Чăваш Енĕн тĕрлĕ вăхăтри чи аслă пуçлăхĕсем
Чăваш Енĕн чи аслă пуçлăхĕсен йышĕ — Чăваш автономилле облăçĕн, Чăваш АССРĕн, Чăваш ССРĕн, Чăваш Республикин, 1920-мĕш çултан пуçласа паянхи кунчченхи чи аслă пуçлăхĕсен (пĕрремĕш сăпачĕсен) йышĕ.
Пĕрремĕш чи аслă пуçлăх
Пирвайхи пуçлăх тĕлĕшпе пĕтĕмпех уçăмлă темелле. Вăл — Д. С. Элмен. 1920-мĕш çулхи июньтен 1921-мĕш çулхи мартчен унран çÿлерех тăракан пуçлăх Чăваш автономилле облаçĕнче пулман. Пурнăçлав влаçĕ енĕпе те, РКП (б) енĕпе те.
Элмен Даниил Семёнович — Чăваш автономилле облăçĕн революцилле комитечĕн (Ревкомĕн) пĕрремĕш тата пĕртен-пĕр ертÿçи (1920-мĕш çулхи ноябрьччен), РКП (б)н Вăхăтлăх Чăваш обкомĕн пĕрремĕш тата пĕртен-пĕр ертÿçи (председателĕ, 1921-мĕш çулхи февральччен), Чăваш автономилле облаçĕн ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш ертÿçи (1920, ноябрь — 1921, июль).
«Дуумвират» е уçăмсăрлăх тапхăрĕ
1921-мĕш çулхи мартран пуçласа чи аслă пуçлăха тĕпчевçĕ куçĕпе пăхса палăртма йыаăрланать. Мĕншĕн тесен ĕçтăкома тата компартин вырăнти уйрăмне ертсе пыракансем тĕрлĕрен çынсем. Çавăнпа та, çăлкуçсем çителексĕррине кура, «дуумвират» текен терминпа усă курма тивет.
Çавăн пекех Коммунистсен партийĕн вырăнти ертуçисем питĕ хăвăрт улшăнса тăни те çак тапхăра «дуумвират» теме хистет.
- Д. С. Элмен — Савандеев Георгий Степанович (1921, март — 1921, июль)
- Коричев Сергей Андреевич — Г. С. Савандеев (1921, июль — 1921, октябрь)
- С. А. Коричев — Ласточкин Антон Тихонович (1921, октябрь — 1922, март)
- С. А. Коричев — Михайлов Гавриил Михайлович (1922, март — октябрь)
- С. А. Коричев — Д. С. Элмен (1922, октябрь — 1924, май)
- С. А. Коричев — Томасов Михаил Тимофеевич (1924, май — 1925, октябрь)
- С. А. Коричев — Алексеев Василий Алексеевич (1925, октябрь — 1926, июль)
- Яковлев Александр Яковлевич — В. А. Алексеев (1926, июль — 1926, ноябрь-декабрь)
Коммунистсен партийĕн çыннисем пăркаланми ертсе пынă тапхăр
- Петров Сергей Порфирьевич (1926 — 1937)
- Иванов Герасим Иванович (1937 — 1938)
- Волков Алексей Алексеевич (1938 — 1940)
- Чарыков Иван Матвеевич (1940 — 1948)
- Ахазов Тимофей Аркадьевич (1948 — 1955)
- Ислюков Семён Матвеевич (1955 — 1968)
- Вороновский Николай Анатольевич (1968 — 1973)
- Чичикин Пётр Андреевич (тивĕçсене пурнăçлаканĕ, 1973 — 1974)
- Прокопьев Илья Павлович (1974 — 1988)
- Петров Александр Петрович (1988 — 1990, март-апрель)
Чăваш Ен пуçĕнче — парламент ертÿçи
- Леонтьев Анатолий Михайлович (1990, март-апрель — 1991, август)
- Кубарев Эдуард Алексеевич (1991, август — 1994, январь)
Президентсем
- Фёдоров Николай Васильевич (1994, январь — 2010)
- Игнатьев Михаил Васильевич (2010, июль-август — 2012, январь)
Чăваш республикин Пуçлăхĕсем
- М. В. Игнатьев (2012, январь — 2020, январь)
- Николаев Олег Алексеевич (тивĕçсене пурнăçлаканĕ, 2020-мĕш çулхи январьтен, пуçлăх, 2020-мĕш çулхи сентябрьтен)
Каçăсем
- Отмена 6-й статьи Конституции СССР о руководящей роли КПСС
- Чувашский областной комитет РКП(б) - ВКП(б) - КПСС - Чувашский республиканский комитет КП РСФСР — Справочник по истории Коммунистической партии и Советского Союза 1898 - 1991
- Agabazar: Чӑваш автономийӗн историйӗ (питӗ кӗскен)
Чăваш АО/АССР/ССР влаçĕ |
|
---|---|
Чăваш РКП(б)/ПКП(б)/ССКП облаç комитечĕн(е вăхăтлăх комитечĕн) пĕрремĕш (е яваплă) секретарĕсем | Элмен Даниил Семёнович • Савандеев Георгий Степанович • Михайлов Гавриил Михайлович • Элмен Даниил Семёнович • Томасов Михаил Тимофеевич • Алексеев Василий Алексеевич • Петров Сергей Порфирьевич • Иванов Герасим Иванович • Волков Алексей Алексеевич • Чарыков Иван Матвеевич • Ахазов Тимофей Аркадьевич • Ислюков Семён Матвеевич • Вороновский Николай Анатольевич • Чичикин Пётр Андреевич (в.п.) • Прокопьев Илья Павлович • Петров Александр Петрович |
Чăваш АО/АССР/ССР Аслă Канашĕн ТĔК/Президиумĕн председателĕсем | Илларионов Иван Илларионович • Никитин, Александр Никитич • Андреева Зоя Ананьевна • Митьков Дмитрий Яковлевич • Ахазов Тимофей Аркадьевич • Ислюков Семён Матвеевич • Петров Александр Петрович • Леонтьев Анатолий Михайлович • Кубарев Эдуард Алексеевич |
Чăваш АО/АССР/ССР Ревкомĕн/Ĕçтăвкомĕн/Халăх Комиссарĕсен Канашĕн/Министрĕсен Канашĕн председателĕсем | Михайлов Ананий Михайлович • Самарин Павел Яковлевич • Токсин Василий Иванович • Сомов Александр Васильевич • Матвеев Антон Матвеевич • Афанасьев Илларион Афанасьевич • Ерлаков Анатолий Сергеевич • Зайцев Михаил Васильевич • Прокопьев Леонид Прокопьевич • Зайцев Николай Архипович |
Чăваш Ен темăсенче |
||
---|---|---|
Халăх • Архитектура • Садсемпе парксем • Спорт • Ӑслӑлӑх • Тĕн • Транспорт • Радио • Телекурав • Климат • Экологи • Юханшывсем • Чăваш Енĕн чи аслă пуçлăхĕсен йышĕ
|