Шалаев Роман Евгеньевич
Шалаев Роман Евгеньевич (1992 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ, Черняховск, Калининград облаçĕ — 2023 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ) — 98-мӗш гварди Сывлӑш-десант дивизийӗн 331-мӗш гварди парашют-десант полкӗн батальон командирӗн ҫарпа политика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, гварди майорӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (вилнӗ хыҫҫӑн).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Роман Шалаев 1992 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Калининград облаҫӗнчи Черняховск хулинче ҫар ҫыннин ҫемйинче ҫуралнӑ. 1995 ҫулта ҫемье Шупашкар хулине пурӑнма куҫнӑ. 9-мӗш класс таран Роман Шупашкарти 51-мӗш шкулта (халӗ — 4-мӗш лицей) вӗреннӗ. 2007 ҫулта ҫемье каллех куҫса кайнӑ, Роман вара Мускав облаҫӗнчи Кубинка хулинчи 1-мӗш вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ[1].
2009 ҫулта Рязаньти ҫар автомобиль институтне вӗренме кӗнӗ, каярах ӑна Омск автобронетанк инженери институчӗн факультечӗ туса хунӑ. Институтран вӗренсе тухсан 2014 ҫулта Омскри Сывлӑш-десант ҫарӗсен кӗҫӗн специалисчӗсене хатӗрлекен 242-мӗш вӗренӳ центрне взвод командирӗ пулса ҫирӗплетнӗ. 2019 ҫулта рота командирӗн ҫарпа политика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса ӗҫлеме куҫарнӑ[1].
2020 ҫулта Раҫҫейӗн Сирири ҫар операцине хутшӑннӑ, паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна Жуков медалӗпе чысланӑ.
2022 ҫулта ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан Шалаев гварди капитанӗ ҫапӑҫу чаҫне куҫарма рапорт ҫырса панӑ. Унӑн ыйтӑвне 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче тивӗҫтернӗ: 331-мӗш гварди парашютпа десант ударлӑ Кострома полкӗн батальон командирӗн ҫарпа политика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса куҫарнӑ[2].
Ятарлӑ ҫар операцийӗнче
2022 ҫулхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа Шалаев гварди капитанӗ ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерекен ҫӗрте пулнӑ. Хӑюлӑхшӑн, хӑйне шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн тата профессионализмшӑн 2022 ҫул вӗҫӗнче ӑна вӑхӑтӗнчен иртерех черетлӗ звани парса Суворов медалӗпе чысланӑ[1].
2023 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче Шалаев гварди майорӗ ертсе пыракан боецсем тӑшманӑн тӗрев пунктне туртса илес енӗпе ҫар задачине пурнӑҫланӑ. Тӗллев патне кайнӑ чухне вӗсем диверсант-разведчиксен ушкӑнне асӑрханӑ. Штурм ушкӑнӗн командирӗ тӑшманпа ҫапӑҫӑва кӗме йышӑннӑ.
Тӑшман артиллери пулӑшӑвне чӗнтернӗ, артперӳ вӑхӑтӗнче Шалаев гварди майорӗ мина сирпӗннипе йывӑр аманнӑ. Хӑйне хӑй медицина пулӑшӑвӗ парса вӑл боецсене ертсе пыма пӑрахман. Тӑшманӑн ҫӗнӗ вӑйсем пырса ҫитнӗ, командир десантниксене тӑшман перекен вырӑнтан кӑларас тесе, вырнаҫнӑ позицисене улӑштарма хушнӑ. Каярах, тӑшманӑн чӗрӗ вӑйӗ самаях пысӑк пулнине шута илсе, Раҫҫей боецӗсен вара боекомплект вӗҫленсе пынӑ, Шалаев салтаксене хӑрушлӑхсӑр вырӑна чакма хушнӑ. Хӑй ушкӑна хӳтӗлеме юлнӑ. Тӑшманӑн пилӗк салтакне пӗтерме пултарнӑ вӑл, анчах снаряд тӳрремӗн лекнипе пуҫ хунӑ[1].
2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шалаева Мускав облаҫӗнчи Мытищи районӗнчи «Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен пантеонӗ» федераллӑ ҫар мемориалӗнче пытарнӑ[2].
Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Шалаев Роман Евгеньевич гварди майорне Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ ятне панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн)[2].
2023 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче Омск кадет ҫар корпусӗнче Омск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ В. П. Хоценко «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале Паттӑрӑн ашшӗ-амӑшне тата арӑмне панӑ[3].
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (вилнӗ хыҫҫӑн);
- Суворов медалӗ (2022);
- Жуков медалӗ (2020);
- Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ (2025, вилнӗ хыҫҫӑн)[4].
Астӑвӑм
2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Шупашкарти 4-мӗш лицея Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗн Роман Шалаевӑн ятне пама йышӑннӑ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Шалаев Роман Евгеньевич. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Максим Стрелецкий. Герои Z. Роман Шалаев. Контингент. Военно-историческое издание (16 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ Виталий Хоценко вручил медали «Золотая Звезда» семьям Героев России, погибших на СВО. Портал Правительства Омской области (23 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ Шалаев Роман Евгеньевич. Чувашская энциклопедия.
- ^ Наталия Егорова, Святослав Петров. Чебоксарскому лицею №4 будет присвоено имя Героя России Романа Шалаева. Вести-Чувашия (9 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- https://warheroes.ru/hero/hero.asp?Hero_id=34424&ysclid=m2je2eawzr584757245
- https://dzen.ru/a/ZaJT_kGfRlZk1B1h?ysclid=m2je39ft6m192230308
- https://vk.com/wall-8201585_83848?ysclid=m2je3yhbka57120450
- https://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=6259
- https://pravdapfo.ru/news/cheboksarskomu-liczeyu-prisvoyat-imya-geroya-rossii-uchastnika-svo/?ysclid=m2je4zf6hk226091498
- https://chgtrk.ru/novosti/obshchestvo/cheboksarskomu-liceyu-4-budet-prisvoeno-imya-geroya-rossii-romana-shalaeva/?ysclid=m2je5nk0ps901602420
- https://12-kanal.ru/news/192933/?ysclid=m2je7f5vht628736347