Козин Владимир Николаевич

Козин Владимир Николаевич (1975 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ, Кӳлпуç, Кайпăç районĕ, Тутар АССР, СССР2023 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ, Красногоровка, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей ҫар ҫынни, Кӑнтӑр ҫар округӗн 51-мӗш гварди пӗтӗмӗшле ҫарӗн 114-мӗш уйрӑм гварди мотострелоксен бригадин сержанчӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2023, вилнӗ хыҫҫӑн).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1975 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче Тутар АССРӗн Кайпӑҫ районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш[1][2][3].

Кӳлпуҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкула 1993 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. 1994 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретне тӑнӑ, хӗсметне Раҫҫейӗн Сывлӑш-десант ҫарӗсен(выр.)чăв. парашютпа десант полкӗнче Хакас Республикин(выр.)чăв. Абакан(выр.)чăв. хулинче ирттернӗ. Наводчик, оператор, механик-водитель, ҫавӑн пекех парашютпа десант уйрӑмӗн командирӗ пулса вӑй хунӑ[1][2][3].

Саппаса тухнӑ хыҫҫӑн Горький ячӗллӗ Хусан ял хуҫалӑх институтне(выр.)чăв. вӗренме кӗнӗ, анчах вӗренсе пӗтермен. 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Хусанта пурӑннӑ. Каярах строительство енӗпе ӗҫлекен харпӑр предприяти уҫнӑ[1][2][3].

2022 ҫулхи мобилизаци вӑхӑтӗнче Козин СВО-на кайма йышӑннӑ, Хусан хулин 1231-мӗш мотострелоксен полкне пулемётчик пулса хӗсмете тӑнӑ. Ҫулталӑк иртсен ӑна 114-мӗш уйрӑм гварди мотострелоксен бригадине(выр.)чăв. Донецка куҫарнӑ[1][2][3].

2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Красногоровка(выр.)чăв. хули патӗнче вилнӗ. 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫуралнӑ тӑрӑхра Тутар Республикин Кайпӑҫ районӗнчи Кӳлпуҫ ялӗнче пытарнӑ. Козин 47-ре пулнӑ[1][2][3].

Хисепӗсем

undefined

Астӑвӑм

  • Тӑван Кӳлпуҫ ялӗнче Паттӑр бюстне вырнаҫтарнӑ[1][7];
  • вӑл вӗреннӗ шкул ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[1][8];
  • Козин вӗреннӗ шкула ун ятне панӑ[1][8].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Козин Владимир Николаевич. warheroes.ru. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Эльвира Самигуллина. «Все уважали, называли дядей Вовой – даже командиры»: история 12-го Героя России из Татарстана. m.business-gazeta.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Владимир Николаевич Козин на сайте «Минтрудсоцзащиты Татарстана», Министерство труда, занятости и социальной защиты Республики Татарстан.
  4. ^ Раис Татарстана передал медаль Героя России вдове бойца СВО Владимира Козина (выр.). tnv.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  5. ^ Минниханов передал медаль вдове 12-го Героя России из Татарстана бизнесмена Козина. m.business-gazeta.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  6. ^ Арсений Каримов. Рустам Минниханов передал медаль Героя России жене погибшего участника СВО из Татарстана (выр.). Новости Татарстана и Казани - Татар-информ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  7. ^ admin В Малых Мемях установили бюст в честь Владимира Козина(паллӑ мар). Кайбицкие зори (8 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2 В родном селе павшего Героя России установили мемориальную доску (выр.). Общественный проект «Герои Отечества». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем