Конорев Александр Владимирович

Конорев Александр Владимирович (1985 ҫулхи акан 21-мӗшӗ, Тури Мучар2022 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ, Краснополье[d], Краматорский район[d]) — Раҫҫей ҫар ҫынни, кӗҫӗн сержант. 2022 ҫулта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2022, вилнӗ хыҫҫӑн).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Чӑваш Республикин Етӗрне районӗнчи Тури Мучар ялӗнче 1985 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче хӗсметне Сахалинта ирттернӗ. Ун хыҫҫӑнах контракт ҫырнӑ. Иккӗмӗш Чечен вӑрҫине, Раҫҫейӗн Сирири ҫар операцине хутшӑннӑ.

Хӗвелтухӑҫ ҫар округӗн 68-мӗш ҫар корпусӗн 49-мӗш пулемёт-артиллери дивизийӗнче хӗсметре тӑнӑ, мотострелоксен батальонӗн гранатомёт взводӗнче наводчик пулнӑ.

2022 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа кӗҫӗн сержант званийӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. Разведчик, сапёр пулнӑ.

2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Краснополье ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫусенче тӑшманӑн 15-е яхӑн салтакне, пулемёт расчётне тӗп тунӑ. Снаряд ванчӑкӗ лексе аманнипе вилнӗ.

Вилнӗ хыҫҫӑн патшалӑхӑн пысӑк хисепне — Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗн ятне — тивӗҫнӗ[1].

2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Чирӗккасси ял масарӗнче пытарнӑ.

Хисепӗсем

Вуламалли

  • Андреев, А. Звание Герой России посмертно присвоили еще одному уроженцу Чувашии / А. Андреев. — Текст : электронный // PRO ГОРОД Чебоксары : портал. — 2022. — 12 июля. — URL: https://pg21.ru/news/80285 (дата обращения: 01.11.2022).
  • Два уроженца Чувашии удостоены звания Героя России посмертно // PRO ГОРОД Чебоксары. — 2022. — 16 июля (№ 28). — С. 1-2 : фот. цв.
  • Конорев Александр Владимирович. — Текст : электронный // Руниверсалис : русская универсальная онлайн-энциклопедия. — https://руни.рф/Конорев,_Александр_Владимирович (дата обращения: 01.04.2025).
  • Присвоили звание — Герой России // Знамя труда (Ядрин. р-н). — 2022. — 15 июля (№ 51). — С. 1 : фот.

Темӑпа ҫыхӑннисем