Ксенофонтов Алексей Владимирович
| Ҫын пирки | |
| Ксенофонтов Алексей Владимирович | |
| | |
| Çуралнă вăхăт | 1985 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ (40 ҫулта) |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Гражданлăх | |
| Альма-матер | |
| Ĕçлев тĕсĕ | Çарçынни |
| Премисемпе чысланисем | |
Ксенофонтов Алексей Владимирович (1985 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ, Коровино, Пӑрачкав районӗ, Чӑваш АССР, СССР) — Раҫҫей ҫар ҫынни, гварди полковникӗ. Ятарлӑ ҫар операцине(выр.)чăв. хутшӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2024).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1985 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Пӑрачкав районӗнчи Коровино ялӗнче рабочисен ҫемйинче ҫуралнӑ[1].
Кӳршӗ Анастасово ялӗнчи шкултан вӗренсе тухнӑ. 5-мӗш класранах ҫар ҫынни пулма ӗмӗтленнӗ. Ачалӑхри юратнӑ фильм — «Офицеры». Амӑшӗ ывӑлӗ хӑйне ҫар ӗҫне халаллас планӗсене хирӗҫ пулнӑ, ашшӗ хутне кӗни пулӑшнӑ.
2003 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа контракт мелӗпе ҫар хӗсметне тытӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Сывлӑша хирӗҫле хӳтӗлев ҫар академийӗнче аслӑ ҫар пӗлӗвне илнӗ (Смоленск паттӑр-хулара). Аслӑ шкулӑн десант уйрӑмне (взводне) пӗтернӗ.
Распределенипе 106-мӗш гварди сывлӑш-десант дивизине лекнӗ. Ун йышӗнчи Хӗрлӗ ялавлӑ, Суворов орденӗллӗ, Дмитрий Донской ячӗллӗ 51-мӗш гварди парашют-десант полкӗнче (Тула), унтан Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗллӗ 137-мӗш гварди парашют-десант полкӗнче (Рязань) хӗсметре тӑнӑ. Пӗр вӑхӑт Калининградра хӗсметре тӑнӑ[1].
Ятарлӑ ҫар операцийӗнче
2022 ҫулта Алексей Ксенофонтов майор Ятарлӑ ҫар операци зонинче зенитлӑ дивизион командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. Украинӑри Харьков облаҫӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Рота командирӗ пулнӑ. Каярах батальон командирне лартнӑ.
2024 ҫул тӗлне — гварди полковникӗ (званине вӑхӑт ҫитиччен маларах панӑ), Ленинград ҫар округӗн 6-мӗш пӗрлехи ҫарӗн 25-мӗш уйрӑм гварди мотострелоксен Хӗрлӗ ялавлӑ, Латыш стрелокӗсен ячӗллӗ Севастополь бригадин командирӗ (Ленинград облаҫӗнчи Луга ҫар мухтавӗн хулинче тӗпленнӗ)[2].
Хисепӗсем
- «Крыма тавӑрнӑшӑн» медаль(выр.)чăв. (2014),
- Паттӑрлӑх орденӗ(выр.)чăв.,
- «Ҫар ӗҫӗнче палӑрнӑшӑн» медаль(выр.)чăв.,
- «Ҫарти хастарлӑхшӑн» медалӗн(выр.)чăв. I тата II степенӗсем,
- «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑшӑн» медаль(выр.)чăв.,
- 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Алексей Ксенофонтов гварди полковника ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хастар ӗҫсемпе паттӑрлӑхшӑн Мускавра чаплӑ лару-тӑрура Раҫҫей Хӳтӗлев министрӗ С. Г. Шойгу(выр.)чăв. Раҫҫей Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне ҫакса янӑ, ҫавӑн пекех ятлӑ хӗҫ-пӑшал парнелесе чысланӑ[3].
Харпӑр пурнӑҫӗ
- Алексей авланнӑ, ачаллӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тивӗҫлӗ канура (2024).
- Мотоциклпа кӑсӑкланнӑ.
Ун ҫинчен
2024 ҫулта Алексей Ксенофонтовран Хӗрлӗ Лиман тӑрӑхӗнчи СВО зонине ҫитсе курнӑ Раҫҫейри паллӑ журналист В. Р. Соловьёв(выр.)чăв. интервью илнӗ.
2024 ҫулта Писательсен Интернационаллӑ союзӗн издательстви Донбасс ополченийӗн ветеранӗн Булат Арсалӑн «Ихтамнеты» кӗнекине пичетлесе кӑларнӑ (2023 ҫулта ҫырнӑ), унта Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ йывӑр кунсем ҫинчен каласа панӑ. Ку кӗнекере Ксенофонтов хушаматлӑ сӑнар пур, майор званийӗнчи батальон командирӗ, Харьков облаҫӗнче ҫапӑҫнӑ «Тигр» хушма ятлӑ ҫар ҫынни.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Ксенофонтов Алексей Владимирович: биография Героя России из Чувашии (выр.) (27 пушӑн 2024).
- ^ Ксенофонтов Алексей, полковник (выр.). Эпоха героев.
- ^ Сергей Шойгу наградил военнослужащих, которые проявили мужество и героизм при выполнении задач СВО (выр.). 1 канал (22 нарӑсӑн 2024).