Тургай Ольга Николаевна

Ольга Николаевна Тургай (ҫуралнӑ чухнехи хушамачӗ — Егорова; ҫур. 1963 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ, Красноуфимск округӗ[d], Свердловск облаçĕ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ тата журналист, Раҫҫей Ҫыравҫисен союзӗн (2003) тата Раҫҫей Журналистсен союзӗн (2005) пайташӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2013), Марфа Трубина, Семён Васильевич Элкер тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премисен лауреачӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Ольга Николаевна Егорова 1963 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Свердловск облаҫӗнчи Красноуфимск районӗн(выр.)чăв. Зюрзя разъездӗнче ҫуралнӑ[2]. 1985 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш филологи уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ[2].

1985–1998 ҫулсенче «Хатӗр пул» журналта кӗҫӗн редактор, «Коммунизм ялавӗ» («Хыпар») хаҫатра, Чӑваш Республикин Патшалӑх кӗнеке палатинче, «Ялав» журналта тата республика телевиденийӗн ачасемпе ҫамрӑксен передачисен редакцийӗнче аслӑ редактор пулса ӗҫленӗ[3]. 1998–2005 ҫулсенче «Чӑваш Ен радиовӗн» тӗп редакторӗ, 2005 ҫултан — «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн радио службин шеф-редакторӗ[2].

Ольга Тургай «Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе» тата «Тӗпел» автор передачисене, 2005 ҫултан «Паянхи кун» пӗлӳ паракан радио передачине ертсе пынӑ[3]. «Паянхи кун» Чӑваш Республикин пулӑмӗсемпе ҫыннисем ҫинчен каласа парать; унӑн материалӗсем тӑрӑх 2023 ҫулта пӗр ятлӑ кӗнеке тухнӑ[4].

Пултарулӑх

Ольга Тургай прозӑпа, публицистикӑпа тата драматургипе ӗҫлет, унӑн пьесисене Чӑваш Республикин театрӗсенче лартнӑ[1].

Кӗнекисем

  • «Илемпи савӑнӑҫӗ»[3];
  • «Санӑн йыхравна эпӗ илтрӗм» (1998)[5];
  • «Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ халӑх хушшинчи преми лауреачӗсем» (2010; Валерий Владимирович Тургайпа пӗрле)[5];
  • «Уй урлӑ ҫул» (2013)[5];
  • «Паянхи кун» (2023)[4].

Драматурги

К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Ольга Тургайпа Арсений Тарасов пӗрле ҫырнӑ «Вӗҫсе иртеҫҫӗ кайӑксем» пьесӑна лартнӑ, Ольга Тургай «Юлашки парӑм» пьесӑна чӑвашла куҫарнӑ[3].

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Шурӑ Шупашкар юмахӗ», «Чи кирли, чи юратни…» тата «Санӑн йыхравна эпӗ илтрӗм» хайлавӗсемпе спектакльсем, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксем театрӗ «Савтепи» пьесӑна лартнӑ[1].

«Савтепи» сцена юмахӗ 2023 ҫулта «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ, унта ҫухалнӑ ҫынна шырама тухни ҫинчен калакан чӑваш мифологи сюжечӗпе халӑх ӗненӗвӗсен сӑнарӗсене усӑ курнӑ[6].

Обществӑлла ӗҫӗ

Ольга Тургай 2003 ҫултан Раҫҫей Ҫыравҫисен союзӗн(выр.)чăв., 2005 ҫултан Раҫҫей Журналистсен союзӗн(выр.)чăв. пайташӗ[2].

Чӑваш Республикин Театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӑн жюри пайташӗ.

Хисепӗсем

  • Марфа Дмитриевна Трубина ячӗллӗ преми (1994);
  • Раҫҫей Журналистсен союзӗн Хисеп хучӗ (2006);
  • Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тавӗ (2011);
  • Чӑваш Республикинчи пьеса конкурсӗн II степень дипломӗ (2012);
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2013);
  • Ҫемен Элкер ячӗллӗ республика журналистика премийӗ (2014);
  • Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми (2016)[1].

Ҫемье

Упӑшки — Валерий Владимирович Тургай, чӑваш поэчӗ тата ҫыравҫи; хӗрӗсем — Илемби тата Сильби; Илемби Тургай — ӳнер пӗлӗвҫи, педагог тата художник, ӳнер пӗлӗвӗсен кандидачӗ[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Тургай Ольга Николаевна (выр.). Чӑваш Республикин Наци библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Смирнова, Нина Борисовна. Тургай Ольга Николаевна (выр.). Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Тургай, Ольга Николаевна (писатель; 01.06.1963) (выр.). «Наследие Чувашии»; Чӑваш Республикин Наци библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Краеведческие новинки (выр.). Ибреси муниципаллӑ округӗн Централизациленӗ библиотека системи (25 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3 Тургай Ольга Николаевна: хайлавсем. Чӑваш Республикин Наци библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  6. ^ Перепелкина, Елена Петровна; Якимова, Екатерина Рудольфовна. Трансформация и синтез мифологических сюжетов и образов в современной чувашской драматической сказке (выр.). «Филологические науки. Вопросы теории и практики» (2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  7. ^ В Национальной библиотеке Чувашской Республики состоялась литературная гостиная «Семейный портрет. Ольга и Валерий Тургай» (выр.). Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ (10 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Афанасьев, Пётр. Писатели Чувашии. — 2006. — С. 426.;
  • Ялгир, Пётр. Литературный мир Чувашии. — 2005. — С. 118.;
  • Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — 2014. — С. 460–461.
  • Гурьянова, Р. Пин ҫул шкулта ӗҫленӗ пек… / Р. Гурьянова // Халӑх шкулӗ = Народная школа. — 2014. — № 2. — С. 82-83.
  • Ильина, Н. А. О. Туркайӑн «Ҫулҫӑ» хайлавӗпе 3-мӗш класра литература урокӗ ирттересси / Н. А. Ильина // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика. — Шупашкар, 2015. — 22-мӗш кӑларӑм. — С. 100-103.
  • Ольга Тургай // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2015. — [Т. 4] : Ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем. — С. 468.
  • Скворцова, О. В. О. Туркайӑн персонажсен портречӗсене сӑнарлас уйрӑмлӑхӗсем / О. В. Скворцова // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика. — Шупашкар, 2015. — 22-мӗш кӑларӑм. — С. 12-15.
  • Туркай, О. Телей кайӑкӗ — хул пуҫҫийӗ ҫинче / О. Туркай ; Л. Сачкова ҫырса илнӗ // Хыпар. — 2001. — 7 ҫӗртме.
  • Филиппова, Н. К. Туслӑхра — вӑй : (Ольга Тургайӑн «Юлташпа вӑйсӑрри те вӑйлӑ» калавӗ тӑрӑх) / Н. К. Филиппова // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика. — Шупашкар, 2016. — 29-мӗш кӑларӑм. — С. 200-207.
  • Вазянова, М. Г. Своеобразие жанра «стихотворение в прозе» в национальной литературе (на примере чувашской литературы) / М. Г. Вазянова // Известия Томского политехнического университета. — 2008. — Т. 313, № 6. — С. 179-184.
  • Ольга Тургай // Советская Чувашия. — 2014. — 26 февр. — С. 4 : фот.
  • Тургай, О. «Пишу откровенно о сокровенном…» / О. Тургай ; записала А. Юрату // Чебоксарские новости. — 2000. — 25 нояб.

Каҫӑсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем