Гаврилов Николай Федорович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Николай Федорович Гаврилов
Гаврилов Николай Фёдорович.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1958 çул, авăнăн 14-мĕшĕ
Ҫуралнӑ вырӑн Янкăлч ялĕ
Канаш районĕ,
Чăваш Ен, ССРС
Пӑхӑнни Flag of the Soviet Union.svg СССР Flag of Russia.svg РФ
Ҫар тӗсӗ ФСБ
Хӗсметри ҫулсем 1975-
Звани
Генерал-лейтенант
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем Афган вăрçи 1979-1989
Наградӑсемпе хисепсем
Раççей Паттăрĕ
Ленин орденĕ
Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
III степеньлӗ «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Гаврилов Николай Федорович (ҫур. 1958 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ, Янкăлч, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет саманин тата Раҫҫейӗн авиаторӗ. Раҫҫей Федерацийӗн паттăрĕ (2002), генерал-лейтенант (2007)[1]. «ЮТэйр» аваиакомпани» ПАО регионти директор.

2010 ҫулччен Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ хӑрушсӑрлӑх службин авиаци управленийӗн начальникӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

1958 ҫулхи авӑнӑн 14-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче çуралнă.

1975 çултанпа хӗсметре. 1979 çулта Сызранти çар аслă училищинчен отличипе вĕренсе тухнă хыççăн Чикĕ çарĕсенче хĕсметре тăрать[2]. Вăтам Ази Чикĕ Çар округĕнчи вертолет чаçĕсенче службăра пулнă. Вертолет командирĕ, звено командирĕ, эскадрилья командирĕ тивĕçĕсене пурнăçланă. Ми-8, Ми-24 тата Ми-26 вертолетсемпе вĕçнĕ.

1979—1987 çулсенче Афганистанри çапăçусене хутшăннă, 2000 ытла хут вĕçев тунă.

1987—1990 çулсенче Гагарин ячĕллĕ Сывлăш-Çар академинче вĕреннĕ. Ана отличипе пĕтернĕ хыççăн Вăтам Азири вертолет полкĕн командирĕн çумĕ пулнă.

19921999 çулсенче Федераллă чикĕ службин ăслăлăх-тĕпчев техника центрĕн ăслăлăх сотрудникĕ — аслă летчик-испытатель. 1993 çулта Громов ячĕллĕ ЛИИ çумĕнчи летчик-испытательсен шкулне пĕтернĕ.

1999 ҫултан пуҫласа 2010 ҫулччен Раҫҫей ФСБ-н авиацийӗнче ӗҫленӗ, «Альфа» тата «Вымпел» терроризма хирӗҫ ушкӑнсен ӗҫне тивӗҫтернӗ. Ҫак ҫулсенче Гаврилов полковникӑн ҫапӑҫу вӗҫевӗсен шучӗ тата темиҫе вунӑ шутпа ӳснӗ, 14 хутчен вӑл Владимир Владимирович Путин Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗпе пӗрле вертолетпа хӗрӳ вырӑнсене вӗҫнӗ[3][4].

2001 ҫулхи авӑнӑн 11–12-мӗшсенче ҫӗрле Гаврилов ятарлӑ улшӑнусем кӗртнӗ вертолетсемпе Кабул тӑрӑхӗнчи «Талибан» тата «Аль-Каида» объекчӗсене ракетӑсемпе сирпӗтес вӑрттӑн операцие хутшӑннӑ, ӑна ертсе пынӑ[5]. 2002 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчи Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе «ятарлӑ ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ ятпа чысланӑ[1].

1999 çултанпа Гаврилов Н.Ф. Федераци хăрушсăрлăх службин авиаци управленин начальникĕ. 2010 ҫулта отставкӑна тухнӑ.

Хисепӗсем

Патшалӑх тата ведомство наградисем

  • Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2002 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ);
  • Ленин орденӗ (1986 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗ);
  • Хӗрлӗ Çӑлтӑр орденӗ (1985 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ);
  • III степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден;
  • Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ҫар летчикӗ (1998 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗ);
  • «СССР патшалӑх чиккине сыхлас ​​ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль;
  • «СССР хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем 70 ҫул тултарни» медаль;
  • «Ҫарти туслӑха ҫирӗплетнӗшӗн» медаль (Хӳтӗлев министерстви);
  • «Терроризма хирӗҫ кӗрешекен операцие хутшӑннӑшӑн» медаль (ФСБ);
  • «Патшалӑх информаци хӑрушсӑрлӑхӗн тытӑмне ҫирӗплетнӗшӗн» медаль, I тата II степеньсем;
  • «Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерстви 200 ҫул тултарни» медаль;
  • I степеньлӗ «Ҫар службинче палӑрнӑшӑн» медаль (ФСБ);
  • «Пӗр кӑлтӑксӑр службӑшӑн» медаль, II тата III степеньсем;
  • «Интернационалист-воин» кӑкӑр палли;
  • «Сывлӑш ҫар вӑйӑсем 100 ҫул тултарни» медаль (Раҫҫей хӳтӗлев министерстви, 2012);
  • «Афганистанра ҫапӑҫусем вӗҫленнӗренпе 25 ҫул ҫитнӗ ятпа» юбилей медалӗ (Раҫҫей хӳтӗлев министерстви, 2013).

Ытти патшалӑхсем

  • «Хастарлӑхшӑн» медаль (Афганистан);
  • «Интернационалист-воина пархатарлӑ афган халӑхӗнчен» медаль (Афганистан).

Регионти тата муниципалитетсен наградисем

Общество наградисем

  • III степеньлӗ Святитель Николай Чудотворец орденӗ;
  • «Рать хастарлӑхӗшӗн» медаль;
  • «И.Н. Кожедуб авиаци маршалӗ» медаль;
  • «Афганистанран Совет ҫарӗсене кӑларнӑранпа 20 ҫул ҫитни» астӑвӑм медалӗ.

Ҫарти хисеплӗ ятсем

  • ҫар летчикӗ-снайпер;
  • генерал-майор (2005);
  • генерал-лейтенант (2007).

Астӑвӑм

Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче вырнаҫнӑ вӑтам шкул Н.Ф. Гаврилов ячӗпе хисепленет. Шкулта Паттӑрӑн музейӗ пур.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Гаврилов Николай Фёдорович , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнчи копийӗ(2010 çулхи раштавӑн 5-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  2. ^ В. П. Куницын, В. М. Толкачев. Военный городок: от Усть-Двинского пехотного полка до вертолетного училища. — Ваш Взгляд, 2013. — 256 с. — 500 экз. — ISBN 978-5-904048-35-8. , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнчи копийӗ
  3. ^ Мариинско-Посадский район: Мероприятия, посвященные памяти выпускников Эльбарусовской средней школы А. Овчинникова и Н. Куракова. , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗнчи копийӗ(выр.)(2012 çулхи кӑрлачӑн 28-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  4. ^ Мария Ракова, Личный пилот Путина , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи акан 23-мӗшӗнчи копийӗ, Сетевое издание «БМ24», 16.12.2015
  5. ^ Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ.

Каçăсем