Урал сасси (хаçат)

Урал сассиПушкӑртстан Республикин Пелепей районĕнче 1989 çултанпа пуçласа эрнесерен чăвашла тухакан хаçат.

Тĕп редакторĕ тата ертсе пыраканĕ Михайлов Юрий Николаевич.

Хаҫат редакцийӗ Пушкӑртстан Республикин Пелепей хулинче вырнаҫнӑ.

Кунҫулӗ

Хаҫата 1989 ҫулхи юпа уйӑхӗнче никӗсленӗ, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑ. Малтанхи виҫӗ номерне Пушкӑрт АССРӗн Авӑркас районӗн «Ҫӗршыв ҫулӗ», унтан Пишпӳлек районӗн «Ҫутӑ ҫул» тата Пелепей районӗн «Малалла» хаҫачӗсен никӗсӗсем ҫинче, ҫак хаҫатсен редакцийӗсем пулӑшнипе кӑларнӑ.

«Совет Башкортостаны» хаҫатӑн приложенийӗ шутланнӑ. 1990 ҫулта республика кӑларӑмӗн статусне илнӗ. Учредителӗсем Пушкӑртстан Республикин Правительствипе Пушкӑртстан Республикин Парламенчӗ пулнӑ.

Тӗрлӗ ҫулсенче хаҫат редакцийӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫисем, общество ӗҫченӗсем ӗҫленӗ:

undefined

Хальхи вӑхӑтра

2004 ҫултанпа хаҫатӑн учредителӗ — Пушкӑртстан Республикин Пичет тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен агентстви.

Хаҫат эрнере пӗр хутчен тӗспе тухать. Тиражӗ — 1 пин ытла. Формачӗ — А3.

Редакци хаҫатӑн интернет-версине те аталантарать.

undefined

Темисем

Хаçатăн темисем чăваш чĕлхипе культурине упрасси тата аталантарасси, йăла-йĕркесем, паллă чăваш тата пушкăрт çыннисем — тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекен хастар ҫынсем, общество деятелӗсем, политиксем, ҫыравҫӑсем, ӳнерҫӗсем, юрӑҫсем, спортсменсем — çинчен каласа парасси. Çавăн пекех хаçат Пушкăртстанри «Шуратăл» чăваш литература пĕрлешĕвĕн пайташӗсен ĕçĕсене те пичетлет.

Редакци Пушкӑртстанри чӑваш наци культура автономийӗпе, ытти обществӑпа культура пӗрлешӗвӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.

Хаҫат вулакансем валли тӑтӑш тӗрлӗ конкурс-акци ирттерет, вӗсенчен чылайӑшӗ йӑлана кӗрсе республика мероприятийӗсен шутне кӗнӗ: «Чӑваш пики» конкурс, ачасен пултарулӑхӗн «Силпи асамачӗ» фестиваль тата ытти те.

Хисепӗсем

  • Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Н. Я. Бичурин ячӗллӗ премийӗ (1999),
  • «Прессӑн ылтӑн фончӗ» паллӑ (2012),
  • Н. В. Никольский орденӗн I степенӗ (2013),
  • Чӑваш наци конгресӗн Хисеп грамоти.

Çыхăну

Редакцин почта адресӗ: 452000, Пелепей хули, Малолуговая ур., 53а ç.

Телефон номерĕ: 8-347-86-4-12-78, 8-347-86-3-25-44, 8-347-86-4-22-81.

Электрон адресĕ: uralsassi@mail.ru

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 464. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.

Çавăн пекех