Çутă кӳлӗ
Кӳлӗ | |
Çутă кӳлĕ | |
![]() | |
Морфометри | |
---|---|
Абсолютлӑ ҫӳллӗш | 114 м |
Виҫи | 0,570 × 0,380 км |
Лаптӑкӗ | 17,5 км² |
Чи тарӑн вырӑн | 4 м |
Вӑтам тарӑнӑш | 3 м |
Бассейн | |
Впадающая река | Пӗчӗк юханшыв |
Вытекающая река | Кӗҫӗн Пӑла юппи |
Вырнаҫӑвӗ | |
Патшалӑх | |
РФ субъекчӗ | Чӑваш Республики |
Район | Елчӗк районӗ |
Раҫҫей Чӑваш Республики Елчӗк районӗ позици картти халлĕхе çук. |
Çутă кӳлĕ — Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи карст кӳлли, регион пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑкӑн комплекслӑ палӑкӗ. Ҫуткӳл тата Вырӑскасси ялӗсен ҫумӗнче кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ. Шыв калӑпӑшӗпе республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑнать (511,6 пин м³).
Вырнаҫӑвӗ
Атӑлҫи тӳпемӗн Чӑваш платовӗ ҫинче, Елчӗк районӗнче Елчӗк ялӗнчен 15 ҫухрӑмра, Ҫуткӳл тата Вырӑскасси ялӗсем хушшинче вырнаҫнӑ. Ялсен урамӗсем кӳлӗ хӗррипе иртеҫҫӗ, ӑна пур енчен те хупӑрласа илеҫҫӗ.
Характеристикисем
Пулса кайнӑ тӗлӗшӗнчен — карст(выр.)чăв.. Тӑршшӗ — 570 м, сарлакӑшӗ— 380 м, лаптӑкӗ — 17,5 га. Вӑтам тарӑнӑшӗ — 3 метр, чи пысӑкки — 4 метр. Шыв ҫийӗн лаптӑкӗ — 0,175 км². Тинӗс шайӗнчен 114 м ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ.
Кӳлӗ рельефӗ яка, тарӑнах мар пайланчӑк. Кӳлӗ Кӗҫӗн Пӑла юханшывӗн айлӑмне тухакан вар тӑвайккинче вырнаҫнӑ.
Уйрӑмах сыхлакан ҫутҫанталӑк лаптӑкӗ — 17,5 га, сыхлав зони — 300 га. Ҫут ҫанталӑк палӑкӗн чиккисем кӳлӗн ҫыран хӗррипе иртеҫҫӗ.
Кӳлӗ тӑрӑхла формӑллӑ, ҫурҫӗртен кӑнтӑралла тӑсӑлнӑ, тӗпӗ — чашӑк евӗрлӗ . Тарӑн вырӑнӗнче карст ҫӑлкуҫӗ тухать. Карст варинкки(выр.)чăв. ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ еннелле тӑсӑлнӑ. Кӳлӗн ҫурҫӗр пайне пӗчӗк юханшыв юхса кӗрет, кӑнтӑр пайӗнчен Кӗҫӗн Пӑла юппи юхса тухать. Тӗпӗ майӗпен ҫырантан варринелле тарӑнланса пырать. Ҫыранӗсем тикӗс. Ҫыранӗсем лутра, вырӑнӗ-вырӑнӗпе шурлӑхлӑ. Тӗпӗ тӑмлӑ, ҫыпҫӑнчӑк. Шывӗ ҫутӑ-симӗс тӗслӗ, ӗҫме юрӑхсӑр.
Ӳсентӑрансем тата чӗрчунсем
Кӳлӗ хӗрринчи тӑрӑхра сосудлӑ ӳсентӑранӑн 70 тӗсне палӑртнӑ. Чӑваш Республикин флорин ҫӗнӗ тӗсне — уйри хӑнкӑла курӑкӗ(выр.)чăв. — тупса палӑртнӑ.
Сайра тӗл пулакан тӗссем (Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекине(выр.)чăв. кӗртнисем):
- Маршалл тимьянӗ,
- ҫеҫенхирти шалфей,
- солод ҫулҫиллӗ астрагал(выр.)чăв..
Ҫыран хӗрринче ытларах улӑх мятликӗ(выр.)чăв. тата хур ури курӑкӗ(выр.)чăв. ӳсеҫҫӗ. Пӗчченшерӗн ӳсекен йывӑҫсем пур.
Сайра тӗл пулакан ӳсентӑрансенчен шӗвӗр туналлӑ пырейник, ҫепӗҫ хориспора, выртакан острица тупса палӑртнӑ.
Кӳлӗре ырашпӑтри, карп пурӑнаҫҫӗ, раксем(выр.)чăв. янӑ, вӗсем пурӑнса кайнӑ.
Кайӑксен 7 тӗсне, зоопланктонлӑ организмсен 15 тӗсне палӑртнӑ.
Ӑнлантарусем
Çавăн пекех пăхăр
- Çуткӳл (Елчĕк районĕ), пĕр пек илтĕнекен Елчĕк районĕнчи ял.