Смирнова Наталья Владимировна
Смирнова Наталья Владимировна (ҫур. 1979 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫей спортсменки, ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗсен чемпионки тата призёрӗ, Европа чемпионачӗн призёрӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1979 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫуралнӑ.
Кӗрешӳ ӑсталӑхне Ҫӗнӗ Шупашкарти Ачасемпе ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Н. П. Белов патӗнче туптама пуҫланӑ. Олимп резервӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинчен тата Кама патшалӑх физкультурӑпа спорт институтӗнчен вӗренсе тухнӑ[1][2].
2002 ҫултан пуҫласа 2012 ҫулччен ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин пайташӗ. Пӗрлештернӗ командӑшӑн тупӑшнӑ ҫулсенче 4 виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ — 51-рен пуҫласа 63 кг таран[3]. 2012 ҫулта спорт карьерине вӗҫленӗ[2].
Тренер карьери
Спорт карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн 2012 ҫулта тренер ӗҫне куҫнӑ. 2012—2014 ҫулсенче Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командин тренерӗ пулса ӗҫленӗ, 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вара Раҫҫейӗн юниорсен пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ пулма ҫирӗплетнӗ[2][4].
2018 ҫулта вӑл ертсе пынипе команда тӗнче тата Европа первенствисенче 8-шар медаль ҫӗнсе илнӗ[5].
Раҫҫей спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн 2026 ҫулхи даннӑйӗсем тӑрӑх, Дагестан Республикинче тренер пулса ӗҫлет[6][7].
Спорт кӑтартӑвӗсем
- 2012 ҫулхи кӗрешӳ енӗпе Европа чемпионачӗ (Белград) —
(63 кг таран)[8]; - 2009 ҫулхи кӗрешӳ енӗпе Европа чемпионачӗ (Вильнюс) —
(55 кг таран)[2]; - 2006 ҫулхи кӗрешӳ енӗпе Европа чемпионачӗ (Мускав) —
(51 кг таран)[2]; - 2005 ҫулхи кӗрешӳ енӗпе Европа чемпионачӗ (Варна) —
(51 кг таран)[2]; - 2012 ҫулхи хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ —
; - 2012 ҫулхи Иван Ярыгин Гран-прийӗ —
; - 2011 ҫулхи хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ —
; - 2009 ҫулхи хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ енепе Раҫҫей чемпионачӗ —
; - 2009 ҫулхи Иван Ярыгин Гран-прийӗ —
; - 2008 ҫулхи хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ —
; - 2008 ҫулхи Иван Ярыгин Гран-прийӗ —
; - 2007 ҫулхи хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ —
;
Ҫемье
Йӑмӑкӗ, йӗкӗреш хӑраххи — Смирнова Ольга Владимировна, Олимп хатӗрленӗвӗн центрӗн хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ енӗпе хатӗрлекен тренерӗ[9].
Хисепӗ
2013 ҫултанпа Чӑваш Республикинче (Ҫӗнӗ Шупашкар е Шупашкар спорт шкулӗсенче) юниоркӑсен хушшинче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тата тӗнче класлӑ спорт мастерӗсен йӗкӗреш-спортменкӑсен Ольга тата Наталья Смирновсен парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсен ирӗклӗ кӗрешӗвӗ енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ[10][11].
Ӑнлантарусем
- ^ Уроженка Новочебоксарска Наталья Смирнова возглавила национальную сборную по вольной борьбе. grani21.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Смирнова Наталья Владимировна. pg21.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Александр Егоров. Звёзды нашей борьбы (выр.). Советская Чувашия (22 чӳкӗн 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Сборную России по женской борьбе возглавила Наталья Смирнова из Новочебоксарска. cheboksary.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Юниорки привезли по восемь медалей с первенств мира и Европы. wrestrus.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Федерация спортивной борьбы России (выр.). wrestrus.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Смирнова Наталья Владимировна. wrestrus.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Наталья Смирнова пробилась в финал чемпионата Европы. wrestrus.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Ольга Смирнова: Женское это дело — борьба (выр.). grani21.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Юные спортсменки из разных регионов страны в Новочебоксарске разыграли призы сестёр Смирновых в соревнованиях по женской борьбе (выр.). Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики (23 пушӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Воспитанницы чувашской школы женской вольной борьбы выиграли 3 медали Всероссийских соревнований на призы сестер Смирновых (выр.). Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики (6 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Смирнова Наталья Владимировна. wrestrus.ru. Федерация спортивной борьбы России. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- Смирнова Наталья Владимировна. infosport.ru. Спортивная Россия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.