Петров Николай Алексеевич (Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ)

Петров Николай Алексеевич (1999 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ, Тускел — 2023 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ, Авдеевка[d]) — Раҫҫей ҫар ҫынни, аслӑ лейтенант. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2023, вилнӗ хыҫҫӑн).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Николай Петров Чӑваш Республикинчи Елчӗк районӗнчи Тӳскел ялӗнче 1999 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта Николай Елчӗк вӑтам шкулӗн 1 класне вӗренме кӗнӗ, унтан 2017 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Николай Петровӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ — Алёна Данилова.

2021 ҫулта Мускаври пӗтӗмӗшле командӑсен аслӑ училищине(выр.)чăв. вӗренсе пӗтернӗ.

Училище пӗтерсен хӗсмете малалла иртме Дагестан Республикинчи Буйнакск хулине 63354-мӗш ҫар чаҫне, 136-мӗш уйрӑм гварди мотострелоксен бригадине янӑ.

Малтанхи кунсенченех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. Донецк Халӑх Республикинчи Авдеевка ял тӑрӑхӗнчи ҫапӑҫусенчен пӗринче вилмеллех аманнӑ.

Хисепӗсем

  • Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (вилнӗ хыҫҫӑн) (Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2023 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнчи 496-мӗш Хушӑвӗ);
  • Паттӑрлӑх орденӗ(выр.)чăв. (Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнчи Хушӑвӗ);
  • Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ (вилнӗ хыҫҫӑн)[1].

Астӑвӑм

  • Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ Петров Н. А. вӗреннӗ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула Паттӑрӑн ятне панӑ[2];
  • Петров Николай Алексеевичӑн вилтӑпри ҫине пысӑк палӑк вырнаҫтарнӑ;
  • Паттӑр ҫуралнӑ, пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ;
  • 2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Елчӗк муниципаллӑ округӗнче Николай Петрова асӑнса кире пукан спорчӗпе Елчӗк муниципаллӑ округӑн уҫӑ чемпионатне ирттернӗ.
  • 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Елчӗк ялӗн тӗп лапамӗнче Николай Петровӑн палӑкне вырнаҫтарнӑ. Палӑка Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Пётр Пупин ӑсталанӑ. Палӑк тума укҫа-тенкӗ ниме мелӗпе пухнӑ тата республикӑпа район бюджечӗсенчен уйӑрнӑ[3].

Петров Николай Алексеевич кире спорчӗ енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ пулнӑ, республика, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑннӑ, малти вырӑнсене йышӑннӑ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://cap.ru/news/2023/12/08/oleg-nikolaev-prisvoil-zvaniya-pochetnij-grazhdani?ysclid=lpwihf56hq630385829
  2. ^ Яльчикской средней общеобразовательной школе присвоили имя Героя России Николая Алексеевича Петрова (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Яльчикский муниципальный округ (24 авӑнӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
  3. ^ Олег Николаев: Подвиг Николая Петрова - пример для будущих поколений (выр.). Портал органов власти Чувашской Республики (30 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
  4. ^ http://sovch.chuvashia.com/?p=265359&ysclid=m2jfe1eheq52238317

Вуламалли

  • Петрова Е. Шухӑш : [Николай Петрова аса илнисем] / Е. Петрова // Елчӗк ен. — 2023. — 25 ҫурла. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Олег Николаев присвоил звания «Почетный гражданин Чувашской Республики» Героям России, участникам СВО. — Текст : электронный // Официальный портал органов власти Чувашской Республики. — 2023. — 8 дек. — URL: https://cap.ru/news/2023/12/08/oleg-nikolaev-prisvoil-zvaniya-pochetnij-grazhdani?ysclid=lpwihf56hq630385829 (дата обращения: 08.12.2023).
  • Петров Николай Алексеевич. — Текст : электронный // Герои СВО : сайт. — URL: https://герои-сво.рф/geroi/petrov-nikolaj-alekseevich/?ysclid=lpwiha0oyv547286167 (дата обращения: 08.12.2023).
  • Малышкин Н. Ф. За землю русскую (О Герое Российской Федерации Петрове Н. А. Воспоминания родных, друзей, одноклассников, однокурсников, однополчан). — Чебоксары. — 2024.

Темӑпа ҫыхӑннисем