Колпаков Андрей Валерьевич
Колпаков Андрей Валерьевич (1980 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ, Чĕмпĕр — 2023 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ, Донецк Халӑх Республики[d]) — Кӑнтӑр ҫар округӗн 8-мӗш пӗтӗмӗшле ҫарӗн(выр.)чăв. 2-мӗш гварди ҫар корпусӗн 85-мӗш уйрӑм мотострелоксен бригадин командирӗн ҫумӗ, полковник. Ятарлӑ ҫар операцине(выр.)чăв. хутшӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2024, вилнӗ хыҫҫӑн).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1980 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче Чӗмпӗрте офицер ҫемьинче ҫуралнӑ[1].
Хӑйӗн ачалӑхне ҫар гарнизонӗсенче ирттернӗ. 1986 ҫулта Ратенов(выр.)чăв. (Германи) хулинче пӗрремӗш класа кайнӑ. Каярах Мускаври шкулсенче вӗреннӗ, кайран Курган облаҫӗнчи Шадринск(выр.)чăв. хулин шкулӗнче ӑс пухнӑ, ӑна 1998 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ[1]. Шкул хыҫҫӑнах Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Челепи танк институчӗн курсанчӗ (вӑл хальхи вӑхӑтра ҫук) пулса тӑнӑ, ӑна 2003 ҫулта вӗренсе пӗтерсе ӗҫлеме тытӑннӑ[1].
Хӑй вӑхӑтӗнче Колпаков танк взвочӗн командирӗ, кайран танк ротин командирӗ, танк батальонӗн командирӗн ҫумӗ тата штаб начальникӗ — танк батальонӗн командирӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ[1]. 2013 ҫултан пуҫласа 2014 ҫулччен — мотострелоксен батальонӗн командирӗ[1]. 2014 ҫулта Крыма Раҫҫей йышне тавӑрас ӗҫе хутшӑннӑ[1]. Ҫав 2014 ҫултах Мускаври Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен пӗрлӗх академине(выр.)чăв. вӗренме кӗнӗ, ӑна 2016 ҫулта вӗҫленӗ[1], пӗр подразделенире хӗсмете малалла тӑснӑ. 2017 ҫулта Колпакова срок ҫитиччен запаса кӑларнӑ[1]. 2022 ҫулхи мобилизаци вӑхӑтӗнче Колпакова ҫар хӗсметне илнӗ, унта тӳрех Самар облаҫӗнчи Тӗп ҫар округӗн 43-мӗш мотострелоксен полкӗн командирӗн ҫумӗн — штаб пуҫлӑхӗн должноҫне лартнӑ[1].
2023 ҫултанпа 8-мӗш пӗрлехи ҫарӑн 2-мӗш гварди Луганск-Северодонецк ҫар корпусӗн 85-мӗш уйрӑм мотострелоксен бригадин разведка батальонӗн командирӗ пулнӑ[1]. Унӑн батальонӗ Луганк Халӑх Республикин хӗвеланӑҫ енче ҫар ыйтавӗсене пурнӑҫланӑ, бригадӑн Кременная(выр.)чăв., Новодружеск(выр.)чăв. хулисене, ҫавӑн пекех Шипиловка(выр.)чăв., Белогоровка(выр.)чăв., Золотарёвка(выр.)чăв. салисене хӳтӗлекен подразделенийӗсене пулӑшнӑ.
Разведка батальонӗн командирӗ пулнӑ май артиллери подразделенийӗсен ӗҫне йӗркелес задачӑсене пурнӑҫланӑ, ҫакӑ Раҫҫей ҫар ҫыннисене Работинора(выр.)чăв., Спорнойра(выр.)чăв., Белгоровкӑра(выр.)чăв., Артёмовскра(выр.)чăв., Андреевкӑра(выр.)чăв. тата Клещеевкӑра(выр.)чăв. хӑш-пӗр позицисене тытса тӑма пулӑшнӑ[1].
2023 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче Донецк Халах Республикинче вилнӗ. 2023 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче Самарта Рубёж ҫӑвинче (Мухтав аллейи) пытарнӑ[1].
Вилнӗ хыҫҫӑн 2024 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнче «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне унӑн мӑшӑрне Ольга Колпаковӑна панӑ. Чыслав церемонине Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн полномочиллӗ представителӗ И. А. Комаров(выр.)чăв. тата Самар облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ В. А. Федорищев(выр.)чăв. хутшӑннӑ[1].
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2024 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнчи «хупӑ» хушӑвӗпе ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Колпаков Андрей Валерьевич гварди полковникне Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ ят панӑ, вилнӗ хыҫҫӑн);
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (Раҫҫей)(выр.)чăв.;
- икӗ Паттӑрлӑх орденӗ(выр.)чăв.;
- «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗн(выр.)чăв. II степенӗ (икӗ хутчен);
- Суворов медалӗ(выр.)чăв.;
- «Хӑюлӑхшӑн» медалӗн(выр.)чăв. II степенӗ.
Астӑвӑм
85-мӗш уйрӑм мотострелоксен бригадин разведка батальонне унӑн командирне асӑнса «Ермак» ят панӑ (2024)[1].