Старчков Александр Иванович

Старчков Александр Иванович (2000 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ, Ялушево, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен2022 ҫулхи акан 30-мӗшӗ, Диброва[d], Краснолиманский район[d]) — Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ, ҫар ҫынни (рядовой). 2022 ҫулта ятарлă çар операцине хутшăннă, паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Пурнӑҫӗ

2000 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Улатӑр районӗнчи Ялушево ялӗнче ҫуралнӑ. Улатӑр районӗнчи Чуварлейри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан тата Улатӑрти технологи техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ[1].

Ҫар хӗсметне кайнӑ хыҫҫӑн 2021 ҫулта контракт алӑ пуснӑ[2].

Ҫапӑҫусене хутшӑнни

Пӗрремӗш кунсенчех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. Материаллӑ тивӗҫтерӳ ротин автомобиль взвочӗн водителӗ пулнӑ.

2022 ҫулхи акан 30-мӗшӗнче ушкӑнпа пӗрле Донецк облаҫӗнчи Лиман районӗн Диброва ялӗ патӗнче разведкӑна тухнӑ. Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче РГСпН (ятарлӑ тӗллевлӗ ушкӑн) командирӗ аманнӑ. Ушкӑн ункӑна лекме пултарнине ӑнланса, Александр ыттисене чакма май пама юлнӑ. Пулемётра персе тата вырӑнне улӑштарса тӑрса, Старчков рядовой хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр ушкӑна аманнӑ салтаксемпе пӗрле чакма май панӑ[2].

Мĕнле вилнĕ пирки çапла çырса кăтартнă[3]:

Тăсăлса кайнă çапăçу вăхăтĕнче Старчков, ыттисене хупласа, çапăçу комплектне пĕтĕмпех пĕтернĕ, хирĕçтăравçăн вут-хĕмне хăй çине илнĕ, вилĕмĕн хакĕпе аманнă юлташĕсене çăлăнма май панă>

Хисепӗсем

  • Паттăрлăх орденĕ (вилнӗ хыҫҫӑн);
  • Раççей Федерацин Паттăрĕ (2022, вилнӗ хыҫҫӑн);
  • Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ (2023, вилнӗ хыҫҫӑн).

Астӑвӑм

  • Чуварлей ялӗнчи шкул ҫурчӗ ҫинче тата тӑван ялӗнче А. И. Старчков пурӑннӑ ҫурт ҫинче асӑну хӑмисем вырнаҫтарнӑ.
  • Тольятти хулинчи ҫар пайӗн Мухтав аллейинче А. И. Старчков бюстне лартнӑ[4].
  • 2026 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Улатӑр хулинче А. И. Старчков бюстне вырнаҫтарнӑ[5].

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем