Александров Евгений Сергеевич (Раҫҫей Паттӑрӗ)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Александров Евгений Сергеевич
Александров Е.С.jpg
Çуралнă вăхăт 1998 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ(1998-11-05)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2023 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ(2023-10-20) (24 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Премисемпе чысланисем
Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ
Орден Мужества Орден Мужества медаль Суворова медаль «За воинскую доблесть»

Александров Евгений Сергеевич (1998 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ, Ҫӗрпӳ2023 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ, Артёмовск[d]) — ҫар ҫынни, гварди сержанчӗ. Ятарлӑ ҫар операцине(выр.)чăв. хутшӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2025, вилнӗ хыҫҫӑн).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1998 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри 2-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗреннӗ, 2014 ҫулта 9 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ ялхуҫалӑх технологийӗн техникумне «Ялхуҫалӑхӗнчи электрификаци тата автоматизаци» специальнӑҫпа вӗренме кӗнӗ. 2018 ҫулта техник-электрик квалификациллӗ специалист дипломне алла илнӗ[1].

2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретне тӑнӑ, сывлӑш десант ҫарне лекнӗ, тӳрех контракт ҫырнӑ. Кутузов тата Александр Невский орденӗсемлӗ, Хӗрлӗ Ялавлӑ 98-мӗш гварди сывлӑш-десант дивизийӗн 217-мӗш гварди парашют-десант полкӗнче хӗсметре тӑнӑ. Малтан рядовой, кайран отделени командирӗ пулнӑ[2].

2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Сири Араб Республикинче пулнӑ, ятарлӑ ҫар задачисене пурнӑҫланӑ. 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен Александров гварди сержанчӗ Украина территорийӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ[1].

2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ҫапӑҫура аманнӑ. Сипленнӗ хыҫҫӑн, демобилизациленме май пулнӑ пулсан та, 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫар чаҫне каялла таврӑннӑ[1].

2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Украина Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Артёмовск(выр.)чăв. хули ҫывӑхӗнчи Берховск шыв усравӗ патӗнчи пункчӗсене ярса илес тӗллевпе ирттернӗ операци вӑхӑтӗнче вӑл ертсе пыракан штурм ушкӑнӗ десант ҫар машинисемпе(выр.)чăв. тӑшман енне ҫул тытнӑ. Тӳрех тӑшманӑн танка хирӗҫ ҫапӑҫакан расчётне тӗп тунӑ, хӑй виҫӗ боевика вӗлернӗ, иккӗшне тыткӑна илнӗ — рубежа ярса илнӗ.

Пункта ярса илнӗ хыҫҫӑн Евгений ертсе пыракан ушкӑн ҫывӑхри вӑрман енне ҫул тытнӑ. Вӗсене пысӑк калибрлӑ пулемёт расчёчӗ кӗтсе тӑнӑ, хӑйӗн вут-ҫулӑмӗпе Раҫҫей салтакӗсене ҫӗр ҫумне вырттарнӑ. Ҫакна курса хавхаланнӑ украин салтакӗсем малта пыракан ушкӑна ҫавӑрса илсе тӗп тӑвасшӑн пулнӑ. Сержант Александров ҫакна курса ура ҫине тӑнӑ та пулемёт расчётне хирӗҫ персе чупнӑ. Командирӑн паттӑр утӑмӗ десантниксене хавхалантарнӑ, вӗсем украин салтакӗсене, пулемёт расчётне тӗп тунӑ. Анчах ҫак ҫапӑҫура Евгений Александров вилмеллех аманнӑ[3].

Ашшӗ — Сергей Николаевич, амӑшӗ — Алина Николаевна, шӑллӗ — Николай, йӑмӑкӗ — Мария.

Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн ҫӑлтӑр» медальне(выр.)чăв. тата Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Хисеп грамотине(выр.)чăв. 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Паттӑрӑн ашшӗпе амӑшне — Сергей Николаевичпа Алине Николаевнана — Сывлӑш десант ҫарӗсен командующийӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Чубарыкин генерал-майор тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев панӑ[4].

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи 109-мӗш хушӑвӗпе Е. С. Александрова «Чӑваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ» ят (вилнӗ хыҫҫӑн) панӑ[5]. «Чӑваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ» ят паллине Олег Николаев Е. С. Александровӑн ашшӗпе амӑшне утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре иртнӗ Тихвин ярмарккинче панӑ[6].

  • 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ ялхуҫалӑх технологийӗн техникумӗнче «Паттӑр парттине» уҫнӑ[7];
  • Александров Е. С. вӗреннӗ шкула тата Ҫӗрпӳри пӗр урама унӑн ятне пама йышӑннӑ[8].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2, 3 14 декабря г.Цивильск в Цивильском аграрно- технологическом техникуме прошла церемония открытия "Парты Героя", посвященной памяти выпускников Евгения Александрова (выр.). «Цивиль» интернет-газета Цивильского района Чувашской Республики (16 Раштав уйӑхӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 3 Утӑ уйӑхӗн 2025.
  2. ^ Александр Бойко. Медаль «Золотая звезда» передали матери Героя России Евгения Александрова (выр.). Комсомольская правда (1 Утӑ уйӑхӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 3 Утӑ уйӑхӗн 2025.
  3. ^ 1, 2 Сердца полны горя и гордости (выр.). Газета «Советская Чувашия» (2 Утӑ уйӑхӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 3 Утӑ уйӑхӗн 2025.
  4. ^ Александр Бойко. Медаль «Золотая звезда» передали матери Героя России Евгения Александрова (выр.). Комсомольская правда (1 Утӑ уйӑхӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 3 Утӑ уйӑхӗн 2025.
  5. ^ О присвоении почетного звания «Почетный гражданин Чувашской Республики» Александрову Е.С. (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (3 Утӑ уйӑхӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 10 Утӑ уйӑхӗн 2025.
  6. ^ Олег Николаев вручил родителям Героя России Евгения Александрова знак «Почётный гражданин Чувашской Республики» (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (4 Утӑ уйӑхӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 10 Утӑ уйӑхӗн 2025.
  7. ^ Герои никогда не умирают, Герои в нашей памяти живут (выр.). Цивильский аграрно-технологический техникум (15 Раштав уйӑхӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 3 Утӑ уйӑхӗн 2025.
  8. ^ Олег Николаев: Подвиг Евгения Александрова навсегда останется в нашей памяти — его именем будет названа школа и улица (выр.). Официальный портал органов Чувашской Республики (1 Утӑ уйӑхӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 3 Утӑ уйӑхӗн 2025.