Марцев Михаил Николаевич
| Ҫын пирки | |
| Марцев Михаил Николаевич | |
| | |
| Çуралнă вăхăт | 1988 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ (38 ҫулта) |
|---|---|
| Çуралнă вырăн | |
| Гражданлăх | |
| Альма-матер | |
| Ĕçлев тĕсĕ | Çарçынни |
| Премисемпе чысланисем | |
Марцев Михаил Николаевич (1988 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ, Ҫармӑс, Теччӗ районӗ, Тутар АССР) — Раҫҫей ҫар ҫынни, гварди подполковникӗ, Хура тинӗс флочӗн тинӗс пехотин 810 уйрӑм гварди бригадин тинӗс пехотин уйрӑм батальонӗн командирӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2024)[1][2][3].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1988 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Тутар АССРӗнчи Теччӗ районӗнчи Ҫармӑс ялӗнче ҫуралнӑ[4][5]. Чӑваш.
2005 ҫулта Ҫармӑсри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Хусан аслӑ команднӑй танк училищине тинӗс ҫар пехотин факультетне вӗренме кӗнӗ.
2007 ҫулта факультета хупнӑ, курсантсене К. К. Рокоссовский ячӗллӗ Инҫет Тухӑҫ аслӑ ҫар команднӑй училищине (Амур облаҫӗ, Благовещенск) вӗренме куҫарнӑ, ӑна 2009 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.
2014 ҫулта Крыма Раҫҫейпе пӗрлештерес операцие хутшӑннӑ.
2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать, Донецк тата Луганск Халӑх Республикисене хӳтӗлесе ҫапӑҫать. Тинӗс пехотин уйрӑм батальонӗн командирӗ пулнӑ май пысӑк профессионализмпа, хӑюлӑхпа, хӑйне шеллеменлӗхпе палӑрать. Вӑл ертсе пыракан подразделени Мариуполе штурмланӑ, Украина ҫарӗсемпе Запорожье тата Херсон тӑрӑхӗсенче ҫапӑҫнӑ.
Курск тӑрӑхӗнчи ҫапӑҫусенетинӗс пехотин 810-мӗш гварди бригади 2024 ҫулхи ҫурла-авӑн уйӑхӗсенче хутшӑннӑ. Батальон командирӗ тӑратнӑ ҫар задачисене уҫҫӑн та ҫӳллӗ шайра пурнӑҫланӑ. Ҫакӑншӑн вӑхӑтӗнчен маларах подполковник звание илнӗ[6].
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2024 ҫулхи Указӗпе ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн, гварди подполковникне Михаил Николаевич Марцева Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗн ятне, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль панӑ)[7];
- Паттӑрлӑх орденӗ;
- Паттӑрлӑх орденӗ;
- «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» I степеньлӗ орденӑн медалӗ (хӗҫсемпе);
- «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орденӑн медалӗ (хӗҫсемпе).
Кӑсӑк самантсем
- Шкулта вӗреннӗ чухне «Зарница» тата «Орлёнок» ҫарпа спорт вӑййисенче яланах шкул отрячӗн командирӗ пулнӑ[8].
- Шкулта вӗреннӗ чухнех спортпа, лашасемпе кӑсӑкланнӑ[9].
- Михаилран пӗр ҫулталӑк аслӑрах кӳршӗ ачи Чӗмпӗрти ҫыхӑну ҫар училищине вӗренме кӗрсен, шкул пӗтерсен унта вӗренме кӗме шут тытнӑ. Документсене кайса панӑ, анчах та Хусанти танк училищинче тинӗс ҫар пехотин факультечӗ пуррине пӗлсен документсене илсе Хусанти училищене кайса панӑ[10].
- Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи чӗнӗвӗ — Алмаз[11].
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерствин Наци управлени центрӗнче 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче РФ Хӳтӗлев министрӗ А. Р. Белоусов ҫакса янӑ[12].
Ӑнлантарусем
- ^ Станислав Шемелов, Альбина Фархутдинова. Освобождал Мариуполь, брал Угледар: Михаил Марцев – новый Герой России из Татарстана на СВО.
- ^ автор Парень из соседнего района стал героем России(паллӑ мар). Знамя. Газета «Знамя» (Буинск) (11 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Татарстанский морпех Михаил Марцев удостоен звания Героя России(паллӑ мар). Казанские ведомости. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Елена Фенина. Мама Героя РФ из Татарстана Марцева: «Он всегда хотел быть первым, вести людей за собой» (выр.). Новости Татарстана и Казани - Татар-информ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Елена Фенина. Герой России из Татарстана Михаил Марцев рассказал о зверствах врага в Курской области (выр.). Новости Татарстана и Казани - Татар-информ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Марцев Михаил Николаевич. www.warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Васильева, Вера Боец СВО из Тетюшского района получил звание Героя России(паллӑ мар). Новая жизнь (11 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ https://warheroes.ru/hero/hero.asp?Hero_id=35081&ysclid=m2vnswu0h9982638024
- ^ https://www.tatar-inform.ru/news/mama-geroya-rf-iz-tatarstana-marceva-on-vsegda-xotel-byt-pervym-vesti-lyudei-za-soboi-5961312?ysclid=m2vpdhqum6130474318
- ^ https://www.tatar-inform.ru/news/mama-geroya-rf-iz-tatarstana-marceva-on-vsegda-xotel-byt-pervym-vesti-lyudei-za-soboi-5961312?ysclid=m2vpdhqum6130474318
- ^ https://warheroes.ru/hero/hero.asp?Hero_id=35081&ysclid=m2vnswu0h9982638024
- ^ https://warheroes.ru/hero/hero.asp?Hero_id=35081&ysclid=m2vnswu0h9982638024
Каҫӑсем
- https://warheroes.ru/hero/hero.asp?Hero_id=35081&ysclid=m2vnswu0h9982638024
- https://www.business-gazeta.ru/article/650799?ysclid=m2vpcno5td682260357
- https://www.tatar-inform.ru/news/mama-geroya-rf-iz-tatarstana-marceva-on-vsegda-xotel-byt-pervym-vesti-lyudei-za-soboi-5961312?ysclid=m2vpdhqum6130474318