Кузьмин Фёдор Васильевич
Ҫын пирки | |
Кузьмин Фёдор Васильевич | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1970 |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 6.3.1996 |
Вилнĕ вырăн | |
Премисемпе чысланисем |
Кузьмин Фёдор Васильевич (Сарань, Караганда облаҫӗ, Казах ССР, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (1996, вилнӗ хыҫҫӑн). Пермь облаҫӗн Шалти ӗҫсен управленийӗ ҫумӗнчи УБОП оперуполномоченнӑйӗ, милицин кӗҫӗн лейтенанчӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1970 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шахтинск хулинчи 7-мӗш профтехучилищӗне вӗренме кӗнӗ. Кӗҫех ҫар хӗсметне илнӗ. Хӗсмет вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Сарань хулине таврӑннӑ, шахтӑна ӗҫлеме вырнаҫнӑ. 1992 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Пермьри ОМОН-а милиционер пулса ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫулталӑк иртсен ҫар хатӗрленӗвӗ тата спорт енӗпе инструктор, унтан — Пермь облаҫӗнчи Шалти ӗҫсен управленийӗ ҫумӗнче Йӗркеленнӗ преступноҫпа кӗрешекен управленийӗн (УБОП) оперуполномоченнӑйӗ пулса тӑнӑ.
Ҫурҫӗр Кавказа Осетин-Ингуш хирӗҫӗвӗ вӑхӑтӗнче тата Чечен Республикине пӗрре мар служба командировкисене ҫӳренӗ. 1996 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗнче Грозный хулинче вилнӗ — бронетранспортёрта ҫунса кайнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ ятне Федор Васильевич Кузьмина Раҫҫей Федерацин Президенчӗн 1996 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнчи 1329 №-лӗ Хушӑвӗпе (вилнӗ хыҫҫӑн) панӑ.
Паттӑр ятне «Вечная слава» мемориалта касса кӑларнӑ, Пермь облаҫӗнчи шалти ӗҫсен органӗсен служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ ӗҫченӗсен астӑвӑм кӗнекине кӗртнӗ. Унӑн ятне милици колледжне панӑ.
1996 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫар операцийӗ хыҫҫӑн Пермь облаҫӗнчи Шалти ӗҫсен управленийӗ ҫумӗнче Йӗркеленнӗ преступноҫпа кӗрешекен управленийӗн десанчӗ икӗ бронетранспортёрпа Грозный хулин Октябрь районӗн комендатурине таврӑннӑ. Сунжа юхан шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер патӗнчи 22-мӗш номерлӗ блокпост районӗнче вӗсем боевиксен пӗр чарӑнми вучӗ айне лекнӗ. Броньӑллӑ разведкӑпа дозор ҫар машинин оператор-наводчикӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Кузьмин милицин кӗҫӗн лейтенанчӗ боевиксен чи активлӑ перекен вырӑнӗсене палӑртса, машинӑна гранатомётсенчен тӑташ персе тӑнӑ пулин те, башня пулемёчӗсенчен тӑшмана персе аркатма пуҫланӑ. Ҫапӑҫу 50 минут пынӑ. Боевиксен перекен вырӑнӗсене путарма май килнӗ. Бандитсенчен иккӗшне тыткӑна илнӗ. Автотранспортӑн ултӑ единицине сыхласа хӑварнӑ.
Тепӗр тӑватӑ кунтан — ҫӗнӗ ҫапӑҫу. Пушӑн улттӑмӗшӗнче Пермь СОБРӗн десанчӗ икӗ бронетранспортёрпа Раҫҫей Федерацийӗн ШӖМӗн Чечен Республикинчи вӑхӑтлӑх управленийӗ вырнаҫнӑ вырӑна тухса кайнӑ. Минутка площачӗ, кунта нумай пулмасть Дудаев майлисен темиҫе кунлӑх митингӗ иртнӗ, чӑн-чӑн тамӑк пек пулса тӑнӑ. Уралтан килнисен, вӗсен хушшинче пермьрисем те, пехотине икӗ ҫар машинине унта янӑ.
8 сехет те 15 минутра боевиксем экипажсем ҫине пур йышши хӗҫпӑшалсенчен, ҫав шутра танка пӗтермелли тата кӗпҫеллӗ гранатомётсенчен, питӗ ҫывӑхран пеме тытӑннӑ. Гранатомётран персе Кузьминӑн ҫар машинине сиенлетнӗ. Харпӑр состав машинӑран тухса йӗри-тавралла хӳтӗлев йышӑннӑ, боевиксен чылай йышлӑрах вӑйӗсемпе хаяр ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Бандитсем ҫӳллӗ ҫуртсенче тӗпленнӗ. Кузьмин оператор-наводчик аманнӑ, анчах машинӑна пӑрахса кайма килӗшмен. «Чакӑр путвала, эпӗ сире хӳтӗлетӗп!» — кӑшкӑрнӑ вӑл, ҫунакан машинӑран сиксе тухма пултарнӑ пулин те. Башня пулемёчӗсен вучӗпе боевиксен персе тӑракан вырӑнӗсене пӗл шелсӗр пӗтерсе пынӑ. Лешсем сисӗнмеллех ҫухатусем тӳснӗ. Анчах чи кирли, хӑй ҫине вут-ҫулӑма илсе, вӑл десантниксене аманнӑ юлташӗсене илсе кайма, пурӑнмалли ҫурт патне кайса меллӗрех позицисенчен ҫапӑҫӑва малалла тӑсма май панӑ. Ҫав вӑхӑтра бандитсем пӗтӗм вут хӑватне Кузьмин машини ҫине тиенӗ. Вӑл ҫулӑм пек тивсе илнӗ. Анчах Кузьмин ҫаплах тӑшмана пеме чарӑнман. Хӑй ҫунса виличченех. Ҫак ҫапӑҫу пӗр талӑк пынӑ. Унта унӑн тусӗсемпе пӗрле ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ вилнӗ.
Хисепӗсем
Астӑвӑм
- Кузьмин Ф. В. ятне Пермь крайӗн Шалти ӗҫсен министерствин тӗп управленийӗн Милици лицейне (Пермь районӗнчи Гамы ялӗ) панӑ. 2013 ҫултанпа вӑл — Федерацин Атӑлҫи округӗн Раҫҫей Паттарӗ Ф. Кузьмин ячӗллӗ Пермь кадет корпусӗ, 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен — Раҫҫей Федерацийӗн наци гварди ҫарӗсен Раҫҫей Паттарӗ Ф. Кузьмин ячӗллӗ Пермь президент кадет училищи.
- Вӗренӳ учрежденийӗн территорийӗнче Раҫҫей Паттӑрне асӑнса палӑк лартнӑ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Герои России МВД РФ, Москва 2002
Каҫӑсем
- 1970 ҫулта ҫуралнисем
- СССР-та ҫуралнисем
- Пушӑн 6-мӗшӗнче вилнисем
- 1996 ҫулта вилнисем
- Раççейре вилнисем
- Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсем
- Авӑнӑн 6-мӗшӗнче ҫуралнисем
- Сараньре ҫуралнисем
- Караганда облаҫӗнче ҫуралнисем
- Казах ССРӗнче ҫуралнисем
- Совет Союзӗнче ҫуралнисем
- Грозныйра вилнисем
- Чечен Республикинче вилнисем
- Пӗрремӗш чечен вӑрҫине хутшӑннисем
- Пайăр çынсем, алфавитпа