Чӑваш Республикинчи Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсен списокӗ
Статьяра Чӑваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ е Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ (ку тӑрӑхра ӗҫленӗ е вӗреннӗ) Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсен (Раҫҫей Паттӑрӗсен) списокне илсе панӑ, информацие Чӑваш энциклопедийӗнчен е ытти сумлӑ ҫӑлкуҫсенчен илнӗ. Скобкӑсенче — Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ ячӗпе чысланӑ ҫул[1][2][3][4].
Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсем
| № | Хушамат, Ячӗ тата Ашшӗ ячӗ | Ӗҫӗ-хӗлӗ | Чысланӑ ҫулӗ |
|---|---|---|---|
| 1 | Смирнов Николай Валерьевич | 117-мӗш Мускав чикӗ хураллакан отрячӗн десант тата штурмлакан маневрлӑ ушкӑнӗн командирӗ, Таджикистанпа Афганистан чикки, кӗҫӗн сержант (пурӑннӑ ҫулӗсем: 30.1.1967 — 18.8.1994)[5] | 1994 |
| 2 | Петриков Игорь Анатольевич | Чечня компанине хутшӑннӑскер, гварди майорӗ, Чечняри Шали хули ҫумӗнче боевиксене хирӗҫ иртнӗ ҫапӑҫура пуҫ хунӑ (пурӑннӑ ҫулӗсем: 14.8.1966 — 28.3.1995).[6][7][8] | 1995 |
| 3 | Бударин Николай Михайлович | Космонавт. Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗ | 1995 |
| 4 | Романов Анатолий Александрович | Раҫҫей Федерацийӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ — Раҫҫей Федерацийӗн шалти ҫарсемпе командӑлакан, Чечняри федераллӑ вӑйсен пӗрлешӳллӗ ушкӑнӑн командӑлаканӗ, генерал-полковник (27.09.1948 ҫур.). [9] | 1995 |
| 5 | Долгов Олег Николаевич | Чечня компанине хутшӑннӑскер, Раҫҫей ШӖМӗн шалти ҫарсен ятарлӑ ӗҫ тӑвакан «Русь» отрячӗ (пурӑннӑ ҫулӗсем: 21.8.1976 — 16.1.1996).[10] | 1996 |
| 6 | Кузьмин Фёдор Васильевич | Чечня компанине хутшӑннӑскер, Пермь облаҫӗн ОВД милицийӗн кӗҫӗн лейтенанчӗ, Грозный хулинче боевиксене хирӗҫ ирттернӗ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ (пурӑннӑ ҫулӗсем: 6.9.1970 — 6.3.1996).[11][12][13] | 1996 |
| 7 | Волков Александр Александрович | Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Ленинград фрончӗн 44-мӗш гварди танк полкӗн танк ротин командирӗ, полковник (пурӑннӑ ҫулӗсем: 01.03.1920 – 23.03.2010).[14] | 1998 |
| 8 | Борисов Евгений Германович | Саппасри сержант. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ | 2000 |
| 9 | Ирейкин Геннадий Григорьевич | СССР тава тивӗҫлӗ штурман-испытателӗ, тӗнче шайӗнче рекордсем лартакан, Совет Союзӗн рекордсменӗ, СССР спорт мастерӗ (26.11.1940 ҫур.)[15][16] | 2000 |
| 10 | Константинов Леонид Сергеевич | Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ чикӗ службин Ҫурҫӗр Кавказри регион управленийӗн 12-мӗш уйрӑм авиаци полкӗн вертолёт эскадрилйин командирӗ, подполковник (пурӑннӑ ҫулӗсем: 09.04.1961 — 31.05.2001).[17] | 2001 |
| 11 | Гаврилов Николай Фёдорович | Авиаци генерал-лейтенанчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ хӑрушсӑрлӑх службин авиаци управленийӗн начальникӗ.[18] | 2002 |
| 12 | Семёнов Дмитрий Владимирович | Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑскер, Украинӑн Харьков облаҫӗнче ҫар ӗҫне пурнӑҫланӑ май пуҫ хунӑ, гварди майорӗ (пурӑннӑ ҫулӗсем: 24.10.1989 – 28.05.2022).[19] | 2022 |
| 13 | Старчков Александр Иванович | Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑскер, Донецк Халӑх Республикинчи Дибров сали патӗнче пынӑ ҫапӑҫура пуҫ хунӑ (пурӑннӑ ҫулӗсем: 29.11.2000 – 30.04.2022).[20] | 2022 |
| 14 | Конорев Александр Владимирович | Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑскер, Донецк Халӑх Республикинчи Краснополье сали патӗнче пынӑ ҫапӑҫура пуҫ хунӑ (пурӑннӑ ҫулӗсем: 21.04.1985 – 17.06.2022). | 2022 |
| 15 | Петров Николай Алексеевич | Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑскер, Донецк Халӑх Республикинчи Авдеевка хули патӗнче Украинӑн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем тӗреклетнӗ вырӑна штурмланӑ май пуҫ хунӑ, гвардин аслӑ лейтенанчӗ (пурӑннӑ ҫулӗсем: 24.09.1999 – 15.03.2023).[21] | 2023 |
| 16 | Шалаев Роман Евгеньевич | Украинӑра Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ май пуҫ хунӑ, гварди майорӗ (пурӑннӑ ҫулӗсем: 09.10.1992 – 26.06.2023).[22] | 2023 |
| 17 | Ксенофонтов Алексей Владимирович | Раҫҫей ҫар ҫынни, гварди полковникӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса паттӑрлӑх кӑтартнӑ (1985 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ). | 2024 |
| 18 | Буйлов Андрей Александрович | Раҫҫей ҫар ҫынни, генерал-майор. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса паттӑрлӑх кӑтартнӑ (Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫуралнӑ). | 2025 |
| 19 | Егоров Илья Сергеевич | Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ май пуҫ хунӑ, гварди капитанӗ (пурӑннӑ ҫулӗсем: 03.04.1996 – ?). | 2025 |
| 19 | Александров Евгений Сергеевич | Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ май пуҫ хунӑ, гварди сержанчӗ (пурӑннӑ ҫулӗсем: 05.11.1998 – 20.10.2023). | 2025 |
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ В. Ф. Степанов. Герой Российской Федерации//Чӑваш энциклопедийӗ (чăв. Чӑваш энциклопедийӗ). В 4 т./Гл. редактор В. С. Григорьев. Том 1 (А—Е). — Чебоксары: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. 590с. ISBN 576701471X / 978-5-7670-1549-8 / 978-5-7670-1719-5 / 978-5-7670-1931-1
- ^ Наши земляки — Герои России // Советская Чувашия. — 2000. — 23 февр.
- ^ Герой Российской Федерации//Чувашская энциклопедия. enc.cap.ru Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви.(выр.)(2015 çулхи кӑрлачӑн 15-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Выдающиеся люди Чувашии: Герои Советского Союза и Герои России
- ^ Смирнов Николай Валерьевич(2010 çулхи раштавӑн 5-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Степанов, В. Ф. Петриков Игорь Анатольевич / В. Ф. Степанов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 406.
- ^ Петриков Игорь Анатольевич // Книга памяти «Живи и помни» Чувашской Республики : Чечня — Таджикистан, Абхазия — Южная Осетия : 1992—2008. — Чебоксары, 2008. — С. 70-71.
- ^ Герои России : Петриков Игорь Анатольевич(2011 çулхи утӑн 29-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Романов Анатолий Александрович [Электронный ресурс] / Чувашская энциклопедия [сайт] - http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=3976](2024 çулхи юпан 4-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Долгов Олег Николаевич(2010 çулхи раштавӑн 5-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Кузьмин Федор Васильевич // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2005. — С. 149.
- ^ Кузьмин Федор Васильевич // Книга памяти «Живи и помни» Чувашской Республики : Чечня — Таджикистан, Абхазия — Южная Осетия : 1992—2008. — Чебоксары, 2008. — С. 292—293.
- ^ Герои России : Кузьмин Федор Васильевич(2011 çулхи утӑн 29-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Волков Александр Александрович [Электронный ресурс] / Чувашская энциклопедия [сайт] - http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=5498](2024 çулхи юпан 4-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Степанов, В. Ф. Ирейкин Геннадий Григорьевич / В. Ф. Степанов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 149.
- ^ Ирейкин Геннадий Григорьевич
- ^ Константинов Леонид Сергеевич(2010 çулхи раштавӑн 5-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Гаврилов Николай Фёдорович(2010 çулхи раштавӑн 5-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Семёнов, Дмитрий Владимирович[Электронный ресурс] / Чувашская энциклопедия [сайт] - [1](2024 çулхи юпан 4-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Старчков Александр Иванович [Электронный ресурс] / Чувашская энциклопедия [сайт] - [2](2024 çулхи юпан 4-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Петров Николай Алексеевич [Электронный ресурс] / Чувашская энциклопедия [сайт] - http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=6253](2024 çулхи юпан 4-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Шалаев Роман Евгеньевич [Электронный ресурс] / Чувашская энциклопедия [сайт] - http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=6259](2024 çулхи юпан 4-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
Вуламалли
- Наши земляки — Герои России // Совет Чувашия. — 2000. — 23 февр.
- Герой Российской Федерации//Чӑваш энциклопедийӗ (выр. Чувашская энциклопедия). В 4 т./Гл. редактор В. С. Григорьев. Т.1-4: Том 1 (А—Е). Том 2 (Ж—Л). Том 3 (М—Се). Том 4 (Си—Я). — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2006 (590с), 2008 (494с), 2009 (686с), 2011 (798с). 1-2567с. ISBN 576701471X / 978-5-7670-1549-8 / 978-5-7670-1719-5 / 978-5-7670-1931-1