Борисов Евгений Германович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Евгений Германович Борисов
Borisov.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1980 çул, пушăн 11-мĕшĕ
Ҫуралнӑ вырӑн Шупашкар,
Чăваш Ен, ССРС
Пӑхӑнни Flag of Russia.svg
Хӗсметри ҫулсем 1998-2000
Звани Шаблон:Раççей, сержант
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем Иккĕмĕш чечен вăрçи
Наградӑсемпе хисепсем
Раççей Паттăрĕ

Бори́сов Евге́ний Ге́рмановичРаççей паттăрĕ, саппасри сержант, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташĕ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачĕ[1] (16-мĕш тĕп округ).

Шупашкар хулинче 1980-мĕш çулхи пушăн 11-мĕшĕнче çуралнă. 1997-мĕш çулта Муркаш районӗнчи Тивĕш вăтам шкулне пĕтернĕ. 1998 çулхи çу уйăхĕнче хĕсмете лекнĕ. Çурçĕр Кавказ çар округĕнче мотострелок полкĕн инженер-сапёр ротин отделени командирĕ.

Çар манёвр ушкăнĕнче пулнă май Борисов кĕçĕн сержант çар техники çурекен çул çинчи тăшмансем лартнă 8 минăна сиенсĕрлетнĕ.

1999-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче бронегруппăпа пĕрле танк çинче яла пырса кĕрет. Танк экипажĕпе сапёрсем тăшманăн вутне хăйсем çине илсе тĕп ушкăна тĕллеве пурнăçлама май параççĕ. Танка гранотемётпа персе çĕмĕрнĕ хыççăн вăл тăшман енне персе танкистсене техникăна майлама май парать. Çапăçу вăхăтĕнче йывăр аманать. Тĕтĕмленсен, ункăран тухнă чухне, икĕ хут засадăсемпе çапăçăва лекет. 4 талăк хушши шăннă урисемпе талпăнса, сивĕпе тата юнĕ кайнипе тăнне çухатса хăйĕн çарĕ патне тухма пултарать.

  • Раççей паттăрĕ — 21.02.2000.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]