Тӗнчери авиаци федерацийӗ
Тӗнчери авиаци федерацийӗ (ТАФ) (Fédération Aéronautique Internationale, FAI[2]) — авиаципе космонавтикӑна пулӑшакан тӗнчери организаци.
Организацие 1905 ҫулта спорт федерацийӗ пек никӗсленнӗ. Халӗ 100 яхӑн ҫӗршыв авиаци организацийӗсене пӗрлештерет. Штаб-хваттерӗ Лозаннӑра вырнаҫнӑ. Раҫҫейре Раҫҫей авиаци спорчӗн федерацийӗ ӗҫлет[3].
Организацин ӗҫ-хӗлӗн тӗсӗсенчен пӗри — стандартсем лартасси тата авиаципе космонавтикӑри рекордсене регистрацилесси. ТАФ стандартизацийӗсем витӗр пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен те, пилотланса вӗҫекеннисен те (сӑмахран, авиамодельсемшӗн) спорт ҫитӗнӗвӗсемпе рекорчӗсене тухаҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗ Тӗнчери авиаци федерацине авиаци тӗсӗсемпе ҫыхӑннӑ спортпа ӗҫлекен пуҫиле организаци вырӑнне йышӑннӑ[4].
Истори
Клемент Адерӑн, Райт пиччӗшӗсен, Сантос-Дюмон пӗрремӗш вӗҫевӗсем, авиаци ӑмӑртӑвӗсен шучӗ хӑвӑрт ӳссе пыни тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче авиаци енӗпе час-часах технологиллӗ прорывсем пулни хальхи авиаци эрине ҫуралма пулӑшнӑ.
Авиаторсемпе изобретательсен интернационаллӑ пӗрлешӗвӗнче координаци валли тӗнчери федераци тӑвас тата аэронавтика сферинче хӑвӑрт ӳсекен хастарлӑх ҫул-йӗрне суйласа илес ӗҫри кирлӗлӗхе ӑнланасси ӳссе пынӑ.
1905 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Анри де Ла Во, Франци аэроклубӗн вице-президенчӗ, нимӗҫсен сывлӑш карапӗсен Лигинчи Мёдебек майор тата Бельги аэроклубӗн президенчӗ Фернан Жакоб Брюссельри Олимп конгресӗнче «Пӗтӗм тӗнчери авиаци федерациийӗ» йӗркелеме сӗнӳ панӑ. Делегатсем ҫак шухӑша ӑшшӑн ырланӑ, ку Олимп конгресӗн ҫак йышӑнӑвӗнче палӑрнӑ:
Паянхи Конгресс, аэронавтикӑн уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшне йышӑнса, кашни ҫӗршыврах спорт вӗҫевӗсене пӑхса тӑма ассоциацисем йӗркелеме тата вӗсене тӗпе хурса пӗтӗм тӗнчери аэронавтика федерацине йӗркелеме, тӗрлӗ мероприятисене йӗркелеме, аэронавтика енӗпе наукӑпа спорт ыйтӑвӗсене малалла тӑсма кӑмӑл тунине палӑртать
.
1905 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче Парижра Пӗтӗм тӗнчери аэронавтика конференцине пухнӑ. Икӗ кун сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Бельги, Франци, Германи, Аслӑ Британи, Итали, Испани, Швейцари тата АПШ представителӗсем федераци йӗркелесси пирки документсен тулли пакетне йышӑннӑ. ТАФ 1905 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче никӗсленнӗ. Чи пуҫламӑшӗнченех ТАФ тӗллевӗсем ҫаксем пулнӑ: аэронавтика енӗпе чи лайӑх ҫитӗнӳсене пурте пӗлмелле системӑласа каталогизацилесси; вӗсен уйрӑмлӑхӗсене тата вӗсене малалла танлаштарма май пуррине палӑртасси; ҫавӑн пекех рекордсен тӗрӗслӗхне тӗрӗслесси, рекордсменсен прависене хӑйсен титулӗсенче иккӗленӳ ҫуратма май партарманни. Устав докуменчӗсенче аэронавтика енӗпе спорт хастарлӑхне йӗркелесе пыракан кашни органӑн (урӑхла каласан, ТАФ наци пайташӗсем) хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне туллин тӗрӗслесе тӑнине палӑртнӑ.
Ҫӗр ҫул ӗнтӗ федераци никӗслевҫисен йышӑнӑвӗсене пурнӑҫласа пырать, мӗншӗн тесен ун чухне палӑртнӑ тӗллевсем паян та актуаллӑ юлаҫҫӗ. ТАФ устав докуменчӗсем халӗ те 1905 ҫулта палӑртнӑ тӗллевсене палӑртаҫҫӗ. Ҫапах та ҫӗнӗ технологисемпе ҫӗнӗ техника тухса пыни, ҫавӑн пекех сывлӑшпа спорт дисциплинисен ҫӗнӗ тӗсӗсем ҫурални ТАФ интересӗсен сфери анлӑланнин сӑлтавӗ пулса тӑчӗ. Ҫӗнӗ тӗллевсем йышӑнни паян авиаци спорчӗпе аппаланакансен обществин хальхи вӑхӑтри лару-тӑрӑвне, интересӗсене палӑртать.
Паян ТАФ тӗнчери, коммерцилле мар, правительствӑлла мар организацин тӗп тӗллевӗ — пӗтӗм тӗнчери спорт авиацине аталантарасси пулса тӑрать.
2017 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ТАФ Noosphere Ventures активӗсене тытса пыракан тӗнчери компанипе ҫӗнӗ стратегиллӗ партнёрлӑх ҫинчен пӗлтернӗ. ТАФ Президенчӗ Фриц Бринкпа ТАФ Генеральнӑй секретарӗ Сюзанна Шёдель тата Noosphere Ventures управляющий партнёрӗ Максим Поляков алӑ пуснӑ килӗшӳ тӑрӑх, Noosphere Ventures ТАФ глобаллӑ техника партнёрӗ пулса тӑнӑ[5][6].
ТАФ ӗҫӗ-хӗлӗ
Хальхи ТАФ устав докуменчӗсенче унӑн хальхи тӗллевӗсемпе задачисене тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Вӗсем хушшинче:
- Авиацин тӗнчери сывлӑшӗ политика, раса е тӗн ӗненӗвӗсене пӑхмасӑр пур ҫынна та пӗр-пӗрне ӑнланмалли, туслаштармалли хӑватлӑ хатӗр пулни, тӗнчери ырӑ кӑмӑла ҫирӗплетме пулӑшни тата чи лайӑх та тӑнӑҫлӑрах тӗнче тума май пани куҫкӗрет;
- Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусем пулӑшнипе аэроспортсменсене (арҫынсемпе хӗрарӑмсене) пӗрлештересси;
- Ҫамрӑксене пӗр-пӗрне ӑнланма тата спортпа туслӑ пулма вӗрентесси;
- Авиаципе космонавтикӑна малалла аталантарас тӗлӗшпе федераци пайташӗсем уйрӑм вӑй хунине координацилесси;
- Сывлӑш уҫлӑхӗпе усӑ курса федераци пайташӗсен интересӗсене хӳтӗлесси тата сыхласси;
- Граждан авиацийӗ енӗпе информацие сарасси тата ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явмалли лапам йӗркелесси.
ТАФ ӗҫ-хӗлӗ аэронавтика енӗпе тӗнче рекорчӗсене регистрацилемелли тата сертификацилемелли правилӑсене хатӗрлессине пурнӑҫлать.ТАФ федерацин наци членӗсем валли сывлӑшпа спорт мероприятийӗсем ирттермелли инструкцисем хатӗрлет. Унсӑр пуҫне федераци аэронавтика енӗпе хӑнӑхусене, опыта тата хӑрушсӑрлӑха аталантарма пулӑшать. Ҫак сферӑсене хӑйсен тӳпине хывакансене ТАФ медалӗсемпе дипломӗсене параҫҫӗ. Авалхи вӗҫев аппарачӗсене ҫӗнетес ӗҫсене те дипломсемпе тата медальсемпе палӑртаҫҫӗ.
ТАФ тытӑмӗ шайӗнче, сывлӑш спорчӗн кашни тӗсӗ валли харпӑр тӗнче комиссийӗ йӗркеленет, вӑл ӑмӑрту йӗркисене тӑвассишӗн тата асӑннӑ спорт тӗсӗнчи ӗҫ-хӗле сӑнассишӗн яваплӑ. Кирек мӗнле ӑмӑртӑва, первенствӑсене тата рекордсем лартассине те сывлӑш спорчӗн тивӗҫлӗ тӗсӗ валли ТАФ комиссийӗсем ертсе пынипе ирттереҫҫӗ. Ытти ыйтусене ятарлӑ техника комиссийӗсем татса параҫҫӗ.
Вӗсене ҫулленхи тӗлпулусем вӑхӑтӗнче комиссисем йышӑнакан инструкцисем, правилӑсемпе рекомендацисем малашне наци шайӗнче хӑйсем тӗллӗн, е тӗнче кооперацийӗнче вӗсен хутшӑнаканӗсем аталанаҫҫӗ.
Федерацин пайташӗ
Федераци патшалӑх-пайташӗсене ТАФра сывлӑш спортне тӗрӗслесе тӑракан вӗсен тӗп наци организацийӗсем тӑратнӑ. ТАФ пайташӗсем 100-е яхӑн федерацин представитель шайне тивӗҫтереҫҫӗ. ТАФ пайташӗсен ҫак категорийӗсене уйӑраҫҫӗ:
- Хастар пайташсем — тивӗҫлӗ ҫӗршывра аталанакан сывлӑш спорчӗн пур дисциплинине кӑтартакан организацисем;
- Ассоциативлӑ пайташсем — пӗртен-пӗр спорт дисциплинипе ӗҫлекенсем. Пӗрлехи наци организацине тата вӗрентӗве йӗркелемесӗр кашни ҫӗршывран икӗ ассоциативлӑ пайташран ытла пулмалла мар, ҫапла вара активлӑ пайташ пулмалла;
- Вӑхӑтлӑх пайташӗсем — федерацин хастар е ассоциативлӑ пайташӗсем пулма хатӗрленекен наци организацийӗсем, анчах та ҫакӑн пек пайташлӑхӑн мӗнпур прависемпе тивӗҫӗсене хӑйсем ҫине илме хатӗр мар-ха;
- Тӗнчери филиалсем тата ТАФ задачисемпе тӗллевӗсене уйӑракан тӗнчери ытти организацисем.
ФАИ тытӑмӗ
Ҫак тӗллевсене пурнӑҫлама тата сывлӑш спорчӗн кашни тӗсӗпе ӗҫ-хӗл облаҫӗн сиксе тухакан ыйтӑвӗсене вӑхӑтра тивӗҫтерме ТАФ йӗркелӳ тытӑмӗ малалла аталанать. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе унта тивӗҫлӗ ыйтусене татса пама ҫӗнӗ комиссисем йӗркелеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра ку тытӑм ҫак элементсене кӗртет:
- Генеральнӑй конференци — устав докуменчӗсене тата ТАФ регламентне йышӑнакан аслӑ политика органӗ;
- Ӗҫтӑвакан канаш — Генеральнӑй конференцин йышӑнӑвӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн тата кулленхи ӗҫ-хӗлӗн ҫул-йӗрӗшӗн яваплӑ ТАФ ӗҫ тӑвакан тӗп органӗ;
- Сывлӑш спорчӗн 11 комиссийӗ — Тӗп комисси тата сывлӑшпа спорт дисциплинисене тӗрӗслесе тӑракан 10 комисси;
- Спортпа тӳрремӗн ҫыхӑнман ТАФ ӗҫ-хӗлне тытса пыракан 4 техника комиссийӗ.
ТАФ генеральнӑй конференцисем
ТАФ пурнӑҫлав канашӗ
ТАФ президенчӗ ертсе пыракан пурнӑҫлав канашӗ федерацин политикӑпа унӑн Генеральнӑй конференцисен йышӑнӑвӗсене пурнӑҫлакан тата Генеральнӑй конференцисен хушшинчи тапхӑрта йышӑннӑ мӗнпур йышӑнусемшӗн яваплӑ тӗп ӗҫ тӑвакан органӗ шутланать.
Ӗҫ тӑвакан канаш йышӗ (2005 ҫулхи кӗркунне тӗлне):
ФАИ президенчӗ:
- Пьер Портманн (Pierre Portmann)
Пурнӑҫлакан финанс директорӗ:
- Роберт Клипшам (Robert E. Clipsham)
Ӗҫ тӑвакан директорсем:
- Хидэо Хирасава (Hideo Hirasawa)
- Альваро де Орлеан-Борбон (Alvaro de Orleans-Borbon)
- Би Джей Уорт (B. J. Worth)
- Ежи Макула (Jerzy Makula)
- Бенгт-Эрик Фонселль (Bengt-Erik Fonsell)
Сывлӑш-спорт дисциплинисене тӗрӗслесе тӑракан ФАИ комиссийӗсем
- Сывлӑш спорчӗн ТАФ генеральнӑй комиссийӗ
- Сывлӑшра ишекен ТАФ комиссийӗ
- Пӗтӗмӗшле тивӗҫтерӳ авиацийӗн ТАФ комиссийӗ (АОН)
- Планерлӑ спортӑн ТАФ комиссийӗ
- Авиамоделизмӑн ТАФ комиссийӗ
- Парашют спорчӗн ТАФ комиссийӗ
- ТАФ аслӑ пилотаж комиссийӗ
- Астронавтикӑри рекордсене ҫирӗплетес енӗпе ТАФ комиссийӗ
- ТАФ дельтапланеризмпа парапланеризм комиссийӗ
- Вӗҫекен ҫӑмӑл аппаратсен ТАФ комиссийӗ
- Вертолёт спорчӗн ТАФ комиссийӗ
- ТАФ техника комиссийӗсем
Аэрокосмос пӗлӗвӗн ТАФ комиссийӗ
- Аэрокосмос вӗренӗвӗн ТАФ комиссийӗ
- Самолет тӑвассине юратакансен ТАФ комиссийӗ
- Медицинӑпа физиологи ыйтӑвӗсен ТАФ комиссийӗ
- Тавралӑха хӳтӗлекен ТАФ комиссийӗ
Раҫҫей тата СССР - ТАФ пайташӗ
1909 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Раҫҫей империйӗ ТАФ членӗ пулса тӑрать. Представителӗ Пӗтӗм Раҫҫейри Император аэроклубӗ (ИВАК) шутланнӑ. [7] Раҫҫей империн рекорчӗсен ТАФ халӑх электронлӑ базинче тытӑнса тӑман.
Революци хыҫҫӑн Совет Раҫҫейӗнче 20-мӗш ҫулсенченех авиаци ӗҫ-хӗлӗн рекордлӑ ӗҫӗ хастарлӑн пынӑ, анчах та официаллӑ ҫак рекордсем мировой пулма пултарайман, мӗншӗн тесен СССР ТАФ членӗ шутланман.
1936 ҫулхи акан 5-мӗшӗнче Халӑх комиссарӗсен канашӗ йышӑннӑ та № 645 «Тӗнчери тата пӗтӗм халӑх авиаци рекорчӗсем ҫинчен» постановление ҫирӗплетнӗ [8],[9].
ССР Союзӗн Халӑх Комиссарӗсен совечӗ постановлени йышӑнать:
1. Ҫак йӗркене Малашне Центральнӑй Аэроклуб регистрациленӗ тата Пӗтӗм Тӗнчери Авиаци Федерацийӗ (ТАФ) ҫирӗплетнӗ тӗнчери (абсолютлӑ) тата пӗтӗм тӗнчери (класс тӑрӑх) авиаци рекорчӗсене ҫеҫ йышӑнмалла.
2. ССР Союзӗн пӗтӗм учрежденийӗсемпе организацийӗсене, авиаци спорчӗпе вӗҫев ӗҫне культивацилекенскерсене, т. Косарев ячӗпе тӑракан Центрти Аэроклуба хатӗрлекен рекордсем ҫинчен пӗлтермелле, Тӗп Аэроклуб хӑйӗн представителӗсене (спорт комиссарӗсене) вырӑна командировкӑна яма тата Пӗтӗм Тӗнчери Авиаци Федерацине вӑхӑтра (статус тӑрӑх) заявка туса пама вӗсен пӗлтермелле.
ССР Союзӗн СК председателӗ В. Молотов.
ССР Союзӗн СК ӗҫӗсен управляющийӗ И. Межлаук.
ССРП ТАФ-ри представителӗ Косарев ячӗллӗ Тӗп аэроклуб (малашне Чкалов ячӗллӗ Тӗп аэроклуб) пулса тӑнӑ. ССПР-ӑн ТАФра регистрациленнӗ пӗрремӗш официаллӑ рекорчӗ Коккинаки ҫӳллӗшне 1936 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче ЦКБ-26 самолетпа вӗҫни пулса тӑнӑ.
ТАФра хальхи Раҫҫей представителӗ Раҫҫей авиаци спорчӗн федерацийӗ (ФАС) шутланать, унта пайташӗсем авиаци спорчӗн уйрӑм тӗсӗсемпе ӗҫлекен пӗрлехи Раҫҫей федерацийӗсем шутланаҫҫӗ.
2022 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Раҫҫей ТАФ пайташне чарса лартнӑ [10],[11].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Fédération Aéronautique Internationale // 20th Century Press Archives — 1908.
- ^ [ ФАИ] — ПСЭ
- ^ Officials — member // сайт ФАИ 2014 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ World Air Sports Federation. Sports/Recognized federations , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнчи копийӗ // Официальный сайт МОК
- ^ Faustine Carrera. FAI names Noosphere Ventures as its new Global Technical Partner (англ.). www.fai.org. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Noosphere Ventures to Bring Next Big Thing to Air Sports (англ.). noosphereventures.com. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
- ^ Большая Российская Энциклопедия. Главный редактор Г.П. Свищев. 1994.
- ^ Выше, быстрее и дальше всех: как Владимир Коккинаки ставил первые рекорды в небе
- ^ О мировых и международных авиационных рекордах
- ^ FAI position on the conflict taking place in the Ukraine
- ^ FAI SUSPEND RUSSIA AND BELARUS