Петриков Игорь Анатольевич
Ҫын пирки | |
Петриков Игорь Анатольевич | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 14.8.1966 |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 28.3.1995 (28 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Премисемпе чысланисем |
Петриков Игорь Анатольевич (Рысли, Моршанск районӗ, Тамбов облаҫӗ — Шали, Шали районӗ, Урал ҫар округӗн мотострелоксен Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1966 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тамбов облаҫӗнчи Моршанск районӗнчи Рысли ялӗнче ҫуралнӑ.
1983 ҫулта Свердловскри (халӗ — Екатеринбург) суворов училищинчен вӗренсе тухнӑ. СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенче 1983 ҫултанпа. 1987 ҫулта Алма-Атари Совет Союзӗн Маршалӗ И. С. Конев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле ҫарсен аслӑ училищинчен вӗренсе тухнӑ.
1988 ҫулта И. А. Петриковӑн ашшӗпе амӑшӗ тата йӑмӑкӗ Казах ССРӗнчен Шупашкар хулине куҫса кайнӑ, унта вӑл отпуск тапхӑрӗнче пӗрре мар килнӗ. ГДР-та, Урал ҫар округӗнче хӗсметре тӑнӑ.
1995 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чечен Республикине командировкӑна кайнӑ. 1995 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шали ту салине илнӗ чухне рота боевиксен засадине лекнӗ. Петриков хирӗҫ ҫапӑҫу пуҫарса янӑ. Петриков ертсе пынипе хӑвӑрт тапӑнса рота тӑшмана ялтан кӑларса ывӑтнӑ. Майор хӑй вилнӗ.
Хисепӗсем
«Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале Паттӑрӑн тӑванӗсене панӑ.
Астӑвӑм
- Шупашкар хулинче пытарнӑ.
- Шупашкарти Университет урамӗнчи 10А ҫурт умӗнче Игорь Петрикова асӑнса Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗн Н. Ф. Угасловӑн сӗнӗвӗпе тата укҫа-тенкипе палӑк (бюст) лартнӑ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
Каҫӑсем
- Ҫурлан 14-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1966 ҫулта ҫуралнисем
- Тамбов облаçĕнче çуралнисем
- Пушӑн 28-мӗшӗнче вилнисем
- 1995 ҫулта вилнисем
- Раççейре вилнисем
- Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсем
- Рыслире ҫуралнисем
- Моршанск районӗнче ҫуралнисем
- Тамбов облаҫӗнче ҫуралнисем
- Шалире вилнисем
- Шали районӗнче вилнисем
- Чечен Республикинче вилнисем
- Екатеринбургри Суворов ҫар училищинче вӗренсе тухнисем
- Алма-Атари пӗтӗмӗшле ҫарсен аслӑ училищинче вӗренсе тухнисем
- Майорсем (Раҫҫей Федерацийӗ)
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Пӗрремӗш чечен вӑрҫинче вилнисем