Турхан Кузьма Сергеевич

Кузьма Сергеевич Турхан (паспортпа — Сергеев; 1915 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ, Вăрманхĕрри Чурачăк, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1988 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чӑваш прозаикӗ, тӑлмачӗ тата редакторӗ, педагог[1][2].

1952 ҫултанпа СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ.

Пурнӑҫӗ

1915 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ачалӑхра ашшӗ-амӑшсӑр юлнӑ, Сӗнтӗрвӑрринчи ача ҫуртӗнче ӳссе ҫитӗннӗ[3].

1934 ҫулта Канашри педагогика техникумне вӗренсе пӗтернӗ[4], ун хыҫҫӑн — Ленинградри журналистика институтне.

Шкулта чӗлхепе литература преподавателӗ пулса ӗҫленӗ. 1937—1940 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑрса Анӑҫ Беларуҫри похода тата совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ, 1940 ҫулта сывлӑхӗ хавшаланнипе демобилизациленнӗ[5].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче тылта вӑй хунӑ: Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ (1940—1942), Чӑвашглавлит пуҫлӑхӗ (1942—1944) тата Радиоинформаци комитечӗн тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ (1944 ҫултанпа)[5][1].

Пултарулӑхӗ

Кузьма Турхан хӑйӗн пӗрремӗш «Атакӑна» кӗнекине 1941 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ.

К. Турхан пултарулӑхӗнчи тӗп хайлав — «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман-трилоги. Пӗрремӗш кӗнеки 1960 ҫулта, иккӗмӗшӗ — 1967 ҫулта, виҫҫӗмӗшӗ — 1976 ҫулта тухнӑ[4]. Ҫак трилогишӗн 1977 ҫулта автора К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР Патшалӑх премине панӑ[6][7].

Хӑйӗн пултарулӑхӗнче ҫыравҫӑ чӑн истори пулӑмӗсем ҫине таянса публицистикӑпа фактографи патне туртӑннӑ. Литература тӗпчевҫисемпе критиксем хайлава тӗплӗн тишкернӗ: сӑмахран, Г. И. Фёдоров фольклорпа калаҫу сӑмахлӑхне ӑста кӑтартса панине палӑртнӑ, Г. Хлебников, В. Димитриев тата М. Сироткин вара ҫитӗнӳсемпе пӗрлех иккӗмӗш кӗнекере сӑнарлӑх чакнине тата истори енчен хӑш-пӗр йӑнӑшсем пуррине кӑтартса панӑ[8][6].

Кузьма Турхана литература тӑлмачӗ пек те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл К. Симоновӑн(выр.)чăв. «Русские люди» пьесине, Н. Гоголӗн «Тарас Бульба» повеҫне, С. Григорьевӑн «Двенадцатый год» повеҫне тата ытти вырӑс ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Тӗп хайлавӗсем

  • «Атакӑра» (1941);
  • «Йӑмраллӑ ял»;
  • «Кӗтне хӗрринче» (1954);
  • «Ҫӗпӗрти тӗлпулусем»;
  • «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» — роман-трилоги:
    • пӗрремӗш кӗнеке (1960);
    • иккӗмӗш кӗнеке (1967);
    • виҫҫӗмӗш кӗнеке (1976)[4].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

2022 ҫулта «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романӑн пӗрремӗш кӗнекин аудиоҫырӑвне хатӗрленӗ (текста Ирина Архипова вулать), ӑна «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» проекта кӗртнӗ[9][10].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Турхан Кузьма Сергеевич. Чӑваш энциклопедийӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
  2. ^ Афанасьев П. Писатели Чувашии. — Чебоксары, 2006.
  3. ^ Земля родная в моей душе. Кузьма Турхан. Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 Турхан (Сергеев) Кузьма Сергеевич. Чӑваш Енӗн культура еткерӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Кузьма Сергеевич Турхан (Сергеев). Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Исторический роман «Свияга впадает в Волгу» вышел в свет. Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӗ (4 чӳкӗн 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Мастер прозы. Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
  8. ^ К. С. Турхан. Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
  9. ^ Аудиозапись романа «Сӗве Атӑла юхса кӗрет». Литературная палитра Чувашии. Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
  10. ^ Турхан Кузьма Сергеевич. Чувашский писатель. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Ӑсан У. Ячӗ-сумӗ чыслӑ, ӗҫӗ — пархатарлӑ // Ялав. — 2000. — № 9.
  • Гордеев Д. Аслӑ ентешӗм // Ялав . — 1985. — № 10.
  • Давыдов-Анатри В. Пил // Хыпар. — 1995. — раштавӑн 6-мӗшӗ.
  • Ефимов Г. Аслӑ та ӑслӑ юлташӑм // Хыпар. — 2000. — юпан 7-мӗшӗ.
  • Станьял В. Тавах сана, ӑста ҫыравҫӑ // Коммунизм ялавӗ. — 1985. — юпан 10-мӗшӗ.
  • Калган А. В расцвете творчества // Советская Чувашия. — 1975. — 8 октября.
  • Ялгир П. Хӑюллӑ ҫыравҫӑ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2000. — юпан 7-мӗшӗ.
  • Турхан (Сергеев) Кузьма Сергеевич // Афанасьев П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары. 2006. — С. 429—430.
  • Турхан Кузьма Сергеевич // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 411.
  • Турхан (Сергеев) Кузьма Сергеевич // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 118.
  • Хлебников-Шанар Г.Становление чувашского романа // Дружба народов. — 1962. — № 2.
  • Турхан (Сергеев) Кузьма Сергеевич // Юрьев М. Писатели Советской Чувашии / М. Юрьев, З. Романова. — Чебоксары, 1988. — С. 320—321.

Темӑпа ҫыхӑннисем