Смирнов Николай Валерьевич

Смирнов Николай Валерьевич (1967 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ, Муркаш районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1994 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ, Таджикистан) — совет саманин тата Раҫҫейӗн ҫар ҫынни, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ, 117-мӗш Мускав чикӗ хурал отрячӗн десантпа штурм манёвр ушкӑнӗнчи отделени командирӗ, кӗҫӗн сержант. Вӑл «Раҫҫей Паттӑрӗ» ята тивӗҫнӗ Чӑваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ пӗрремӗш ҫын шутланать.

Пурнӑҫӗ

1967 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче ҫуралнӑ. Пилӗк ҫула ҫитсен ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкар хулине куҫса килнӗ. 33-мӗш вӑтам шкулта вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 8-мӗш номерлӗ професси училищинче вӗреннӗ. Училищере вӗренсе пӗтермесӗрех Шупашкарти агрегат савутне ӗҫлеме кайнӑ.

1986 ҫулта ҫара илнӗ. Хӗсмете Туркестанри ҫар округӗнче пуҫланӑ. Ашхабад хулинче, вӗренӳ пайӗнче, Смирнов рядовой пулемётчик пулса тӑнӑ. 1987 ҫулхи ҫуркуннерен пуҫласа АДР-а янӑ. Смирнов кӗҫӗн сержанта разведка батальонӗнчи пулемётчиксен отделенийӗн командирӗ пулма лартнӑ. Афганистанра хӑюллӑн тата ӑста ҫапӑҫнӑ. Ҫакна командованин тав ҫырӑвӗсем тата ҫапӑҫури хисеп паллисем — совет тата афган наградисем ӗнентереҫҫӗ. 1988 ҫул вӗҫӗнче демобилизациленнӗ те Шупашкарти агрегат савутӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

1994 ҫулхи пуш уйӑхӗнче запасри Смирнов кӗҫӗн сержант хӑйне контракт тӑрӑх ҫар хӗсметне илме ыйтса рапорт панӑ. Ака уйӑхӗнче Таджикистана ҫитнӗ, ӑна Мускаври чикӗ хурал отрячӗн десантпа штурм манёвр ушкӑнӗн (ДШМУ) отделени командирне лартнӑ. Ушкӑн 25 Паттӑр ячӗллӗ 12-мӗш чикӗ хурал застави сыхлакан чикӗ пайне хӳтӗленӗ.

1994 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче 12-мӗш чикӗ хурал заставин «Тург» ҫапӑҫу хурал постне Таджикистанри Ислам чӗрӗлӗвӗн юхӑмӗн ҫар ҫыннисем тата афган ополченецӗсем тапӑннӑ. Тӑшман пеме пуҫласан, Смирнов кӗҫӗн сержант сылтӑм фланга хӳтӗленекенсене пулӑшма кайнӑ. Тӑшман тапӑнӑвӗн чи хӗрӳ вырӑнӗнче пулса вӑл «тактика тӗлӗшӗнчен меллӗ вырӑн йышӑннӑ тата ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тӗл персе темиҫе ҫар ҫыннине пӗтернӗ. Унтан тӑшманӑн пулемёт расчётне пӗтернӗ. Хӑйӗн вырӑнне пӗр вӗҫӗмсӗр улӑштарса, Смирнов хӳтӗлӗвӗн чи хӑрушӑ тата йывӑр вырӑнӗсенче пулнӑ.

Хӑйӗн хӑюллӑхне тата паттӑрлӑхне пула вӑл ҫапӑҫуран тыла аманнӑ икӗ десантника кӑларма, унтан вилмелле аманнӑ Токарев Вячеслав лейтенанта эвакуацилеме пулӑшнӑ.

Ҫапӑҫу 12 сехете яхӑн пынӑ. Тӑшман Смирновӑн пулемётне асӑрханӑ та пӗтӗм вӑйӗпе ун енне пеме пуҫланӑ. Ҫапӑҫура йывӑр аманнӑ пирки Смирнов тӗп позицие чакайман. Хӑраман чикӗ хуралҫи, хупӑрлава лексе пурнӑҫӑн юлашки саманчӗччен персе тӑнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 1994 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнчи 1965-мӗш номерлӗ Указӗпе ҫапӑҫура кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хӑюллӑхшӑн Смирнов Николай Валерьевич кӗҫӗн сержанта вилнӗ хыҫҫӑн Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. 0090-мӗш номерлӗ «Ылтӑн ҫӑлтӑра» упрама амӑшне панӑ.

Астӑвӑм

1994 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Федерацири чикӗ хурал службин директорӗн хушӑвӗпе Смирнов Николай Валерьевич кӗҫӗн сержант ятне Таджикистан Республикинчи Раҫҫей чикӗ хурал ҫарӗсен ушкӑнӗнчи 117-мӗш чикӗ хурал отрячӗн десантпа штурм манёвр ушкӑнӗн 2-мӗш чикӗ хурал заставине панӑ.

Тӑван ҫӗршывӗнче Николай Смирнов ятне Шупашкар хулинчи 33-мӗш вӑтам шкула панӑ. Тӑван ялӗнчи шкул ҫуртӗнче тата Николай Смирнов 1967—1972 ҫулсенче ҫуралса пурӑннӑ ҫурт ҫине, ҫавӑн пекех Шупашкарта пурӑннӑ ҫуртӑн стени ҫине асӑну хӑмисем вырнаҫтарнӑ. Паттӑр вӗреннӗ 8-мӗш номерлӗ професси училищинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Чӑваш Енри «афганец» ҫар ҫыннисем ҫулсерен Раҫҫей Паттӑрӗн Николай Смирновӑн ятне халалласа волейбол турнирӗ ирттереҫҫӗ.

Шупашкарта Николай Смирнов ячӗпе урама (Ленин районӗ) тата 33-мӗш шкул умӗнчи сквера (Мир проспектӗнчи 14-мӗшпе 18-мӗш ҫуртсем хушшинче) панӑ[1].

Хисепӗсем

  • Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ — 03.10.1994.(медаль №91).
  • Совет Союзӗн тата Афганистан хисепӗсем.
  • Муркаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2009, вилнӗ хыҫҫӑн).

Вуламалли

  • Белебенцев. Д. Золотая Звезда №0091 (Советская Чувашия, 2004).

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем