Ирейкин Геннадий Григорьевич

Ирейкин Геннадий Григорьевич'Раççей Паттăрĕ, штурман, чăваш.

Кунçулĕ пирки кĕскен

Г.Г.Ирейкин Чĕмпĕр облаçĕнчи Барыш районĕнчи Хура Çырма ялĕнче çуралнă[1][2][3][4][5][6]. Халĕ ку ял çук. Ял пулнă тĕле унти çынсем паян "Каторга" текен вырăн пек пĕлеççĕ[1]. Малашне Ирейкинсен килйышĕ çывăхри Акшуат ялне куçса кайнă. Тĕп тымарĕсем вара вĕсен — Барыш районĕнчи Емелей чăваш ялĕнче[1][6]. Коллективизаци вăхăтĕнче вĕсене кунта, Хура Çырмана, кулак тесе хăваласа килнĕ пулнă.

Куйбышеври авиаци институтĕнче вĕренсе тухнă, каярах СССР авиаци промăçлăхĕн летчик-испытательсен шкулнĕн штурмансен уйрăмне вĕçленĕ (1971).

Штурман-испытатель пулнă. 1978-мĕш çултан тĕп штурман, каярах Громов М.М. ячĕллĕ вĕçев тĕпчев институчĕн тĕпчев пилотаж центрĕн тĕп конструкторĕ.

Ан-74, Ан-124, Ан-225, Як-40, Як-42, МиГ-21, Су-27, Су-30, Ту-160, Ту-22М тата ыт., пилотсăр «Буран» космос карапĕн пилотаж навигаци комплексĕсен тĕпчевĕсене хутшăннă. Ту-16 ЛЛ, Ил-7 ЛЛ опытлă двигательсен, тĕрлĕ йышши çăлакан тата десант системисен тĕпчевне хутшăннă.

1988-мĕш çулта АН-74 самолетпа инçет вĕçессипе лартнă рекорда хутшăннă.

Чыславсем

  • Раççей паттăрĕ — 23.03.2000.
  • «Хисеп палли» орден
  • СССР тава тивĕçлĕ штурман-испытатель (1984).
  • Самолет спорт мастерĕ

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Капельки России. Чёрная Речка.
  2. ^ Герои Советского Союза и Герои России : Ирейкин Геннадий Григорьевич.
  3. ^ Курайкин, Н. Н. Ирейкин Геннадий Григорьевич / Н. Н. Курайкин, Кузьмин Д. В. // Краткая чувашская региональная энциклопедия. – Ульяновск, 2009. – Т. 1 : Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. – 2009. – С. 188-189.
  4. ^ Евгений СОФРОНОВ: Путешествие в Акшуат… самый популярный сайт региона*.
  5. ^ Календарь знаменательных дат - результаты поиска.( ӗҫлемен каҫӑ)
  6. ^ 1, 2 Ирейкины из Барышского района Ульяновской области. Генеалогическая база знаний: персоны, фамилии, хроника.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем