионов, Н. Чун хушнипе пурӑнсан : Чӗмпӗр Ен ҫыравҫисен пултарулӑхӗ / Н. Ларионов. — Шупашкар, 2009. — С. 104—106.
  • Репресси авӑрӗнчен тухайман : [Алексей Прокопьевич Милли ҫинчен] // Хыпар. — 2015. — 23 январь/кӑрлач. — С. 13.
  • Родионов, В. Г. «Чăваш çырăвĕн ушкăнĕ» / В. Г. Родионов // Чăваш литератури : поэтикăпа стиль ыйтăвĕсем. — Шупашкар, 1989. — С. 41-60.
  • Григорьев, В. Я. Прокопьев (Милли) Алексей Прокопьевич / В. Я. Григорьев, П. П. Таллеров // Энциклопедия Комсомольского района. — Чебоксары, 2009. — С. 489.
  • Прокопьев Алексей Прокопьевич (Милли) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 352—363.
  • Прокопьев-Милли Алексей Прокопьевич (1894—1942) // В трагические годы: репрессированные чувашские писатели, журналисты и учёные = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. — Чебоксары, 2013. — С. 211—213.
  • Родионов, В. Г. Милли (Прокопьев) Алексей Прокопьевич / В. Г. Родионов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 269—270.

Темӑпа ҫыхӑннисем