Долгов Олег Николаевич
| Ҫын пирки | |
| Долгов Олег Николаевич | |
| |
| Чӑн ят | выр. Долгов Олег Николаевич |
|---|---|
| Çуралнă вăхăт | 1976 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ |
| Çуралнă вырăн | |
| Вилнĕ вăхăт | 1996 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ (19 ҫул) |
| Вилнĕ вырăн | |
| Премисемпе чысланисем | |
Долгов Олег Николаевич (1976 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ, Шамкай, Шӑмӑршӑ районӗ, Чӑваш Республики — 1996 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ, Первомайски, Хасавюрт районӗ, Дагестан Республики) — Чечен кампанине хутшӑннӑскер, рядовой. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (20. 07. 1996, вилнӗ хыҫҫӑн).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1976 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Шӑмӑршӑ районӗнчи Шамкай ялӗнче ҫуралнӑ. Олег ҫуралнӑ хыҫҫӑн ҫемье Самар облаҫӗнчи Луначарский посёлокне куҫса кайнӑ.
1994 ҫулта «ялхуҫалӑх строительствин ӑсти» специальноҫпа училищӗрен вӗренсе тухнӑ.
Ҫар хӗсметне тӑриччен Олег Долгов дзюдо енӗпе кӗрешнӗ, ӑмӑртусенче, ҫав шутра Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчисенче те, пӗрре мар хутшӑннӑ, ҫӗнтернӗ. Ҫарта хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн, ҫар ӗҫне малалла тӑсма шут тытнӑ, «Русь» ятарлӑ ҫар отрядне ӗҫе кӗнӗ, унта крап беретне илме тивӗҫлӗ пулнӑ.
1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Салман Радуев отрячӗ Кизлярта ярса илнӗ заложниксене ирӗке кӑларас енӗпе Первомайски салинче ирттернӗ ятарлӑ операци вӑхӑтӗнче Олег Долгов штурм ушкӑнӗсенчен пӗрне кӗнӗ. Долгов, ытти салтаксене вут-ҫулӑмпа хӳтӗлесе, ял хӗрринче чи малтан ҫирӗпленсе ларакансенчен пӗри пулнӑ.
Ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра тӑшманӑн персе тӑракан позицийӗсенчен пӗрне гранатӑсем ывӑтса аркатнӑ. Унӑн вут-ҫулӑмӗ айӗнче темиҫе заложника ирӗке кӑларма пултарнӑ. Юлташӗсем каласа панӑ тӑрӑх, ун чух виҫӗ тӑшмана вӗлернӗ. Патронсӑр юлнӑ кӳршӗри штурм ушкӑнне боеприпассем илсе ҫитерме приказ илсен, Долговпа юлташӗ патрон ещӗкне вӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ. Тӑшман вучӗ иккӗшне те ҫӑмӑл амантнӑ. Долгов юлташне ҫыхса яма хӑрушсӑр вырӑн тупса панӑ, хӑй йӗри-тавралла пӑхса илес тесе ура ҫине тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна вилмеллех амантнӑ.
Самар облаҫӗнчи Луначарский поселокӗнче пытарнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 1996 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи 1065 №-лӗ Хушӑвӗпе Ҫурҫӗр Кавказри контртеррористла операцире кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Долгов Олег Николаевич рядовоя Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (вилнӗ хыҫҫӑн) ятне панӑ.
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ — 1996 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ (вилнӗ хыҫҫӑн);
- Раҫҫей Федерацийӗн шалти ӗҫсен министрӗн приказӗпе Олег Долгова «Русь» отрядӑн харпӑр йышӗн списокне ӗмӗрлӗхе кӗртнӗ[1].
Астӑвӑм
- Олег Долгова халалласа 2005 ҫулта Тольяттире дзюдо енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри «Паттӑр Ҫӑлтӑрӗ» ӑмӑрту ирттернӗ.
- Унӑн ятне Луначарский посёлокӗн пӗр урамне тата шкула панӑ (Тольятти хула округӗн «Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ О. Н. Долгов ячӗллӗ 48-мӗш гимнази»).
- Олег Долгова асӑнса 2019 ҫулта Чӑваш Республикинчи Шӑмӑршӑ ялӗнче бюст вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ История отряда «Русь». Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
Вуламалли
Каҫӑсем
Долгов Олег Николаевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Ҫурлан 21-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1976 ҫулта ҫуралнисем
- Шăмăршă районĕнче çуралнисем
- Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче вилнисем
- 1996 ҫулта вилнисем
- Раççейре вилнисем
- Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Шамкайра ҫуралнисем
- Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш Республикинче ҫуралнисем
- Первомайскинче вилнисем
- Хасавюрт районӗнче вилнисем
- Дагестан Республикинче вилнисем
- Ҫынсем:Тольятти
- Раҫҫей ШӖМӗн шалти ҫарӗсен ҫар ҫыннисем
