Воробьёв Алексей Александрович

Алексей Александрович Воробьёв (1922 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ, Мăн Явăш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1976 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет поэчĕ тата куçаруçи.

Биографи

Алексей Воробьёв 1922 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче Мăн Явăш ялĕнче çуралнă[1] (халĕ Чăваш Республикин Вăрнар районӗ).

А. Воробьев Ҫӗрпӳри ял хуçалăх техникумĕнче, А.М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче вĕренсе тухнă.

1941-1942 ҫулсенче Канашпа Вăрнар районĕсенче агроном пулса ĕçленĕ. 1942 çулхи май уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара хĕсмете илнĕ. Суранланнă май çав çулхи авăн уйăхĕнче демобилизациленĕ.[2]

Колхозра тата МТС-ра агроном пулса ĕçленĕ, колхоз председателĕ, Калининпа Ипреç районĕсенче МТС директорĕ пулнă. 1954-1957 ҫулсенче Вăрнарпа Калинин районĕсенчи хуçалăхсенче агроном пулса ĕçленĕ. 1957 çулта Шупашкара куçса килнĕ, ытларах литература ĕçĕпе хăтланнă, Чăваш АССР Министрĕсен Канашĕ çумĕнчи Радиокалаçупа телевидени комитетĕнче редактор пулса ĕçленĕ.

1964 çултанпа СССР Çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ.

Кӗнекисем

«Хирти калаҫу» (1958), «Юратнӑ сӑнсем» (1961), «Туслӑх ҫӑлтӑрӗ» (1962), «Хӗвел-ҫаврӑнӑш» (1969), «Кӑнтӑрла» (1972), «Йӑмра» (1974), «Зерно на ладони» (вырăсла, 1969), «Хиртех ман чун» (1982).

Куҫарусем

Чăвашла А. С. Пушкинăн, М. Ю. Лермонтовăн, С. А. Есенинăн, Мустай Каримăн тата ыттисен хайлавĕсене куçарнă.

Хисепӗсем

  • «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль (1942);
  • Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп хучӗ (1944);
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль (1945);
  • М. Сеспель ячĕллĕ Чăваш Комсомолĕн премийӗ (1972).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Воробьёв Алексей Александрович , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнчи копийӗ Культурное наследие Чувашии
  2. ^ Память народа. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Агивер, Х. Хӑйӗн сасси, хӑйӗн чунӗ // Воробьев, А. Хиртех ман чун : [сӑвӑсемпе поэмӑсем] / А. Воробьев. – Шупашкар, 1982. – С. 5-16.[1] 2016 ҫулхи акан 14-мӗшӗнче архивланӑ.
  • Иванова, Е. Алексей Воробьев сăвăç пурнӑçĕн чăнлăхĕпе илемлĕ сăнарлăхĕн çыхăнăвĕсем / Е. Иванова // Тӑван Атӑл. – 2012. – № 10. – С. 95-101 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Кузьмин, В. Сиплӗ икӗ ҫӑл куҫ / В. Кузьмин // Хыпар. – 2012. – 25 раштав. – С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Кузьмин, В. Читлӗхри тăри юрри : Алексей Воробьев сăвăçа асăнса / В. Кузьмин // Тӑван Атӑл. – 2013. – № 9. – С. 97-108 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Афанасьев, П. В. Алексей Александрович Воробьев: 1922-1976. Ветла, посаженная поэтом : [о чувашском поэте Алексее Александровиче Воробьеве] / П. В. Афанасьев // Писатели. – Чебоксары, 2008. – С. 77-86 : фот. – (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 6).
  • Воробьев Алексей Александрович // Энциклопедия Вурнарского района. – Чебоксары, 2005. – С. 67.
  • Воробьев Алексей Александрович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 73.
  • Кондратьев, М. Обожженная душа / М. Кондратьев // Чебоксар. новости. – 1992. – 7 мая.
  • Кочетков, В. Слово, отмеченное печатью народности / В. Кочетков // Тaван Атaл. – 1997. – № 10–12. – С. 64–65; Воробьев, А. Колодцы / А. Воробьев. – М., 1978. – С. 3–6.
  • Прокопьев, И. Воспевал он землю и земледельцев // Прокопьев, И. П. По зову сердца / И. П. Прокопьев. – Чебоксары, 1998. – С. 46–52 ; то же // Тaван Атaл. – 1997. – № 10–12. – С. 60–61.
  • Иванова, Е. Алексей Воробьев сăвăç пурнӑçĕн чăнлăхĕпе илемлĕ сăнарлăхĕн çыхăнăвĕсем / Е. Иванова // Тӑван Атӑл. – 2012. – № 10. – С. 95-101 : сӑн ӳкерчӗк.

Темӑпа ҫыхӑннисем