Чирлидинг

Чирлидинг (ҫавӑн пекех черлидинг тени те тӗлпулать, акăл. cheerleading) — хореографи, гимнастика тата акробатика элеменчӗсене пӗрлештерекен динамикӑллӑ спорт тӗсӗ[1].

undefined

Ҫак спорт тӗсӗ тӗнчери нумай ҫӗршыври шкул командисемпе университет чемпионачӗсем хушшинче анлӑ сарӑлнисӗр пуҫне, тӗнче шайӗнче те хӑйӗн вырӑнне тупнӑ. Чирлидингӑн эстетика пур, унпа кӑсӑкланакансен пысӑк вӑй-халлӑ тата хусканусен координацийӗллӗ пулмалла.

Чирлидинг — йышпа ӗҫлемелли спорт тӗсӗ, пӗтӗмӗшле тӗллев ӑнӑҫӑвӗшӗн унта кашни хутшӑнакан хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлать[2]. Чирлидинга никӗсленӗ ҫул официаллӑ 1898 ҫул шутланать. Ӑна никӗслекен — Миннесота университечӗн студенчӗ Джонни Кэмпбелл, вӑл пӗрремӗш кӑшкӑрса хавхалантарни ҫумне хусканусем хушнӑ, матча хускӑнакан командӑсене хавхалантармалли яланхи ушкӑн йӗркеленӗ, пуҫласа акробатика элементне кӑтартнӑ[3].

Чирлидинг-командӑсенче тӗрлӗ рольсем пур: никӗссем, флайерсем, ташӑҫӑсем тата капитансем. Никӗссем кӑткӑс акробатика трюкӗсене пурнӑҫламалли тӗрек элеменчӗсем шутланаҫҫӗ, флайерсем никӗссем ҫинче ҫӗкленсе сывлӑш трюкӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Ташӑҫӑсем хӑйсен хусканӑвӗсемпе эстетика аспектне хушаҫҫӗ, капитансем вара пӗтӗм ушкӑн ӗҫне йӗркелеҫҫӗ.

Спорт чирлидингӗ

Чирлидинг АПШ-ра 1870-мӗш ҫулсенче ҫуралнӑ, XX ӗмӗр варринелле анлӑ сарӑлнӑ. Ячӗ «пулӑшу ушкӑнӗ» тенине пӗлтерет.

Чирлидинга икӗ ен ҫине уйӑрма пулать:

  1. ятарлӑ правилӑсемпе хатӗрленӗ программӑсемпе командӑсен ӑмӑртӑвӗ;
  2. тӗрлӗ тӗллевсене пурнӑҫлама спорт командисемпе, клубсемпе, федерацисемпе ӗҫлесси:
    • физкультурӑпа спорта, сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас тӗллевпе стадионсене тата спорт залӗсене куракансене (болельщиксене) явӑҫтарасси;
    • стадиона килнисен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклесси, болельщик-фанатсен агрессивлӑхне чакарасси, лайӑх лару-тӑру йӗркелесси тата фанатсен эмоцийӗсене тытса пырасси;
    • матча хутшӑнакан командӑсене хавхалантарасси;
    • спорт мероприятийӗсенче рекламӑпа имидж ӗҫне ҫӳлӗрех шая ҫӗклесси тата тӗрлӗ енлӗ тӑвасси[4].

Спортсменкӑсем помпонсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Тӗнчери чирлидинг федерацийӗ

undefined

1998 ҫулта Тӗнчери чирлидинг федерацине (IFC) никӗсленӗ.

IFC кӗрекен ҫӗршывсем:

Австрали, Австри, Барбадос, Беларуҫ, Боливи, Бразили, Аслӑ Британи, Венгри, Венесуэла, Германи, Гонконг (КХР), Дани, Индонези, Ирланди, Казахстан, Колумби, Коста-Рика, Латви, Малайзи, Норвеги, Панама, Перу, Раҫҫей, Серби, Сингапур, Словени, АПШ, Таиланд, Тайвань, Узбекистан, Украина, Филиппинсем, Финлянди, Франци, Черногори, Чили, Швеци, Эквадор, ЮАР, Япони[5].

2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Тӗнчери Олимп Комитечӗ чирлидинга умӗн тӗрӗслев тапхӑрлӑ йышӑннине пӗлтернӗ. 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ 138-мӗш сессире ТОК Пӗтӗм тӗнчери чирлидинг союзне (ICU) Тӗнчери Олимп Комитетне тулли праваллӑн илме йышӑннӑ. Ун чухне чирлидингпа пӗрле тата ҫаксем олимп спорт тӗсӗсем пулса тӑнӑ: самбо, лакросс, кикбоксинг, тай боксӗ тата айсшток.

Чирлидинг Совет Союзне кӗнӗ республикисенче

Раҫҫей

Раҫҫейре чирлидинг 1990 ҫулсенче ҫӗршыва америка футболӗ(выр.)чăв. килсен аталанма пуҫланӑ: пӗрремӗш чирлидинг командине 1996 ҫулта америка футболӗн Ача-пӑча лиги (ДЛАФ) ҫумӗнче йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ хӑйнеевӗрлӗ спорт тӗсӗпе кӑсӑкланасси хӑвӑрт ӳссе кайнӑ, 1998 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче «Ассоль» досуговый клуб» автономлӑ коммерциллӗ мар организаци йӗркеленӗ, унӑн тӗп тӗллевӗ спорт командисене хавхалантаракан ушкӑнсен программине аталантарасси пулнӑ. 1999 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче «Ассоль» клуб пуҫарӑвӗпе «Черлидерс федерацийӗ — спорт командисене пулӑшакан ушкӑнсем» РОО регистрациленӗ. Кӑшт каярах ун ҫумне Аҫтӑрхан, Волгоград, Челепи, Магнитогорск, Мускав облаҫӗ, Пермь, Санкт-Петербург, Чӗмпӗр регионсенчи федерацисем хутшӑннӑ. Чирлидинг ячӗ ӳссех пынӑ: 1999 ҫултах Мускаври «Динамо» спорт керменӗнче Федераци кубокӗшӗн чирлидинг енӗпе пӗрремӗш ӑмӑрту иртнӗ. Каярахпа ҫак ӑмӑртусене кашни ҫулах палӑртнӑ программӑпа ирттерме пуҫланӑ. 2007 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Раҫҫейре чирлидинга официаллӑ спорт тӗсӗ тесе йышӑннӑ. 2008 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗнче «Динамо» спорт керменӗнче чирлидинг енӗпе Тӗнче кубокӗн 1-мӗш тапхӑрӗ иртнӗ (IFC World Cup 2008), унта Раҫҫей пилӗк призлӑ вырӑн йышӑннӑ, вӗсенчен Cheer All Female 16+ (Senior) номинацире 3-мӗш вырӑн, Cheer Mixed 16+ (Senior) номинацире 1-мӗш тата 3-мӗш вырӑнсем,Cheer All Female 12-15 (Junior) номинацире 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсем тата Group Stunts 16+ (Senior) номинацире 3-мӗш вырӑн. 2008 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче Раҫҫей чирлидингӗн федерацине официаллӑ регистрациленӗ[4].

Группа поддержки баскетбольного клуба Буревестник (фото)

2011 ҫулхи чӳкӗн 26—27-мӗшӗсенче Гонконгра (КХР) иртнӗ чирлидинг тӗнче чемпионачӗ (CWC) Раҫҫей чирлидингӗшӗн паллӑ пулса тӑнӑ. Унта Cheer Dance 16+ (Senior) номинацире 1-мӗш вырӑна Мускаври Надежда Денисова тренер ертсе пыракан «Нон Стоп» (Non Stop) команда йышӑннӑ, 12 ҫул хушшинче спортӑн ҫак тӗсӗнче тӗнче чемпионӗсен ятне ҫӗнсе илнӗ пӗрремӗш Раҫҫей команди пулса тӑнӑ. CWC 2011 чемпионата тӗнчери 21 ҫӗршыври 70 ытла команда хутшӑннӑ — кун пек унччен пулман. Раҫҫей чысне Мускавран, Екатеринбургран тата Дон-ҫи-Ростовран пилӗк номинацире 8 команда хӳтӗленӗ.

Украина

Чирлидинг Украинӑра 1990-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче аталанма пуҫланӑ, 2001 ҫулта Киевра Елена Рожкова ертсе пыракан ReD Foxes ташӑ команди никӗсленнӗ. Украинӑри урӑх паллӑ чирлидинг-командӑсен шутӗнче — MarLi team (Киев), Energy Stars (Одесса), Lemberg Angels (Львов), «Пунктуация» (Каменское), Колорит (Днепр).

2004 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗнче Пӗтӗм Украинӑри чирлидинг федерацине регистрациленӗ (официаллӑ сайтра ҫырнинче — «черлиденг»). 2005 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче чирлидинга Украинӑра официаллӑ йышӑннӑ спорт тӗсӗ статусне панӑ. 2005 ҫултанпа ҫулсерен Украина чемпионатне тата Украина Кубокне ирттереҫҫӗ.

Беларуҫ

2007 ҫулта «Беларуҫ чирлидинг тата хавхалантару командисен федерацийӗ» (малалла — БФЧКП) обществӑлла пӗрлешӗве регистрациленӗ[6]. Федераци директорне Олег Владимирович Язвина суйланӑ. 2009 ҫулта БФЧКП Тӗнчери чирлидинг союзне (ICU), 2011 ҫулта — Европӑри чирлидинг союзне (ECU) кӗнӗ.

Беларуҫре чирлидинг енӗпе пӗрремӗш республика ӑмӑртӑвӗсем — уҫӑ чемпионат — 2009 ҫул пуҫламӑшӗнче ирттернӗ. 2011 ҫултанпа Беларуҫ спортсменӗсем ECU Европа чемпионатне пӗрмай хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.

2017 ҫулта Беларуҫ спорт тата туризм министерстви чирлидинга официаллӑ майпа ҫӗршывра спорт тӗсӗ тесе йышӑннӑ, ҫавӑн пекех вӑхӑтлӑха Наци олимп комитечӗ тесе йышӑннӑ. 2018 ҫултанпа федераци спортсменӗсене спорт разрячӗсем пама тытӑннӑ[6].

Казахстан

Казахстанра чирлидинг пысӑк хуласенче те, регионсенче те аталанать. Алма-Атара кӑна 64 ытла команда тата регионсенче 20 ытла команда. Чирлидинг Казахстанри Астана, Уральск, Павлодар, Караганда, Усть-Каменогорск, Жезказган, Талдыкорган, Темиртау, Талгар, Актобе, Шымкент тата Алма-Ата хуласенче аталанать. 2006 ҫулта Карагандара чирлидингӑн пӗрремӗш фестивалӗ иртнӗ. 2007 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче Казахстан чирлидинг федерацине регистрациленӗ. 2007 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче федерацие Тӗнчери тата Азири чирлидинг федерацисен йышне илнӗ. 2008 ҫултанпа Казахстан чирлидинг федерацийӗн Ази чемпионатне тата тӗнче чемпионатне хутшӑнма ирӗк пур.

IFC шутне тӗрлӗ ӳсӗм категорийӗнчи 64 команда тытса тӑракан 27 клуб кӗрет.

Ӑмӑртусем

Чирлидинг — хӑй тӗллӗн уйрӑм спорт тӗсӗ. Чирлидинг енӗпе Раҫҫей, Европа, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ. Чемпионат темиҫе номинацире иртет:

  • Чир — пӗтӗмпех хӗрарӑмсен командисем хутшӑнаҫҫӗ. Программӑна спорт гимнастикипе акробатика элеменчӗсем, пирамидӑсем туни, ташӑ улшӑнӑвӗсем, кӑшкӑрса хавхалантарни кӗреҫҫӗ.
  • Чир-данс — гимнастика элеменчӗсемлӗ, лайӑх хореографиллӗ тата тӗлӗнмелле ҫыпӑҫуллӑ та пурте пӗрешкел хускануллӑ спорт ташшисем.
  • Чир-микс — хутӑш командӑсен (хӗрарӑмсен тата арҫынсен) ӑмӑртӑвӗ.
  • Партнёр станчӗсем — икӗ хутшӑнакан пӗр-пӗрин ҫине хӑпарса, пӗри теприне ывӑтса йӗркеленӗ программӑсен ӑмӑртӑвӗ.
  • Ушкӑн станчӗсем — пилӗк спортсмен хутшӑнать[4].

Паллă чирлидерсем

Мадонна, Кайли Дженнер, Пола Абдул, Майли Сайрус, Рональд Рейган, Франклин Рузвельт, Дуайт Эйзенхауэр, Джордж Буш-кӗҫӗнни, Мерил Стрип, Стив Мартин, Камерон Диас, Майкл Дуглас, Дженнифер Моррисон, Джейми Ли Кёртис, Сэмюэл Л. Джексон, Джимми Стюарт, Дакота Фэннинг, Дженсен Эклс, Табретт Бетелл, Карлос Пена, Дженнифер Лоуренс, Том Круз, Кристина Агилера, Меган Фокс[3] тата ыттисем те.

Чирлидинг пирки фильмсем

  • 2000 — Добейся успеха / Bring It On
  • 2004 — Добейся успеха вновь / Bring It On Again
  • 2006 — Добейся успеха 3: Всё или ничего / Bring It On: All or Nothing
  • 2007 — Добейся успеха: Всё за победу / Bring It On: In It to Win It
  • 2008 — Потрясающая пятёрка: Техасский скандал в группе поддержки / Fab Five: The Texas Cheerleader Scandal
  • 2009 — Добейся успеха: Борись до конца! / Bring It On: Fight to the Finish
  • 2009 — Зажги этим летом! (Каникулы с чирлидершами) / Fired Up
  • 2010 — Адские кошки / Hellcats
  • 2017 — Вперёд! Глобальное состязание чирлидеров / Bring It On: Worldwide #Cheersmack

Ӑнлантарусем

  1. ^ Чирлидинг: что это такое (выр.). https://www.sportmaster.ru (1 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
  2. ^ История возникновения черлидинга. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Полина Соколова. «Чирлидинг — это жестко» Как танцы с помпонами в откровенных нарядах превратились в сложный и опасный спорт? (выр.). https://lenta.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 Черлидинг – танцы с помпонами или новый олимпийский вид спорта? (выр.). https://nebo-sport.ru (14 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
  5. ^ Members - International Federation of Cheerleading. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Зарождение и развитие чирлидинга в Беларуси (выр.). Белорусская федерация чирлидинга и команд поддержки. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Житько А. Н. Чирлидинг — неотъемлемый атрибут повышения зрелищности на соревнованиях и истоки его зарождения. – 2008. С. 36—38.
  • Носкова С. А. Чирлидинг как инновационный вид спорта в преподавании физической культуры в высшей школе // Теория и практика физической культуры. — 2002. — № 6. — С. 49—51.

Категорисем