Вырӑс чӗлхи
Вырӑс чӗлхи ([ˈruskʲɪi̯ jɪˈzɨk]
итле, выр. Русский язык) — индоевропа чӗлхе ҫемьин славян турачӗн тухӑҫ славян ушкӑнӗн чӗлхи, вырӑс халӑхӗн наци чӗлхи. 2023 ҫул тӗлне тӗнчери чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесенчен пӗри — тӗнчери чӗлхесен хушшинче калаҫакансен йышӗпе (255 млн ҫын) тӑххӑрмӗш[3][4] тата глобальлӗ конкурентлӑх индексӗпе пиллӗкмӗш (2023) шутланать[5][6]. Вырӑс чӗлхи — Европӑра чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхе[7] тата чи пысӑк славян чӗлхи[8], тӑван чӗлхе пек йышӑнакансен шучӗпе те, сарӑлнӑ тӗлӗшӗнчен те.
Вырӑс чӗлхи — Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхи, Беларуҫӑн икӗ патшалӑх чӗлхисенчен пӗри, Казахстанӑн, Кӑркӑсстанӑн тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывсен официаллӑ чӗлхисенчен пӗри, Тӗп Евразири, Тухӑҫ Европӑри, Совет Союзӗ пулнӑ ҫӗршывсенчи хутшӑнусен тӗп чӗлхи, ООН, ЮНЕСКО тата тӗнчери ытти организацисен ултӑ ӗҫ чӗлхисенчен пӗри[9][6][10][11].
Раҫҫейре вырӑс чӗлхипе калаҫакансен шучӗ 134,3 млн ҫын, вӗсенчен 132,3 млн унпа кулленхи пурнӑҫра (2020) усӑ кураҫҫӗ[12].
Пӗтӗмӗшле хыпарсем
Вырӑс чӗлхин фонологи йӗрки(выр.)чăв. аталанса пынӑҫемӗн кӑткӑсланнӑ консонантизмпа, вӑл 37 хупӑ фонемӑран тӑрать, кӑткӑсах мар вокализм, унта 5 е 6 уҫӑ фонема кӗрет, тытӑмӗсемпе палӑрса тӑрать. Пусӑм вырӑс чӗлхинче куҫса ҫӳрекенскер, тӗрлӗ вырӑна ӳкет[9][13].
Морфологи йӗркипе(выр.)чăв. вырӑс чӗлхи ытларах флективлӑ, синтетикӑллӑ. Лексемӑсен грамматика пӗлтерӗшӗ, тӗпрен илсен, флексисемпе (сӑмах вӗҫӗн вӗҫленӗвӗпе) усӑ курса пулать. Кашни флекси ялан тенӗ пекех пӗр харӑсах темиҫе пӗлтерӗш палӑртать. Синтетика формисемпе пӗрлех вырӑс чӗлхинче аналитизм элеменчӗсем аталанни те палӑрать[9].
Вырӑс чӗлхин синтаксисӗ(выр.)чăв. сӑмахсен ирӗклӗ йӗркипе, ансат предложенисен пӗр компонентлӑ тата икӗ компонентлӑ тытӑмӗсемпе, кӑткӑс предложенисен виҫӗ тӗсӗпе, интонаци хатӗрӗсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннипе палӑрса тӑрать[9].
Вырӑс чӗлхин лексики(выр.)чăв., тӗпрен илсен, — чӑн вырӑс. Словарь фондне пуянлатмалли хатӗрсем — харпӑр модельсемпе ҫӗнӗ сӑмахсем йӗркелени тата ют ӗлхесенчен кенӗ, илнӗ сӑмахсем. Малтанах славян чӗлхисенчен, грек чӗлхинчен тата тӗрӗк чӗлхисенчен йышӑннӑ. XVIII ӗмӗртенпе ытларах голланд, нимӗҫ тата француз чӗлхисенчен кӗнӗ, XX ӗмӗртенпе — акӑлчан чӗлхинчен[9].
Вырӑс чӗлхин диалекчӗсене(выр.)чăв. икке ушкӑнлаҫҫӗ: ҫурҫӗр тата кӑнтӑр. Вӗсен хушшинче хальхи литература чӗлхин никӗсӗ пулса тӑнӑ вӑтам вырӑс калаҫӑвӗсем пур[10].
Вырӑс чӗлхин кун-ҫулӗнче(выр.)чăв. виҫӗ тӗп тапхӑр уйӑраҫҫӗ: вырӑс, беларус тата украин чӗлхисемшӗн пӗр авалхи вырӑс (VI—XIV ӗмӗрсем), кивӗ вырӑс е аслӑ вырӑс (XIV—XVII ӗмӗрсем) тата наци вырӑс чӗлхин тапхӑрӗ (XVII ӗмӗр варринчен пуҫласа)[14]. Ҫырулӑх ватӑ славян кириллици ҫинче никӗсленнӗ.
Вырӑс чӗлхи ҫинчен вӗрентекен ӑслӑлӑхсен комплексне русистика лингвистики(выр.)чăв. теҫҫӗ[9][10].
Ячӗ
«Вырӑс чӗлхи» лингвоним(выр.)чăв. «Русь» этнонимпа тата топонимпа ҫыхӑннӑ. Грек чӗлхин витӗмӗпе -у- вырӑнне -о- пулнипе тата -с- вӑрӑмланнипе -сс-, хальхи чӗлхе, халӑх тата патшалӑх ячӗсем йӗркеленнӗ: «русский язык», «русские», «Россия»[15][16].
Тӗрлӗ вӑхӑтра «русский» терминпа пӗрлех «российский» тата «великорусский» лингвонимсене усӑ курнӑ. Пӗрремӗшне Руҫӗн грек ятӗнчен — «Россия» — туса хунӑ, иккӗмӗшне «Великороссия» хоронимран(выр.)чăв. тунӑ. «Раҫҫей чӗлхи» ят XVII ӗмӗрте тухнӑ та XVIII ӗмӗрте анлӑ сарӑлнӑ; унпа, сӑмахран, М. В. Ломоносов («Раҫҫей грамматики») усӑ курнӑ. XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш пайӗнче ҫак лингвоним кивелнӗ те лексика историзмӗсен(выр.)чăв. разрядне куҫнӑ. «Ввеликорусский» (е «великоросский») ят авалхи вырӑс ҫӗрӗсене Аслӑ, Кӗҫӗн тата Шурӑ Руҫ ҫине пайланӑ пирки пулса кайнӑ. Тӑтӑшах кун пек ятпа наци е литература чӗлхине мар, аслӑ вырӑссен диалект пуплевне палӑртма усӑ курнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче «великорусский» терминпа активлӑ усӑ курма пӑрахнӑ[17][18][19].
Лингвогеографи
Ареалӗ тата йышӗ
Раҫҫей Федерацийӗ
Вырӑс чӗлхи сарӑлнӑ тӗп территори Раҫҫей Федерацийӗ шутланать. 2020 ҫулхи пӗтӗм Раҫҫейри ҫырав кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, вырӑсла калаҫакансен йышӗ 134 319 пин ҫын (вырӑс чӗлхине пӗлекенсен йышӗн 99,22 %) пулнӑ[12][20], вӗсенчен вырӑссем — 105 579 пин ҫын[21]. 132,3 млн ҫын вырӑс чӗлхипе хӑйӗн кулленхи пурнӑҫӗнче (ҫӗршыври халӑхӑн 89,9 %) усӑ курнине кӑтартнӑ[12][20]. Ҫав вӑхӑтрах вырӑс чӗлхипе калаҫакансем ҫӗршыври пӗтӗм халӑхран — 87,22 %, вырӑс чӗлхипе калаҫакан вырӑссем вара ҫӗршыври мӗнпур вырӑс чӗлхиллӗ ҫынсенчен — 81,6 %[20]. Вырӑс чӗлхине тӑван чӗлхе тесе 111 546 пин ҫын кӑтартнӑ, вӗсенчен вырӑссем — 103 489 пин (98 % вырӑс вырӑс чӗлхине тӑван тесе шутлать), ытти этноссем тӑван чӗлхе тесе вырӑс чӗлхине шутлакансем пӗтӗмӗшле — 8075 пин ҫын[20][22] (украинсем — 614 пин, тутарсем — 759,8 пин, чӑвашсемпе эрменсем — 268-шар пин тата ыт. те)[23].
Постсовет уҫлӑхӗн ҫӗршывӗсем
Раҫҫей Федерацийӗсӗр пуҫне вырӑс чӗлхи (Раҫҫейре усӑ куракан регион уйрӑмлӑхӗсемпе уйрӑлса тӑрать) ҫаплах СССР йышне кӗнӗ урӑх патшалӑхсенче те анлӑ сарӑлнӑ[24][25].
2021 ҫул тӗлне, Украинӑра «Социальный мониторинг» центр ирттернӗ ыйтӑм кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн, украинсен 50 % ытла килӗнче вырӑс чӗлхипе тӑтӑш усӑ курнӑ. Ҫав вӑхӑтрах граждансен 27,1 % украинла тата вырӑсла пӗр пек калаҫать, 13,6 % ытларах вырӑс чӗлхипе, 11,3 % вара — вырӑс чӗлхипе ҫеҫ[26].
Казахстанра, 2021 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх, вырӑс чӗлхине тӑван чӗлхе тесе 2853 пин вырӑс (95,6 %) йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне Казахстанра пурӑнакан тӗрлӗ нациллӗ 14 391 пин ҫын (83,7 %) вырӑсла тӗрлӗ шайра пӗлнине тесе пӗлтернӗ: 100 % вырӑсла пупленине ӑнланаҫҫӗ, ирӗклӗн вулаҫҫӗ — 14 356 пин ҫын (чӗлхе пӗлекенсен 99,7 %), ирӗклӗн калаҫаҫҫӗ 12 310 пин ҫын (85,5 %) тата ирӗклӗн ҫыраҫҫӗ — 8631 пин ҫын (59,9 %)[27].
2021 ҫул тӗлне Узбекистанра 720,3 пин вырӑс пурӑннӑ, ку ҫӗршывӑн 2 % (2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне вӑл 34,6 млн ҫын пулнӑ)[28][29][30], ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыври халӑхӑн 50 % яхӑн тӗрлӗ шайра вырӑс чӗлхине пӗлет, 2,7 % вара ӑна тӑван чӗлхе тесе шутлать[31].
2019 ҫулхи Беларуҫри ҫырав кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, тӑван чӗлхе тесе Беларуҫре пурӑнакан 3983 пин ҫын пӗлтернӗ (вӗсенчен 3044 пин беларуссем, 684 пин вырӑссем); вырӑс чӗлхине килте калаҫакан чӗлхе тесе 6718,5 пин ҫын (вӗсенчен 5670 пин белорус, 687 пин вырӑс) каланӑ[32].
Кӑркӑсстанра 2022 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе, тӑван чӗлхе тесе 304,6 пин ҫын (вӗсенчен 265 пин вырӑс тата 9,3 пин кӑркӑс) вырӑс чӗлхи тесе шутлаҫҫӗ; иккӗмӗш чӗлхе вырӑс чӗлхи 3064 пин ҫыншӑн (вӗсенчен 15 пинӗ вырӑс тата 3049 пинӗ кӑркӑс) шутланать[33]. Бишкекре вырӑс чӗлхине 97,49 % пӗлет, тӗпрен илсен вара Кӑркӑсстанра ҫичӗ ҫултан пуҫласа аслӑраххисенчен 82,03 % халӑх ирӗклӗн вырӑсла пӗлет; вырӑсла начар пӗлекеннисен е пачах пӗлменнисен йышӗ ҫӗршывра пурӑнакан халӑхӑн 17,97 %[34].
2024 ҫул тӗлне Молдавире вырӑс халӑхӗ 5,95 % шутланать, вырӑс чӗлхипе 16 % яхӑн ҫын[35] (402,5 пин ҫын[36]) калаҫать.
2021 ҫулхи Литва халӑхӗн статистика департаменчӗ пичетлесе кӑларнӑ ҫыравӑн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, 2021 ҫулта ҫӗршывра пурӑнакансен 60,6 % вырӑс чӗлхине пӗлнӗ, анчах та вырӑс халӑхӗ ҫӗршывра пурӑнакан ҫынсен 5 % (141,1 пин ҫын) пулнӑ[37][38]. Литвари вырӑс чӗлхин статусне саккун шайӗнче палӑртман[38].
Латвин Тӗп статистика управленийӗ 2021 ҫулта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршыври вырӑс чӗлхиллӗ халӑх 40 % яхӑн (760 пин ҫын)[38]. 2023 ҫул тӗлне, Латвире пурӑнакансен 91,3 % ытла, 25 ҫултан пуҫласа 64 ҫулчченхи ӳсӗм категорийӗнче, вырӑс чӗлхине пӗлет. Вырӑс чӗлхи латыш чӗлхи хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑнта шутланать[38], анчах та вӑл унта ют чӗлхе статусӗллӗ, ӑна «пӗчӗк халӑхсен чӗлхи» шайӗнче ҫеҫ вӗрентеҫҫӗ[39] (2026 ҫултанпа шкулсенче вырӑс чӗлхине иккӗмӗш ют чӗлхе вырӑнне вӗрентме чарма палӑртнӑ)[40].
2022 ҫулта Эстонире вырӑс чӗлхипе калаҫакансем 24 % (322 пине яхӑн ҫын) пурӑннӑ. Ку ҫӗршывра та эстон чӗлхи хыҫҫӑн сарӑлнипе вырӑс чӗлхи иккӗмӗш шутланать, ҫапах та 1991 ҫултанпа ун официаллӑ чӗлхе статусӗ ҫук, ют чӗлхе шутланать[38].
Инҫетри чикӗ леш енчи ҫӗршывсем
Вырӑс чӗлхине пӗлекен чылай ҫын аякри ют ҫӗршывсенче — Европӑри патшалӑхсенче, АПШра, Канадӑра, Израильте тата ытти нумай ҫӗршывра пурӑнать[24][25]. Чи нумай вырӑс чӗлхине тӑван чӗлхе тесе АПШ-ра (850 пин ҫын, 2017[41]) тата Германире (3—4 млн яхӑн ҫын, тӗрлӗ шутлав методикипе, 2019[42]) палӑртаҫҫӗ.
Вырӑс чӗлхине пӗтӗм тӗнчипе тӑван чӗлхе тесе шутлакансен йышӗ 154 млн ҫын (2023)[43][44], вырӑсла калаҫакансен йышӗ 255 млн (2022)[3].
Раҫҫейсӗр тата СССР-та пулнӑ республикӑсемсӗр пуҫне вырӑс чӗлхине 2010 ҫул тӗлне Тухӑҫ Европӑра тата Балканра — 12,9 млн ҫын, Анӑҫри Европӑра — 7,3 млн, Азире — 2,7 млн, Ҫывӑх Тухӑҫра тата Ҫурҫӗр Африкӑра — 1,3 млн, Африкӑра Сахарӑран кӑнтӑралла — 0,1 млн, Латинла Америкӑра — 0,2 млн, АПШ-ра, Канадӑра, Австралире тата Ҫӗнӗ Зеландире — 4,1 млн ҫын пӗлнӗ[25].
Инҫетри чикӗ леш енчи ҫӗршывсенче вырӑс чӗлхине тӑван чӗлхе, иккӗмӗш е ют ҫӗршыв чӗлхи (2010) пек йышӑнакан халӑх йышӗ[25][45]:
| Ҫӗршывсем | пӗтӗмӗшле (тпин ҫын) |
ҫӗршыври халӑхӑн йышӗ, % |
|---|---|---|
| Польша | 5500 | 14,3 |
| Германи | 5400 | 6,7 |
| АПШ | 3500 | 1,1 |
| Болгари | 2000 | 27,2 |
| Чехи | 2000 | 19,2 |
| Серби | 1400 | 19,7 |
| Словаки | 1300 | 24,0 |
| Монголи | 1200 | 45,3 |
| Израиль | 1000 | 13,2 |
| Китай Халӑх Республики | 700 | 0,05 |
Вырӑс чӗлхи калаҫакансен шучӗпе 2023 ҫулта акӑлчан (1,456 млрд), ҫурҫӗр китай(выр.)чăв. (1,138 млрд), хинди (609,5 млн), испан (559,1 млн), француз (309,8 млн), стандартлӑ арап(выр.)чăв. (274,0 млн), бенгал (272,8 млн), португал (263,6 млн) чӗлхисем хыҫҫӑн 9-мӗш вырӑнта пулнӑ[3].
Социолингвистика хыпарӗсем
1991 ҫулччен вырӑс чӗлхи Совет Союзӗнче нацисем хушшинчи хутшӑну чӗлхи пулнӑ, де-факто патшалӑх чӗлхин функцийӗсене пурнӑҫласа пынӑ. СССР йышне кӗнӗ ҫӗршывсенче унпа малалла та усӑ кураҫҫӗ, халӗ те: халӑхӑн пӗр пайӗ — тӑван чӗлхе пек, ҫак ҫӗршывсенчи пӗтӗм халӑх — нацисем хушшинчи хутшӑну чӗлхи пек[46][47].
Хальхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхин официаллӑ статусне Раҫҫейре тата постсовет уҫлӑхӗнчи хӑш-пӗр ҫӗршывсемпе регионсенче ҫирӗплетнӗ. Вырӑс чӗлхин статусне саккун йӗркипе ҫирӗплетнӗ чылай патшалӑхра титуллӑ нацисен чӗлхисемпе танлаштарсан унӑн функцийӗсем пӗчӗкрех шутланаҫҫӗ[48].
Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе (1993) тата «Раҫҫей Федерациийӗн патшалӑх чӗлхи ҫинчен» саккунӗпе (2005) килӗшӳллӗн, ҫӗршывӑн пӗтӗм территорийӗнче патшалӑх чӗлхи шутланать. Унпа Раҫҫейӗн политика, экономика, социаллӑ тата культура пурнӑҫӗн пур сферинче те усӑ кураҫҫӗ, унпа Раҫҫейри шкулсенче тата аслӑ шкулсенче вӗрентеҫҫӗ. Республикӑсенче — Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенче(выр.)чăв. вырӑс чӗлхин ҫак республикӑсен титуллӑ чӗлхисемпе пӗр танах патшалӑх статусӗ пур[48][49].
2023 ҫулта А. С. Пушкин ячӗллӗ Вырӑс чӗлхин патшалӑх институчӗ(выр.)чăв. «Вырӑс чӗлхин тӗнчери вырӑнӗн индексӗн» виҫҫӗмӗш кӑларӑмне пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак тӗпчевре патшалӑх тата общество коммуникацийӗсен, наука, вӗрентӳ тата культура сферисенче вырӑс чӗлхи мӗн чухлӗ пулнине тишкернӗ тата ҫак никӗс ҫинче постсовет уҫлӑхӗн ҫӗршывӗсенче (УС-Индекс) вырӑс чӗлхин индексне палӑртнӑ. 2023 ҫулта Беларуҫ, Казахстан тата Кӑркӑсстан «вырӑс чӗлхи патшалӑх тата пӗрлӗх сферисенче » параметрпа рейтинг лидерӗсем пулса тӑнӑ. Ҫак ҫӗршывсенче вырӑс чӗлхин патшалӑх чӗлхин статусӗ пур кӑна мар, унпа патшалӑх влаҫӗн органӗсен пур сайчӗсенче те (вырӑсла версийӗ пек) усӑ кураҫҫӗ. Украинӑри, Литвари, Латвири тата Грузири патшалӑх коммуникацийӗсенче вырӑс чӗлхине сахалтарах усӑ курнӑ (е пачах усӑ курман). Вӑтам тата аслӑ пӗлӳ сферинче (вӗренекенсен шучӗпе, вӗрентекен-русистсен шучӗпе тата ытти параметрсемпе шутласан) вырӑс чӗлхин Кӑнтӑр Осетире, Беларуҫре, Абхазире тата Кӑркӑсстанра пӗлтерӗшӗ пысӑк. Казахстанра тата Молдовӑра вырӑсла вӗренекенсен тӳпи кӑшт пӗчӗкрех. Вӗренӳ сферинче вырӑс чӗлхипе Эрменире, Литвара, Грузире, Туркменистанра тата Украинӑра чи сахалли усӑ курнӑ[4].
Вырӑс чӗлхи Беларуҫре (белорус чӗлхипе пӗрле)[50], Кӑнтӑр Осети Республикинче (осетин чӗлхипе пӗрле)[51] тата Днестрҫум Молдави Республикинче (молдаван тата украин чӗлхипе пӗрле)[52] патшалӑх чӗлхи шутланать. Ҫавӑн пекех вырӑс чӗлхине Абхази Республикинче[53], Казахстанра[54] тата Кӑркӑсстанра[55] официаллӑ тесе йышӑннӑ, унпа патшалӑх чӗлхипе пӗрле тӗрлӗ учрежденисенче усӑ кураҫҫӗ. Таджикистанра вӑл нацисен хушшинчи хутшӑну чӗлхи шутланать[56]. Узбекистанра вырӑс чӗлхипе ЗАГС тата нотариат органӗсенче усӑ кураҫҫӗ[57][58]. Молдавире ӑна конституцире уйрӑм асӑннӑ, анчах та пӗр-пӗр юридици статусне ҫирӗплетмен. Украинӑра вак наци чӗлхи тесе йышӑннӑ, вӗрентӳ тытӑмӗнче ют ҫӗршыв чӗлхи статусӗллӗ. Туркменире, Азербайджанра, Эрменире, Грузире тата Балти ҫӗршывӗсенче вырӑс чӗлхин конституци статусӗ ҫук[4].
Хӑш-пӗр ҫӗршывсемпе территорисенче вырӑс чӗлхи обществӑлла функцисене пурнӑҫлать. Польшӑра[59], Молдавин пӗр регионӗнче (Гагаузи), Норвегире (Шпицберген)[60] тата Румынире вырӑс чӗлхине регионти официаллӑ чӗлхесенчен пӗри е вак наци чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑннӑ[61]. АПШри Нью-Йорк штачӗн хӑш-пӗр округӗсенче суйлавпа ҫыхӑннӑ документсене вырӑсла куҫармалла[62]. Израильте эмелсен чӗркемӗсенче иврит чӗлхипе кӑна мар, вырӑс тата араб чӗлхисемпе те препарат ҫинчен тулли информаци пулмалла[63][64].
Вырӑс чӗлхи тӗнчери хӑш-пӗр пӗрлешӳсемпе организацисен официаллӑ е ӗҫ чӗлхи шутланать, вӗсен шутӗнче: ООН тата унӑн хӑшпӗр специализациленӗ учрежденийӗсем[4], ҫаплах СНГ, ОДКБ, ЕАЭС, ШОС, ОБСЕ, МФОКК тата КП, ГУАМ т. ыт. те[65].
Вырӑс чӗлхипе официаллӑ статус пур патшалӑхсенче ҫеҫ усӑ курмаҫҫӗ. Вӑл тӗнчери ытти нумай ҫӗршывра та анлӑн сарӑлнӑ. Тӗнчери чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесенчен пӗри пулнӑ май вырӑс чӗлхипе тӗнчери хутшӑнусен тӗрлӗ сферисенче усӑ кураҫҫӗ, сӑмахран, «ӑслӑлӑх чӗлхи» пулса тӗрлӗ ҫӗршывсенчи ӑсчахсене хутшӑнмалли тата этемлӗх пӗлӗвне упрамалли мел пулса тӑрать[66]. Унпа пуян, оригиналлӑ илемлӗ, ӑслӑлӑх тата техника литератури ҫырнӑ, вырӑс чӗлхине тӗнче культурипе ӑслӑлӑх тексчӗсене чылай куҫарнӑ[47]. «Index Translationum» куҫарусен электронлӑ бази кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, вырӑс чӗлхи тӗнчери чи активлӑ усӑ куракан куҫару чӗлхисенчен пӗри шутланать. Кӗнекесене куҫаракан чӗлхесен шутӗнче вырӑс чӗлхи — 7-мӗш вырӑнта, ытларах куҫарӑнакан чӗлхесен шутӗнче — 4-мӗш вырӑнта[67]. 2013 ҫулта вырӑс чӗлхи Интернетри чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесем хушшинче 2-мӗш вырӑна тухнӑ[68].
Вырӑс чӗлхине тӗнчере сарма вырӑс чӗлхиллӗ ҫӗршывсен политика пӗлтерӗшӗ те, вырӑс чӗлхипе ҫыхӑннӑ культура, чи малтанах XIX ӗмӗрти вырӑс классики, пулӑшать. Тӗнчери нумай ҫӗршывра вырӑс чӗлхине вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан программӑна ют чӗлхе пек кӗртеҫҫӗ. 1967 ҫултанпа вырӑс чӗлхине вӗрентес ӗҫе 200 яхӑн коллективлӑ пайташсене пӗрлештерекен Пӗтӗм тӗнчери вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗ (русистсен наци союзӗсем, чи пысӑк университетсем тата ыт. те) координацилет. 1973 ҫулта А. С. Пушкин ячӗллӗ Ввырӑс чӗлхин патшалӑх институтне — вырӑс чӗлхипе культурине чикӗ леш енче сарас тӗллевӗллӗ чи пӗлтерӗшлӗ вӗренӳ тата наукӑпа тӗпчев центрӗ — туса хунӑ. 1980-мӗш ҫулсенче вырӑс чӗлхине СССР тулашӗнче тӗнче шайӗнчи 90 ытла ҫӗршывра 22—24 миллион шкул ачи, студент тата ытти ҫынсем (чи малтан Тухӑҫ Европа ҫӗршывӗсенче) вӗреннӗ. 500 млн яхӑн ҫын вырӑс чӗлхине тӑван, тӑван мар е ют ҫӗршыв чӗлхи пек тӗрлӗ шайра пӗлнӗ. XX ӗмӗр вӗҫӗнче — XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче геополитика улшӑнӑвӗсене пула тӗнчере вырӑс чӗлхине тӑван мар е ют чӗлхе пек вӗренекенсен шучӗ самаях чакни палӑрать. 1990-мӗш ҫулсенче Раҫҫей тата постсовет уҫлӑхӗн тулашӗнче вырӑс чӗлхине вӗренекенсен шутне 10—12 млн ҫын тесе хакланӑ[69][66].
XXI ӗмӗрте вырӑс чӗлхи тӗнчере те, Раҫҫейре те хӑйӗн позицийӗсене ҫухатать[70][71]. Унчченхи СССР ҫӗршывӗсенче вырӑс чӗлхине титуллӑ нацисен чӗлхисем хӗссе кӑлараҫҫӗ (ҫакӑ вырӑссен шучӗ 1991 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен 25—30 млн ҫынран 17 млн ҫын таранччен чакнине (эмиграци, депопуляци тата нацилӗхне ылмаштарни) пула)[70][72], Раҫҫейре вара вырӑс чӗлхипе усӑ курасси вырӑссен шучӗ тата Раҫҫей халӑхӗ пӗтӗмӗшле чакса пынипе ҫыхӑннӑ[70].
Прогнозсем тӑрӑх, вырӑс чӗлхине пӗлекенсен йышӗ 2025 ҫул тӗлне Раҫҫейре 110 млн ҫын таран чакать, тӗнчере — 215 млн ҫын таран, 2050 ҫул тӗлне тӗнчере — 130 млн ҫын таран[71][73].
1900—2023 ҫҫ. тӗнчери пӗтӗмӗшле халӑх йышӗнче вырӑс чӗлхине пӗлекенсен виҫи улшӑнса пыни[74]:
| Ҫул | Тӗнчери халӑх йышӗ, млн ҫын | Раҫҫей империйӗнче, СССРта, Раҫҫейре, млн ҫын | Тӗнчери халӑх йышӗнчи пайӗ, % | Вырӑсла пӗлекенсен шучӗ, млн ҫын | Тӗнчери халӑх йышӗнчи пайӗ, % |
|---|---|---|---|---|---|
| 1900 | 1650 | 138,0 | 8,4 | 105 | 6,4 |
| 1914 | 1782 | 182,2 | 10,2 | 140 | 7,9 |
| 1940 | 2342 | 205,0 | 8,8 | 200 | 7,6 |
| 1980 | 4434 | 265,0 | 6,0 | 280 | 6,3 |
| 1990 | 5263 | 286,0 | 5,4 | 312 | 5,9 |
| 2004 | 6400 | 144,1 | 2,3 | 278 | 4,3 |
| 2010 | 6820 | 142,9 | 2,1 | 260 | 3,8 |
| 2023 | 8008[75] | 146,2[76] | 1,8 | 255[3][4] | 3,18 |
Вырӑс чӗлхипе усӑ курасси тӗнчери нумай ҫӗршывра вырӑс диаспори усӑ курнипе тытӑнса тӑрать. Унчченхи СССР ҫӗршывӗсенчи эмигрантсем компактлӑ пурӑнакан вырӑнсенче (Канада, АПШ, Германи, Израиль тата ытти ҫӗршывсем) вырӑс чӗлхиллӗ периодика кӑларӑмӗсем кӑлараҫҫӗ, радиостанцисемпе телевидени каналӗсем ӗҫлеҫҫӗ[77], вырӑс чӗлхиллӗ уйрӑм ача сачӗсемпе шкулсем, Раҫҫей аслӑ шкулӗсен филиалӗсем тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан ытти структурӑсем уҫнӑ[78]. Вырӑс чӗлхиллӗ диаспора хушшинче икчӗлхелӗх анлӑ сарӑлнӑ[79].
Хальхи наци вырӑс чӗлхи темиҫе формӑллӑ. Чи пӗлтерӗшлӗ форма — литература чӗлхи. Территорипе социаллӑ диалектсем пурри те пӗлтерӗшлӗ. Вырӑс чӗлхипе калаҫакансен кирек хӑш ушкӑнӗшӗн те пӗр-пӗрне ӑнланмашкӑн кӑткӑслӑх ҫук, мӗншӗн тесен чӗлхен пур форми те фонетикӑпа грамматика тӗлӗшӗнчен ҫывӑх, ҫавӑн пекех пӗтӗмӗшле словарь фончӗпе пӗрлешсе тӑраҫҫӗ.
Вырӑс литература чӗлхи Мускав таврашӗнчи вӑта вырӑс чӗлхин калаҫӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ. Вӑл икӗ — ҫыру тата калаҫу чӗлхи — никӗс ҫинче ҫирӗпленнӗ. Хальхи литература чӗлхи XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче хӑйӗн тӗп ӗлкисене илнӗ, литература чӗлхин чи лайӑх та тулли нормисене А. С. Пушкинӑн литература ӗҫӗ-хӗлӗнче палӑрнӑ. Малалла стандартлӑ вырӑс чӗлхи XIX—XX ӗмӗрсенчи чи пысӑк вырӑс ҫыравҫисен пултарулӑхне пула аталаннӑ, ҫавӑн пекех вырӑс ӑслӑлӑхпа публицистика чӗлхи йӗркеленни пысӑк витӗм кӳнӗ. XX ӗмӗрте литература вырӑс чӗлхи аталаннӑ тата ҫӳллӗ шайлӑ чӗлхе пулса тӑрать. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ сарӑлнипе тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен пӗлтерӗшне анлӑлатнипе литература чӗлхи вырӑс чӗлхин ытти формисене хӗссе кӑларса вырӑс нацин хутшӑну мелӗ пулса тӑнӑ[80].
1944 ҫулта никӗсленӗ Раҫҫей Ӑслӑлӑх Академийӗн В. В. Виноградов ячӗллӗ вырӑс чӗлхи институчӗ вырӑс чӗлхин ӑслӑлӑх тӗпчев центрӗ шутланать. Институт вырӑс чӗлхине тӗрлӗ енлӗ тӗпчессишӗн яваплӑ, ҫав шутра вырӑс чӗлхин грамматикипе словарӗсене(выр.)чăв. хатӗрлес ӗҫе йӗркелет. Ӑслӑлӑх тӗпчевӗсен предмечӗ пек вырӑс чӗлхине Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи чылай ӑслӑлӑх тата вӗрентӳ учрежденийӗсен программине кӗртнӗ[81].
Регион варианчӗсем
Вырӑс чӗлхи хӑш-пӗр регионта вырӑс литература чӗлхин нормативлӑ калаҫу вариантӗнчен тӗрлӗ сӑлтав пула уйрӑлса тӑрса вырӑнти калаҫу формисем йӗркеленнине палӑртнӑ.
Ҫакӑн пек вырӑнти калаҫу формисем чи малтанах Раҫҫей тулашӗнче пурӑнакансемшӗн характерлӑ, вырӑс пуплевӗн уйрӑмлӑхӗсем палӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем ҫак тӗслӗхсене вырӑс чӗлхин регион варианчӗсем тесе палӑртать (территори койне). Юлашки вӑхӑтра вӗсем постсовет уҫлӑхӗнче — белорус, украин, казахстан тата ыттисем те — вӑл е ку патшалӑхра титуллӑ этноссен чӗлхисен фонетика, грамматика, лексика тата ытти уйрӑмлӑхӗсенче вырӑс пуплевне витӗм кӳнӗ условисенче йӗркеленеҫҫӗ. Ҫавнашкал койне евӗр вырӑс пуплевӗ инҫет чикӗ леш енчи диаспорӑсенче эмигрантсен хушшинче те никӗсленет.
Чӗлхесем хушшинчи контактсем, вырӑнти вырӑс диалекчӗсен витӗмӗ, регионти истори, экономика тата социаллӑ пурнӑҫ уйрӑмлӑхӗсем, ҫавӑн пекех ытти факторсем те Раҫҫей территорийӗнчи тӗрлӗ облаҫсенче (пермь, инҫет тухӑҫ, дагестан тата ыт. те) «регион калаҫӑвне» йӗркеленме пулӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫавӑн пекех «регионти вариант» е «региолект»(выр.)чăв. терминпа палӑртма сӗнеҫҫӗ.
Литература вырӑс чӗлхин ҫыру форминче регион варианчӗсем ҫук. Ҫав вӑхӑтрах XX—XXI ӗмӗрсенче литература чӗлхин уйрӑм тӗсӗ шутӗнче пуян илемлӗ литература тӗслӗхӗпе тулса пыракан ют ҫӗршыв вырӑс чӗлхи текеннине палӑртаҫҫӗ.
Хутӑш тата тӑхӑм идиомӑсем
Вырӑс чӗлхи пиджинсем(выр.)чăв. тата тӗрлӗ йышши хутӑш пуплев формисене йӗркелемелли никӗс пулса тӑнӑ.
Чи палӑрнӑ тата тӗпченӗ пиджинсем руссенорск(выр.)чăв., таймыр калаҫӑвӗ(выр.)чăв. тата кяхта пиджинӗ(выр.)чăв. шутланаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрремӗшӗ Кола ҫурутравӗнче(выр.)чăв. сарӑлнӑ, вырӑс тата норвег чӗлхисемпе калаҫакансен суту-илӳ хутшӑнӑвӗсене пула йӗркеленнӗ, иккӗмӗшӗ Таймырта тундрӑри вырӑс хресченӗсен, нганасансемпе(выр.)чăв. долгансен(выр.)чăв. хутшӑну мелӗ пек йӗркеленнӗ, виҫҫӗмӗшӗ Байкал лешьенре вырӑс тата китай чӗлхисен элеменчӗсен никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ. Чи паллӑ хутӑш чӗлхе — алеут-медный чӗлхи, Медный утравӗ ҫинчи алеутсен(выр.)чăв. хушшинче сарӑлнӑ чӗлхе.
Хутӑш пуплевӗн уйрӑм формисем «суржик» ятпа Украинӑн хӗвелтухӑҫ, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ тата вӑта ҫӗрӗсенче, тӗпрен илсен хуласенче (Запорожье, Донбасс, Кривой Рог, Одесса), ҫавӑн пекех Крымра аталаннӑ, Беларуҫре «трасянка» ятли сарӑлнӑ. Асӑннӑ формӑсем ытларах вырӑс лексикипе украин е белорус чӗлхисен фонетикипе тата грамматикипе хутӑшнипе пулнӑ.
Идиш еврей чӗлхин(выр.)чăв. витӗмӗпе пулса кайнӑ Одессӑри вырӑс чӗлхин характерлӑ уйрӑмлӑхӗсене те уйӑраҫҫӗ. Одесса калаҫӑвӗ вырӑс литература хайлавӗсенче тата кинематографра усӑ курнине пула анлӑ сарӑлнӑ. Ӑна тӗпчевҫӗсем вырӑс чӗлхин регион варианчӗ пек те, хутӑш чӗлхе пек те пӑхаҫҫӗ.
Диалектсем
Вырӑс чӗлхин хальхи диалекчӗсене территори тӗлӗшӗнчен икӗ пая уйӑраҫҫӗ: пӗрремӗшне Раҫҫейӗн Европа пайӗн тӗп районӗсене — вырӑссем авалтан тӗпленсе пурӑннӑ территорине — кӗртеҫҫӗ, унта — тӗпрен илсен XV ӗмӗрччен — вырӑс диалекчӗсем тата вырӑс наци чӗлхи йӗркеленнӗ. Иккӗмӗшне Вӑтам тата Анат Атӑлҫине, Кавказа, Урала, Ҫӗпӗре, Инҫет Тухӑҫа тата кайранхи хушнӑ ытти территорийӗсене кӗртеҫҫӗ, ку территорисене вырӑссем наци, вырӑс чӗлхи тата унӑн диалекчӗсем йӗркеленнӗ хыҫҫӑн XVI ӗмӗртен пуҫласа XX ӗмӗрччен пӗрлештерсе пынӑ.
Малтанхи аталану тапхӑрӗнче вырӑс диалекчӗсен икӗ пысӑк ушкӑнӗ — ҫурҫӗр тата кӑнтӑр — йӗркеленнӗ, вӗсем пӗр-пӗринчен чылай пулӑмсемпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, ҫурҫӗр калаҫӑвӗнче «о»-па калаҫасси характерлӑ; «г» фонема сирпӗнӳллӗн тухать; 3-мӗш сӑпатри глаголсен (носит, носят) вӗҫленӗвӗсенче «т» хытӑ илтӗнет; япала ячӗн камӑнлах падежӗн форминче «у жоны»; ҫак диалектра ҫеҫ усӑ куракан сӑмахсем пурри: зы́бка, о́зимь, ла́ет тата ыт. те. Кӑнтӑр вырӑс калаҫӑвӗнче вара хирӗҫле — «а»-па калаҫасси характерлӑ; «г» фонема ҫемҫен тухать; 3-мӗш сӑпатри глаголсен (носит, носят) вӗҫленӗвӗсенче «ть» ҫемҫе илтӗнет; япала ячӗн камӑнлах падежӗн форминче «у жене»; ҫулерех илсе кӑтартнӑ сӑмахсен варианчӗсем: лю́лька, зеленя́, бре́шет тата ыт. те. Тата тепӗр пысӑк ареал — вӑтам вырӑс калаҫӑвӗсем. Вӗсен хӑйсемшӗн ҫеҫ характерлӑ пӗр пек диалект палӑрӑмӗсем ҫук, икӗ наречин вӑл е ку уйрӑмлӑхӗсемпе ҫыхӑннипе палӑрса тӑраҫҫӗ: вӑтам вырӑс калаҫӑвӗсенче, пӗр енчен, ҫурҫӗр вырӑсла калаҫӑвӗнчи сирпӗнӳллӗ «г» пур, тепӗр енчен — кӑнтӑр вырӑсла «а»-па калаҫасси.
Каярах йӗркеленнӗ калаҫусенче ҫирӗп диалект пайланӑвӗ ҫукки, тӗрлӗ регионсенчен куҫса килнӗ ҫынсен хутӑш калаҫӑвӗ пурри палӑрать.
1965 ҫулта К. Ф. Захаровӑпа В. Г. Орлова сӗннӗ вырӑс чӗлхин диалект пайланӑвӗ тӑрӑх, наречисен тата вӑтам вырӑс калаҫӑвӗсен йышӗнче хӑй тӗллӗ ушкӑнсене йӗркелемен калаҫусемпе уйрӑм калаҫусен ҫак ушкӑнӗсене палӑртаҫҫӗ:
- Ҫурҫӗр енчи наречи:
- Ладого-Тихвин калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ;
- ҫурҫӗр наречийӗн зонасем хушшинчи калаҫусем (Онега калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ, лач калаҫӑвӗсем, белозер-бежец калаҫӑвӗсем);
- Вологда калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ, Кострома калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ;
- Архангельск (Поморье) калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ;
- Кӑнтӑр енчи наречи:
- Анӑҫ калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ, Тури Днепр калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ, Тури Десна калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ;
- кӑнтӑр наречийӗн зонасем хушшинчи А калаҫӑвӗсем;
- Курск-Орёл калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ;
- кӑнтӑр наречийӗн зонасем хушшинчи А калаҫӑвӗсес (Тула калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ, Елецк калаҫӑвӗсем, Оскол калаҫӑвӗсем);
- Тухӑҫ (Рязань) калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ;
- Дон калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ;
- Вӑтам вырӑс калаҫӑвӗсем:
- анӑҫ вӑтам вырӑс калаҫӑвӗсем:
- анӑҫ вӑтам вырӑс «о» калаҫӑвӗсем:
- новгород калаҫӑвӗсем;
- Гдово калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ;
- анӑҫ вӑтам вырӑс «а» калаҫӑвӗсем:
- Псков калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ;
- селигер-торжок калаҫӑвӗсем;
- анӑҫ вӑтам вырӑс «о» калаҫӑвӗсем:
- тухӑҫ вӑтам вырӑс калаҫӑвӗсем:
- тухӑҫ вӑтам вырӑс «о» калаҫӑвӗсем:
- Улатимӗр-Атӑлҫи калаҫӑвӗсен ушкӑнӗ (Тӗвер тата Чулхула кӗҫӗн ушкӑнӗсемпе пӗрле);
- тухӑҫ вӑтам вырӑс «а» калаҫӑвӗсем:
- тухӑҫ вӑтам вырӑс «а» калаҫӑвӗсен А ушкӑнӗ;
- тухӑҫ вӑтам вырӑс «а» калаҫӑвӗсен Б ушкӑнӗ;
- тухӑҫ вӑтам вырӑс «а» калаҫӑвӗсен В ушкӑнӗ;
- Чухлома утравӗн калаҫӑвӗ.
- тухӑҫ вӑтам вырӑс «о» калаҫӑвӗсем:
- анӑҫ вӑтам вырӑс калаҫӑвӗсем:
Наречисемпе калаҫусен ушкӑнӗсемсӗр пуҫне ареалти уйрӑм виҫесем те палӑртаҫҫӗ — пулӑшу тивӗҫне пурнӑҫлакан диалект зонисем: анӑҫ, ҫурҫӗр, ҫурҫӗр-анӑҫ, ҫурҫӗр-тухӑҫ, кӑнтӑр, кӑнтӑр-анӑҫ, кӑнтӑр-тухӑҫ тата тӗп.
Хальхи вырӑс диалект ушкӑнӗсем авалхи вырӑс чӗлхин диалекчӗсене тӗрлӗ майлӑ хутшӑннипе, ҫӗнетсе улӑштарнипе тата вырӑнтан вырӑна куҫарнипе йӗркеленнӗ. Новгород тата ростов-суздаль диалекчӗсен никӗсӗ ҫинче ҫурҫӗр наречипе вӑтам вырӑс калаҫӑвӗсем (юлашкисем — кӑнтӑр вырӑс диалект облаҫӗпе пӗр-пӗринпе хутшӑннипе) йӗркеленнӗ. Кӑнтӑр наречийӗ кӑнтӑрти вырӑс «а» диалекчӗн тата «а»-па калаҫас витӗмӗллӗ смоленск-полоцк диалекчӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ.
Вырӑс чӗлхинчи диалект уйрӑмлӑхӗсем тӗрлӗ регионсенчи вырӑссене пӗр-пӗрне ӑнланма чӑрмантарасси вӑйлах палӑрмасть. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем анлӑ сарӑлни, пӗтӗмӗшле пӗлӳ кӗртни, халӑхӑн масштаблӑ миграцийӗсем XX ӗмӗрте диалект уйрӑмлӑхӗсене пӗтернӗ тата диаклект тӗсӗсемпе усӑ куракан ҫынсен шучӗ чакнӑ. Диалект калаҫӑвӗсене ял халӑхӗ (тӗпрен илсен аслӑ ӑру) кӑна упраса хӑварать, хула халӑхӗ калаҫусенче кӑшт-кашт ҫеҫ усӑ курать.
Ҫырулӑх
Вырӑс чӗлхинче ҫыру валли кириллица ҫинче никӗсленекен алфавитпа усӑ кураҫҫӗ. Кирилл алфавитне висанти грек алфавичӗн никӗсӗ ҫинче туса хунӑ, славян фонемисене палӑртма ятарлӑ саспаллисем хушнӑ. Руҫре кириллица X ӗмӗр пуҫламӑшӗнчен кая юлмасӑр йӗркеленсе кайнӑ та христианизаци тапхӑрӗнче анлӑ сарӑлнӑ. X ӗмӗртен пуҫласа XVIII ӗмӗрччен кириллица шрифчӗн тӗсӗ улшӑнса пынӑ — тӗрлӗ вӑхӑтра устав(выр.)чăв., ҫурма устав(выр.)чăв., хӑвӑрт ҫыру(выр.)чăв. тата ытти те сарӑлнӑ. XVIII ӗмӗртенпе кирилл алфавичӗпе тӗн литератури валли кӑна усӑ кураҫҫӗ, ытти пур сферӑра та I Петӗр 1708 ҫулта кӗртнӗ граждан шрифчӗпе(выр.)чăв. усӑ кураҫҫӗ. Малалла орфографипе графика чылай улшӑнусене чӑтса ирттернӗ (чи пӗлтерӗшлӗ улшӑнусене 1918 ҫулхи реформа вӑхӑтӗнче йышӑннӑ), ун чух і, ѣ, ѳ тата ѵ саспаллисене кӑларса пӑрахнӑ, й саспаллине тата факультативлӑ ё саспаллине кӗртнӗ. Хальхи вӑхӑтра 1918 ҫулта йышӑннӑ графикӑпа орфографи пур ҫӗрте те сарӑлнӑ; ют ҫӗршывсенчи вырӑсла кӑларӑмсен пӗчӗк пайӗнче кӑна кивӗ стиль орфографийӗ сыхланса юлать.
Вырӑс чӗлхи алфавитӗнче 33 саспалли:
| А а | Б б | В в | Г г | Д д | Е е | Ё ё | Ж ж | З з | И и | Й й |
| К к | Л л | М м | Н н | О о | П п | Р р | С с | Т т | У у | Ф ф |
| Х х | Ц ц | Ч ч | Ш ш | Щ щ | Ъ ъ | Ы ы | Ь ь | Э э | Ю ю | Я я |
Вырӑс чӗлхин орфографийӗ фонетика тата йӑлана кӗнӗ элементсемлӗ морфологи тӗсӗ шутне кӗрет.
Вырӑс чӗлхинче пусӑма ҫырура палӑртмаҫҫӗ, пусӑм палли омографсене уйӑрма ҫеҫ кирлӗ: за́мок тата замо́к.
Истори
Вырӑс чӗлхин кун-ҫулӗнче виҫӗ тӗп тапхӑр палӑртаҫҫӗ:
- авалхи вырӑс;
- ватӑ вырӑс;
- наци чӗлхин тапхӑрӗ.
Вырӑс чӗлхин историллӗ аталанӑвӗн пуҫламӑш тапхӑрӗ тесе русистикӑра, тӗрӗссипе, тухӑҫ славян ушкӑнӗн хальхи мӗнпур чӗлхисен мӑн аслашшӗ пулса тӑракан авалхи вырӑс чӗлхин историне калаҫҫӗ.
Авалхи вырӑс тапхӑрӗ
Авалхи вырӑс тапхӑрӗн пуҫламӑшӗ шутне славянсен пӗрлӗхӗнчен тухнӑ тухӑҫ славянсене пӗрлештерес тата тухӑҫ славян чӗлхисен пӗрремӗш йӗрӗсем (VI—VII ӗмӗрти) йӗркеленнине кӗртнӗ.
Ҫак тапхӑрӑн тӗп пайӗ (IX—XIV ӗмӗрсем) тухӑҫ праславян диалекчӗсен никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ, аталаннӑ тата арканнӑ тапхӑр шутланать.
Авалхи вырӑс тапхӑрӗнче ҫырулӑх чӗлхипе (чиркӳ славян чӗлхи) тата кулленхи хутшӑну чӗлхипе (авалхи вырӑс чӗлхи) усӑ курнӑ. Авалхи вырӑс патшалӑхӗнчи ҫак икӗ идиома тӗрлӗ сферӑра ӗҫленӗ пулин те, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫураҫса хутшӑннӑ: авалхи вырӑс чӗлхине чиркӳ славян чӗлхиллӗ авалхи вырӑс литературин уйрӑмлӑхӗсем кӗнӗ, чиркӳ славян чӗлхи тухӑҫ славян чӗлхе элеменчӗсене йышӑннӑ.
Чиркӳ славян чӗлхипе танлаштарсан, авалхи вырӑс чӗлхиллӗ палӑксен шучӗ сахалрах сыхланса юлнӑ — тӗпрен илсен ку хурӑн ҫинчи уйрӑм ҫырусем (Новгородран, Смоленскран, Звенигород-Галичран тата ытти хуласенчен) тата кӑштах юридици тата ӗҫ хучӗсем. Унсӑр пуҫне авалхи вырӑс чӗлхин тӗрлӗ элеменчӗсем Руҫре йӗркеленӗ чиркӳ славян литература палӑкӗсенче, ҫав шутра авалхи Новгород кодексӗнче (XI ӗмӗрӗн 1-мӗш чӗрӗкӗ), Остромирово Евангелийӗнче (1056 / 1057 ҫулсем) тата ыттисенче те сыхланса юлнӑ. Авалхи вырӑс палӑкӗсене кириллицӑпа ҫырнӑ, глаголицӑпа ҫырнӑ текстсем сыхланса юлман.
Авалхи вырӑс чӗлхин историллӗ тапхӑрӗнче пулас аслӑ вырӑс территоринче, пӗр енчен, авалхи Новгород тата Ҫурҫӗр-Тухӑҫ Руҫӗн тата ытти диалекчӗсен чӗлхе уйрӑмлӑхӗсем ҫывӑхланаҫҫӗ, тепӗр енчен — Руҫӗн ҫурҫӗрпе ҫурҫӗр-тухӑҫне анӑҫран тата кӑнтӑр-анӑҫран уйӑрса тӑракан чӗлхе уйрӑмлӑхӗсем йӗркеленеҫҫӗ. XIV ӗмӗр тӗлне чӗлхе уйрӑмлӑхӗсене йӗркелес процесс Руҫӗн Мускав кнеҫлӗхӗн аллинче пулнӑ ҫурҫӗр-тухӑҫ территорийӗсем тата Литвапа Польша Аслӑ кнеҫлӗхӗ шутӗнче пулнӑ анӑҫ тата кӑнтӑр-анӑҫ территорисем уйрӑмшар аталаннипе вӑйланать. XIV—XV ӗмӗрсем тӗлне авалхи вырӑс чӗлхи виҫӗ уйрӑм тухӑҫ славян чӗлхине пайланнӑ.
Ватӑ вырӑс тапхӑрӗ
Ватӑ вырӑс (е аслӑ вырӑс) тапхӑрӗ чӗлхе аталанӑвӗн XIV—XVII ӗмӗрӗсене ярса илет. Ҫак вӑхӑтра хальхи вырӑс чӗлхинне ҫывӑх фонетика, морфологи тата синтаксис тытӑмӗсем йӗркеленме тытӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак чӗлхе улшӑнӑвӗсем пулса иртеҫҫӗ:
- ҫемҫе хупӑ сасӑсем хыҫҫӑн хытӑ хупӑ сасӑсем умӗнче «е» сасӑ «о»-па улшӑнни: [н’ес] > [н’ос];
- оппозицилле хытӑ/ҫемҫе тата янӑравсӑр/янӑравлӑ хупӑ сасӑсен тытӑмӗ йӗркеленни;
- замена согласных ц, з, с формах тайӑм формисенче к, г, х (рукней, ногень, сохнозень, сознозень); украин тата белорус чӗлхисенче ҫакӑн пек падеж черетленӗвӗсем сыхланса юлаҫҫӗ:;
- иккӗллӗ хисеп категорине ҫухатни;
- ятлӑ падеж формине ҫухатни, вӑл менелник падежӗн формипе (тӑванӑм! ывӑлӑм!) ылмашӑнма пуҫлани, чӗнӳ падежӗ украин чӗлхинче сыхланса юлать, кӑштах белорус чӗлхинче: укр. брате! ывӑлӑм! ; бел. браце! ;
- палӑртӑвӗ тата флексийӗ анлӑ сарӑлни-а япала ячӗсен ят падежӗн нумайлӑ хисеп (хула, ҫурт, вӗрентекен) форминче вӑл украинла тата белорусла ҫук чухне: укр. доми, вчителі; бел. гарады, дамы, вучыцелі;
- тайлӑк типсен унификацийӗ;
- адъективлӑ вӗҫленӗвӗсен улшӑнӑвӗ [-имин [-ему (ансат, хӑй виҫҫӗмӗшӗ ансат, хӑй виҫҫӗмӗш пайӗ улшӑнать);
- хушу наклоненийӗн формисем тухни с-к-к,-г-вырӑнне ц-ц-,-з-(пеци вырӑнне пеки, пулӑш вырӑнне) тата на-ите вырӑнне-ряте (небете вырӑнне йӑтса пырӑр);
- иртнӗ вӑхӑтӑн пӗр формин чӗрӗ пуплевӗнче глаголсен — перфект формисен йышне кӗнӗ на-л причастийӗн — ҫирӗпленни;
- хресчен, арман хуҫи, суха пуҫ, ял тата ытти нумай-нумай аслӑ вырӑс сӑмахӗсем тухни.
XII ӗмӗрӗн иккӗмӗш пайӗнче — XIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш пайӗнче (новгород, псков, смолен, ростово-суздаль тата акающий диалекчӗ, ҫӳлти тата вӑтам Ока тата Сейма юханшывсем хушшинче) йӗркеленнӗ диалектсем хушшинче ростово-суздаль, тӗрӗсрех каласан, мускав диалекчӗ пулса тӑрать. ры.
XIV ӗмӗрӗн иккӗмӗш чӗрӗкӗнчен пуҫласа Мускав аслӑ вырӑс ҫӗрӗсен политика тата культура тӗпӗ пулса тӑрать, XV ӗмӗрте Мускав влаҫӗ айӗнче Мускав Аслӑ кнеҫлӗхне кӗртнӗ анлӑ вырӑс ҫӗрӗсем пӗрлешеҫҫӗ. Мускав калаҫӑвӗсен никӗсӗ ҫинче, ҫавӑн пекех ытти вырӑс диалекчӗсен (рязан, новгород т. ыт. те) чӗлхе элеменчӗсем. XVI ӗмӗр тӗлне Мускаври калаҫу пуплевӗн нормисем майӗпен ӳссе пыраҫҫӗ. Ҫак нормӑсем хӑйсенче ҫурҫӗр вырӑссен (г. взрыв вӗренӗвӗн хупӑ пайӗ, 3-мӗш сӑпатри глаголсен т. ыт. те) пулнӑ. тата кӑнтӑр вырӑс енӗсем (аканье т. ыт. те). Мускав койне тӗслӗхлӗ пулса тӑрать, ытти вырӑс хулисенче сарӑлса авалхи вырӑс ҫыру чӗлхине вӑйлӑ витӗм кӳрет. Чӗлхене унификацилеме XV—-XVI ӗмӗрсенче тухнӑ кӗнеке пичетлесси витӗм кӳрет. Ҫак тапхӑрта чиркӳ тата ҫутӑ кӗнекисен кӑларӑмӗсенче ҫур уставпа усӑ курма пуҫланӑ. Мускаври калаҫу никӗсӗпе XV—-XVII ӗмӗрсенчи чылай официаллӑ документсемпе хайлавсене ҫырнӑ: «Хожение за три моря» Афанасий Никитина, сочинения Ивана IV Грозного, «Повесть о Петре и Февронии Муромских», «Повесть о псковском взятиииииииии», сатирическая литература т. ыт.
XIV—XVII ӗмӗрсенче майӗпен диглосси ылмашӑннӑ литература икчӗлхелӗхӗ йӗркеленет: вырӑс изводӗн чиркӳ славян чӗлхи ҫаплах халӑх пуплев никӗсӗллӗ вырӑс литература чӗлхипе ҫыхӑнса тӑрать. Ҫак чӗлхе системисем хушшинче тӗрлӗ куҫса ҫӳрекен типсем сиксе тухаҫҫӗ. Литературӑпа чӗлхе процесӗсенче хирӗҫле тенденцисене палӑртаҫҫӗ:
пӗр енчен, XIV ӗмӗрӗн вӗҫӗнчен вырӑс обществин анлӑ сийӗсемпе усӑ курма май пур тӗрлӗ жанрлӑ литература тухать,
тепӗр енчен — кӑнтӑр славянсен иккӗмӗш витӗмне пула нумай хайлавсен чӗлхине архаизацилесси вӑйланать; ҫак витӗмпе ҫуралнӑ кӗнеке «сӑмах ҫаврӑнӑшӗ» ҫав вӑхӑтри халӑх калаҫӑвӗпе вӑйлансах пырать.
Кивӗ вырӑс тапхӑрӗнче вырӑс чӗлхин диалект пайташӗ улшӑнать. XVII ӗмӗр тӗлне икӗ пысӑк диалект группировки — ҫурҫӗр вырӑс тата кӑнтӑр вырӑс наречийӗсем, ҫаплах вӗсен хушшинче куҫса ҫӳрекен вӑтам вырӑс калаҫӑвӗсем — йӗркеленеҫҫӗ.
Вырӑс наци чӗлхин тапхӑрӗ
XVII ӗмӗрӗн варринчен вырӑс нацийӗ йӗркеленет те вырӑс наци чӗлхи Мускав койне никӗсӗпе йӗркеленме тытӑнать. Наци чӗлхине йӗркелеме тата аталантарма ҫырулӑх, вӗрентӳ тата ӑслӑлӑх анлӑрах сарӑлма пулӑшать.
Вырӑс наци чӗлхи тапхӑрӗнче литература икчӗлхелӗхӗ пӗтет. XVI ӗмӗрӗн иккӗмӗш пайӗнчен чиркӳ славян чӗлхине усӑ курас сфера майӗпен хӗсӗнсе пырать, XVIII—XVIII ӗмӗрсен чикки тӗлне вӑл литурги чӗлхи пек ҫеҫ сыхланса юлать. Вырӑс литература чӗлхи шутне кӗртнӗ чиркӳллӗ славянизмсем стилистика енчен нейтраллӑ пулаҫҫӗ е архаизмсен пӗтӗмӗшле разрядне кӗреҫҫӗ те урӑх чӗлхе элеменчӗсем пек йышӑнмаҫҫӗ.
Вырӑс литература чӗлхин нормисем XVIII—-XVIII ӗмӗрсенче йӗркеленеҫҫӗ. XVIII ӗмӗрӗн варри тӗлне литература стандарчӗн чӗлхе-калаҫу тӗрлӗхӗ йӗркеленет. 1755 ҫулта М. В. Ломоносов вырӑс литература чӗлхин нормисене ҫирӗплетекен пӗрремӗш грамматикӑна («Российская грамматика») туса хурать. Нормӑсене стабилизацилесси, стилистика хатӗрӗсене лайӑхлатасси, словарь фончӗ хушӑнни А. Д. Кантемир, В. К. Тредиаковский, М. В. Ломоносов, А. П. Сумароков, Н. И. Новиков, Д. И. Фонвизин, Г. Р. Державин, Н. М. Карамзина, И. А. Крылова, А. С. Грибоедова, А. С. Пушкина. Вырӑс пӗрлӗхӗнче чи пысӑк сасӑ вырӑс калаҫу, ют ҫӗршыв тата чиркӳ славян элеменчӗсен синтезне илнӗ, вӑл А. С. Пушкинӑн литература произведенийӗсемшӗн характерлӑ пулнӑ. Шӑпах ҫак формӑра вырӑс чӗлхи пӗтӗмӗшле илсен хальхи вӑхӑтчен упранать. Пушкин тапхӑрӗнчи вырӑс чӗлхин нормисем малашне XIX — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи ҫыравҫӑсен — М. Ю. Лермонтов, Н. В. Гоголь, И. С. Тургенев, Ф. М. Достоевский, М. Е. Салтыков-Щедрин, Л. Н. Толстой, А. П. Чехов, М. И. Горький, А. Бунина тата ыттисене те. Ҫавӑн пекех вырӑс литература чӗлхин нормисене XIX ӗмӗр варринчен тарӑнлатма тата лайӑхлатма вырӑс наукипе публицистикин чӗлхи пысӑк витӗм кӳнӗ.
Вырӑс наци чӗлхи тапхӑрӗнче вырӑс пуплевне тата ют ҫӗршыв кивҫенӗсен ҫырулӑхне хастар кӗрсе кайнине тата ют чӗлхе моделӗсемпе калькӑланине палӑртаҫҫӗ. Чи вӑйлӑ хастарланчӗ ҫак процесс I Петӗр тапхӑрӗнче. XVII ӗмӗрте кивҫенсен тӗп ҫӑлкуҫӗ поляк чӗлхи пулнӑ: час-часах анӑҫ европа чӗлхисенчен кивҫен илнисем вырӑс чӗлхине поляк чӗлхи урлӑ лекнӗ. XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вырӑс чӗлхинче ытларах нимӗҫ тата голланд кивҫенӗсем пулаҫҫӗ. XIX ӗмӗрте француз чӗлхи ҫине мода тухать, XX ӗмӗрӗн иккӗмӗш пайӗнче — XXI пуҫламӑшӗнче вара кивҫенсен тӗп ҫӑлкуҫӗ акӑлчан пулса тӑрать. Лексика фондне пуянлатма наука, техника тата культура активлӑ аталанма, тӗнчери ҫыхӑнусене анлӑлатма пулӑшаҫҫӗ. Словарь йышӗнчи улшӑнусене вырӑс обществинче XX ӗмӗрте (Октябрь революцийӗ, СССР арканнӑ) политика улшӑнӑвӗсем те кӗртнӗ.
1708 ҫулта граждан тата чиркӳ славян алфавичӗсене уйӑраҫҫӗ. 1918 ҫулта вырӑс правописанийӗн реформине пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ, 1956 ҫулта сахалтарах орфографи улшӑнӑвӗсене кӗртеҫҫӗ.
Вырӑс наци чӗлхи тапхӑрӗнче диалект ваклавӗн процесӗсем вӑрахланаҫҫӗ, ҫав хушӑрах вӑл вӑхӑтра пулнӑ территори диалекчӗсен чиккисем ишӗлеҫҫӗ. Вырӑсла калаҫусем «кӗҫӗн чӗлхе формойми» пулса тӑраҫҫӗ те литература чӗлхин пуплевпе пуплев тӗрленчӗкӗ хӗсӗнсе тухать.
XX ӗмӗрте вырӑс чӗлхи тӗнче (глобаллӑ) чӗлхисен шутне кӗнӗ. Вырӑс чӗлхи сарӑлни нумай чухне Раҫҫей империн, кайран СССР витӗмӗн чиккисемпе сферисене анлӑлатнипе, халӗ Раҫҫей Федерацийӗн лаптӑкӗпе планетӑн чи пысӑк суверенлӑ патшалӑхӗ пулнипе пулса тӑнӑ.
Истори аталанӑвӗн вӗҫленсе пыракан тапхӑрӗнче вырӑс чӗлхи обществӑн пурнӑҫӗн пур сферисенче те усӑ куракан тата чӗлхе нормисемпе кодификациленӗ нумай функциллӗ хутшӑну хатӗрӗн паллисене тишкернӗ.
Лингвистика характеристики
Фонетика тата фонологи
Уҫӑ сасӑсем
Вырӑс литература чӗлхин вокализмӗ пилӗк е улттӑ уҫӑ сасӑллӑ фонемӑсенчен тӑрать. Уҫӑ сасӑсем чӗлхе мӗн тери ҫӗкленнӗ шайӗпе,речӗпе, лабиализаци пуррипе тата ҫуккипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ:
| Чӗлхе ҫӗкленни | Рет | ||
|---|---|---|---|
| Малта | Вӑтам | Кайра | |
| Лабиализациленмен | Лабиализациленнӗ | ||
| Ҫӳлти | /и/ | (/ы/) | /у/ |
| Вӑтам | /е/ | /о/ | |
| Аялти | /а/ | ||
/И/ фонема ҫемҫе хупӑ сасӑсем хыҫҫӑн тата сӑмах пуҫламӑшӗнче малти ретри сасӑ пулса тӑрать, хытӑ хупӑ сасӑсем хыҫҫӑн вара — [ы] — вӑтам ӗретри сасӑ. Ҫавӑн пекех /и/ тата /ы/ сасӑсене икӗ тӗрлӗ фонемӑсем тесе пӑхма пултараҫҫӗ. Уҫӑ сасӑсемшӗн вӑйлӑ позици — пусӑмлӑ пулсан, пусӑмсӑр позицире хӑш-пӗр уҫӑ сасӑллӑ фонемӑсем (/о/, /а/, /е/) вӑйсӑрланма пултараҫҫӗ тата хӑш-пӗр сӑмахсенче уйрӑлса тӑмасан та пултараҫҫӗ (редукцисем тӑваҫҫӗ): в[ó]ды — в[ʌ]дá, [л’е]с— [л’ие]сá. Ҫав вӑхӑтрах пусӑмлӑ сыпӑк тӗлӗшпе тӗрлӗ позицире тӑнине кура (пусӑм хыҫҫӑн е пусӑм умӗн пӗрремӗш, иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш сыпӑк) уҫӑ сасӑсем тӗрлӗрен редукциленеҫҫӗ. Ытти уҫӑ сасӑсем пусӑмсӑр позицире артикуляцие кӑштах ҫемҫетеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне /и/ уҫӑ сасӑ хытӑ хупӑ сасӑсем хыҫҫӑн вӑтам ретри уҫӑ сасӑ [ы] пек калӑнать: игра — под[ы]грывать, в‿[ы]гре.
Вырӑс чӗлхинче сыпӑк тӑваканнисем уҫӑ сасӑсем пулаҫҫӗ (питӗ сайра тата хӑвӑрт калаҫнӑ чухне кӑна ялан янравлӑ хупӑ сасӑсем тума пултараҫҫӗ: театр, вопль).
Хупӑ сасӑсем
Вырӑс литература чӗлхин консонантизм тытӑмӗ 37 хупӑ фонемӑран тӑрать. Хупӑ сасӑсене икӗ ушкӑна пайлаҫҫӗ — янравлӑ тата шавлӑ; вӗсене те, кусене те вырӑнпа тата пулнӑ мелӗпе уйӑраҫҫӗ (скобкӑсене фонемӑсен позици варианчӗсене кӑтартнӑ, хупӑ сасӑсен мӑшӑрӗсенче сулахай енче янраман хупӑ сасӑсене, сылтӑмра — янӑравлӑ хупӑ сасӑсене илсе кӑтартнӑ):
| Мӗнле пулнине кура | Пулнӑ вырӑнне кура | ||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| Тута | Чӗлхен малти пайӗе | Чӗлхен вӑта пайӗе | Чӗлхен кайри пайӗ | ||||||
| тута- тута |
тута- шӑлсем |
шӑлсеме | ҫӑвар маччи | ||||||
| Шавлисем | Янравлисем | тв. | /п/ /б/ | т/ /д/ | /к/ /г/ | ||||
| м. | /п’/ /б’/ | /т’/ /д’/ | /к’/ /г’/ | ||||||
| аффрикатсем | тв. | /ц/ ([д͡з]) | |||||||
| м. | /ч/ ([д͡ж’]) | ||||||||
| фрикативлисем | тв. | /ф/ /в/ | /с/ /з/ | /ш/ /ж/ | /х/ ([ɣ]) | ||||
| м. | /ф’/ /в’/ | /с’/ /з’/ | /щ/ /ж̅’/ | /х’/ | |||||
| янравлисем | сӑмсаллисем | тв. | /м/ | /н/ | |||||
| м. | /м’/ | /н’/ | |||||||
| аяккинчисем | тв. | /л/ | |||||||
| м. | /л’/ | ||||||||
| шӑваканнисем | м. | /j/ | |||||||
| чӗтревлисем | тв. | /р/ | |||||||
| м. | /р’/ | ||||||||
Вӗренӳ историйӗ
Вырӑс чӗлхине XVII ӗмӗртен пуҫласа Л. И. Зизаний, М. Смотрицкий, Н. Г. Курганов, В. Е. Адодуров, А. А. Барсов тата ыттисем те тишкернӗ, анчах та вырӑс чӗлхине тӗпчес ӗҫре чӑн-чӑн системӑллӑ ӑслӑлӑх никӗсне XVIII ӗмӗр варринчен ҫеҫ М. В. Ломоносов хывнӑ, вӑл хальхи русистикӑна никӗслекенни шутланать. М. В. Ломоносов вырӑс чӗлхин пӗрремӗш ӑслӑлӑх тишкерӗвӗн авторӗ, «Раҫҫей грамматикин» (1755) авторӗ тата виҫӗ стиль теорине йӗркелекенӗ («Предисловие о пользе книг церковных в российском языке», 1758) пулнӑ. Ҫак ӗҫсем вырӑс литература чӗлхин пӗрлӗхлӗ нормисене йӗркелеме никӗс хывнӑ. М. В. Ломоносовӑн витӗмне вырӑс лексикографийӗ йӗркеленинче те кӑтартнӑ — унӑн теорийӗпе практики вырӑс чӗлхин пӗрремӗш словарьне — «Словарь Академии Российскойской» (1789—1794) — ҫыракансемшӗн ориентир пулса тӑнӑ,.
XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче тата варринче вырӑс чӗлхине тӗпчессипе А. Х. Востоков, И. Ф. Калайдович, Н. И. Греч, Г. П. Павский, И. И. Давыдов, К. С. Аксаков, Н. П. Некрасов тата ыттисем ӗҫленӗ. А. Х. Востоковӑн авалхи славян ҫырулӑхӗн палӑкӗсене тата вырӑс тата ытти славян чӗлхисен грамматикисене тӗпченӗ ӗҫӗсем русистика кун-ҫулӗнче уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. XIX ӗмӗрте вырӑс чӗлхин чи пысӑк тӗпчевҫисенчен пӗри И. И. Срезневский пулнӑ. Унӑн ӑслӑлӑх ӗҫ-хӗлӗн тӗп сфери вырӑс чӗлхин историйӗ («Мысли об истории русского языка», 1849) пулнӑ, ҫав шутра авалхи славян тата вырӑс ҫырулӑхӗн палӑкӗсене тӗпчени те. И. И. Срезневский «Материалы для словаря древнерусского языка» (3 томлӑ, 1893—1903) ӗҫӗн авторӗ. Унсӑр пуҫне А. Х. Востоковпа пӗрле вӑл вырӑс диалектологине пуҫарса янӑ — ҫак ӑсчахсем тӑрӑшнипе 1852 ҫулта «Опыт областного великорусского словаря» кӑларнӑ.
Вырӑс чӗлхине тӗпчес ӗҫе XIX ӗмӗрӗн варринче тата иккӗмӗш пайӗнче Ф. И. Буслаев (пӗрремӗш вырӑс истори грамматикин авторӗ — «Опыт исторической грамматики русского языка», 1858), В. И. Даль («Толковый словарь живого великорусского языка», 4 томлӑ, 1863—1866), вырӑс-украин чӗлхеҫи, харьков лингвистика шкулӗн никӗслевҫи А. А. Потебня («Из записок по русской грамматике» ӗҫ авторӗ, 4 томлӑ, 1874—1941) тата Я. К. Грот пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӑл хатӗрленӗ правилӑсемпе («Русское правописание», 1885) 1917—1918 ҫулсенчи орфографи реформи таранах усӑ курнӑ..
XIX—XX ӗмӗрсен чиккинче вырӑс чӗлхине тӗпчени Ф. Ф. Фортунатов (Мускаври лингвистика шкулне ертсе пынӑ, танлаштаруллӑ-историллӗ чӗлхе пӗлӗвӗн чи пысӑк представителӗ), А. А. Шахматов (вырӑс литература чӗлхин тӗпчевӗ, вырӑс диалектологийӗ, лингвистика текстологийӗ тата русистикӑри ытти ӑслӑлӑх енӗсене никӗслекен) , А. И. Соболевский (авалхи вырӑс ҫырулӑхӗн, вырӑс чӗлхин тата диалектсен кун-ҫулӗн чи пысӑк тӗпчевҫи), И. А. Бодуэн де Куртенэ (Хусанти лингвистика шкулне йӗркелекенӗ, каярах — петербург лингвистика шкулне йӗркелекенӗ, фонологие никӗслекенӗ, морфемӑсен ҫинчен вӗрентӗве никӗслекен) тата ытти ятсемпе ҫыхӑннӑ. Ф. Ф. Фортунатовӑн шухӑшӗсене унӑн вӗренекенӗсем — М. Н. Петерсон, Н. Н. Дурново, А. М. Пешковский, Д. Н. Ушаков тата ыттисем — аталантарнӑ. А. А. Шахматовӑн ӗҫне тӑсакансем Л. В. Щерба, В. В. Виноградов, А. И. Соболевскийӗн — Н. М. Каринский пулнӑ. И. А. Бодуэн де Куртенэпе пӗрле хусан шкулӗн паллӑ ӑсчахӗсем Н. В. Крушевский тата В. А. Богородицкий пулса тӑнӑ.
1920—1930 ҫулсенче чӗлхе пӗлӗвӗн тӗрлӗ облаҫӗсенче вырӑс чӗлхине тӗпчес ӗҫсен шучӗ ӳссе пынӑ, русистикӑра ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем аталаннӑ. Диалектологи енӗпе Е. Ф. Карский, А. М. Селищев, П. Я. Черных; грамматика тытӑмӗнче — С. П. Обнорский, А. М. Пешковский, Н. Н. Дурново, М. Н. Петерсон; вырӑс литература чӗлхине тата унӑн историне тӗпчессипе — В. В. Виноградов, Л. А. Булаховский; фонетикӑра — В. А. Богородицкий, Д. Н. Ушаков, Л. В. Щерба; чӗлхе историйӗпе — Н. Н. Дурново, Б. А. Ларин; лексикографи енӗпе — Л. В. Щерба тата ыттисем нумай ӗҫленӗ.
1940—1980-мӗш ҫулсенче вырӑс чӗлхине тӗпчнесси анлӑ тата тӗрлӗ енлӗ аталанса пынӑ. Историллӗ русистикӑн нумай аспекчӗсене В. И. Борковский, С. И. Котков, П. С. Кузнецов, Т. П. Ломтев, С. П. Обнорский, Ф. П. Филин, П. Я. Черных, Л. П. Якубинский тӗпчевӗсенче ҫырса кӑтартнӑ. Вырӑс диалектологийӗпе Р. И. Аванесов, К. Ф. Захарова, В. Г. Орлова, К. В. Горшкова, С. В. Бромлей, Л. Н. Булатова, И. Б. Кузьмина паха ӗҫсем кӑларнӑ. Фонетикӑпа фонологи енӗпе Мускаври фонологи шкулӗн представителӗсен — Р. И. Аванесовӑн, А. А. Реформатскин, П. С. Кузнецовӑн, М. В. Пановӑн, Ленинградри фонологи шкулӗн представителӗсен — Л. Р. Зиндерӑн, М. И. Матусевичӑн ӗҫӗсем палӑраҫҫӗ. Орфоэпи енӗпе — Р. И. Аванесовпа Н. А. Еськовӑн ӗҫӗсем. Интонаци енӗпе — Е. А. Брызгунова, Т. М. Николаева ӗҫӗсем. Грамматика енӗпе — В. Н. Сидоров, П. С. Кузнецов, Н. С. Поспелов, Т. П. Ломтев, А. В. Исаченко, Б. Н. Головин, Ю. С. Маслов, Н. Ю. Шведова, Д. Н. Шмелёв, А. В. Бондарко, А. Ю. Зализняк, Ю. Д. Апресян, И. П. Мучник, Г. А. Золотова, В. А. Белошапкова, Н. Д. Арутюнов, И. А. Мельчук, Е. В. Падучева, Т. В. Булыгин, Е. Н. Ширяев ӗҫӗсем. Сӑмах тытӑмӗ енӗпе — Г. О. Винокур, Е. А. Земская, Н. М. Шанский, В. В. Лопатин, И. С. Улуханов, А. Н. Тихонов, Г. С. Зенков, Н. А. Янко-Триницкая, И. Г. Милославский ӗҫӗсем. Лексикологи енӗпе — С. И. Ожегов, О. С. Ахманова, Ю. С. Сорокин, Л. Л. Кутина, Д. Н. Шмелёв, Ю. Н. Караулов, Ф. П. Сороколетов, П. Н. Денисов ӗҫӗсем. Илемлӗ литература чӗлхи тата стилистика енӗпе — Г. О. Винокур, Б. В. Томашевский, Б. А. Ларин, И. С. Ильинская, А. Д. Григорьева, В. П. Григорьев, Т. Г. Винокур, Е. А. Иванчикова ӗҫӗсем. Вырӑс литература чӗлхин историйӗпе — Г. О. Винокур, Б. А. Ларин, Ю. С. Сорокин, Б. А. Успенский тата ыттисен ӗҫӗсем.
XX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи русистика аталанӑвӗн чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗсене В. В. Виноградов тата хӑй йӗркеленӗ лингвистика шкулӗн ӗҫӗсенче палӑртнӑ. Вырӑс чӗлхине тӗпченин историйӗнче сакӑн пек ӗҫсен академилле кӑларӑмӗсем паллӑ та пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ: «Грамматика русского языка» (В. В. Виноградов редакцийӗпе, 1952—1954), «Грамматика современного русского литературного языка» (1970, Н. Ю. Шведова редакцийӗпе), «Русская грамматика» (2 томлӑ, 1980, Н. Ю. Шведова редакцийӗпе), «Историческая грамматика русского языка» (1978—1982); «Русский язык» энциклопеди (1979, 1997 ҫулта тепре кӑларнӑ); этимологи сӑмахсарӗсем (ҫав шутра М. Фасмер словарӗн вырӑсла кӑларӑмӗ, 4 томлӑ, 1986—1987); историлле сӑмахсарсем; литература чӗлхин нормативлӑ сӑмахсарӗсем (Д. Н. Ушаков редакцийӗпе, 1935—1940, редакципе); С. И. Ожегов редакцийӗпе, 1949; Н. Ю. Шведова редакцийӗпе, 1972); «Словарь русского языка» (А. П. Евгеньева редакцийепе, 1981—1984), Хальхи вырӑс литература чӗлхин сӑмахсарӗ (3-мӗш кӑларӑм, 2004 ҫултан); «Словарь русских народных говоров» (Ф. П. Филин редакцийӗпе, 20 томлӑ, 1965—1985) тата регионсенчи диалект сӑмахсарӗсем; «Грамматический словарь русского языка» (А. А. Зализняк редакцийӗпе, 1977), «Орфоэпический словарь русского языка» (Р. И. Аванесов редакцийӗпе, 1983, кайран Н. А. Еськова редакцийепе) тата ыттисем те. Диалектологи тӗлӗшӗнчен чи пысӑк ҫитӗнӳ шутне «Вырӑс чӗлхин диалектологи атласне» (1986—2005) кӗртмелле. Авалхи вырӑс тата аслӑ вырӑс ҫырулӑхӗн палӑкӗсене, ҫав шутра хурӑн хуппи ҫинчи грамотӑсене те, пичетлесе кӑларасси малалла пырать. Вырӑс калаҫу пуплевне тӗпчесси малалла пырать, вырӑс чӗлхин наци корпусӗ тулса пырать.
Ют ҫӗршывсенче вырӑс чӗлхине вӗренни
XIV—XVII ӗмӗрсенче вырӑс чӗлхине чикӗ леш енче суту-илӳпе дипломати валли вӗреннӗ. Ҫак вӑхӑтра нимӗҫсем, французсем тата скандинавсем вырӑс халӑхӗн пурнӑҫӗпе культури ҫинчен темиҫе грамматикӑпа словарьсем ҫырнӑ. XVIII ӗмӗрте, Раҫҫей Европа патшалӑхӗн статусне илсен, ют ҫӗршыв ҫыннисен вырӑс чӗлхи патне интересӗ вӑйланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах XIX ӗмӗрчченех ӑна Европа грамматикисен моделӗсем тӑрӑх вӗреннӗ. XIX ӗмӗрте европеецсем вырӑс классика литературине (тӗпрен илсен, Ф. М. Достоевский, Л. Н. Толстой, А. П. Чехов хайлавӗсене) тимлӗх уйӑраҫҫӗ, ҫавна пула вырӑс чӗлхине ют ҫӗршывсенче вӗренекенсем, тӗпчекенсем нумайланаҫҫӗ.
XIX ӗмӗрте танлаштаруллӑ-историллӗ чӗлхе пӗлӗвӗ аталанма тытӑннӑ, ҫак вӑхӑтра русистика аталанӑвне Раҫҫейре ӗҫленӗ ют ҫӗршыв ӑсчахӗсем те тӳпе хывнӑ: О. Брок, И. Миккола, М. Фасмер, В. Мансикка, Б. Унбегаун, А. Мазон тата ыттисем те. XIX—XX ӗмӗрсен чиккинче вырӑс университечӗсенче пуринче те вырӑс чӗлхине вӗренекен ют ҫӗршыв студенчӗсем пӗлӳ илнӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем кайран хӑйсен ҫӗршывӗсенче русистика шкулӗсене никӗсленӗ. Аслӑ Британире русистикӑна никӗслекенсем Ф. Тритен, У. Морфилл, Италире — Э. Ло Гатто, Францире — Л. Леже, П. Буайе. Францире Чӗрӗ тухӑҫ чӗлхисен шкулӗн русистика кафедринче 1877 ҫултанпа университет шайӗнче вырӑс чӗлхине вӗренес пӗрремӗш ҫирӗп йӑла йӗркеленнӗ. Вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме чи малтан эмиграци шучӗпе йӗркеленнӗ пысӑк вырӑс диаспориллӗ ҫӗршывсенче — Франци, Канада, АПШ — пуҫланӑ.
Совет саманинче, уйрӑмах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн, вырӑс чӗлхи тӗнче чӗлхисенчен пӗри пулса тӑнӑ, паллах, ӑна нумай ҫӗршывра вӗрентме пуҫланӑ. Унпа кӑсӑкланасси СССР тӗнче аталанӑвӗн процесӗсем ҫине витӗм кӳни ӳснипе ҫирӗпленнӗ. Вырӑс чӗлхи ӑслӑлӑхӑн чи пӗлтерӗшлӗ чӗлхи пулса тӑнӑ, китайпа акӑлчан чӗлхи хыҫҫӑн тӗнчере виҫҫӗмӗш пулнӑ. Ӑна 90 патшалӑхра (1700 университет) вӗрентнӗ, уйрӑмах хастар — славян ҫӗршывӗсенче (Польшӑра, Чехословакире, Болгарире, Венгрире, Румынире). 1945 ҫул хыҫҫӑн Аслӑ Британире, АПШра тата Канадӑра русистика академи дисциплини пулса тӑнӑ. Вырӑс чӗлхине Африкӑра та (Эфиопире, Бурундире, Ганӑра, Угандӑра тата урӑх ҫӗршывсенче), Латинла Америкӑри 11 ҫӗршывра, Ази ҫӗршывӗсенче (Китайра, Японире, Индире тата ытти те) вӗрентнӗ. Русистика наци шкулӗсем ҫаплах Германире, Норвегире, Францире, АПШра, Канадӑра, Японире тата урӑх ҫӗршывсенче йӗркеленнӗ.
СССР аркансан тӗнчери вырӑс чӗлхине вӗренессипе кӑсӑкланасси хӑвӑрт чакма пуҫланӑ. Совет тапхӑрӗнче вырӑс чӗлхине тӗнчере 20 млн ҫын вӗреннӗ пулсан, постсовет тапхӑрӗнче вӗренекенсен шучӗ 1 млн ытла ҫын таран чакнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Приказ Министерства образования и науки Российской Федерации (Минобрнауки России) от 29 декабря 2008 года № 401 «Об утверждении списка высших учебных заведений и иных организаций, которыми проводится экспертиза грамматик, словарей и справочников, содержащих нормы современного русского литературного языка при его использовании в качестве государственного языка Российской Федерации». Российская газета (20 нарӑсӑн 2009). — № 4854.(2015 çулхи акан 30-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Lewis, M. Paul, Gary F. Simons, Charles D. Fennig: Statistical Summaries. Summary by language size. Language size (англ.). Ethnologue: Languages of the World (21st Ed.). Dallas: SIL International (21 нарӑсӑн 2018).(2018 çулхи авӑнӑн 9-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ 1, 2, 3, 4 What are the top 200 most spoken languages? Ethnologue (3 юпан 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Арефьев А. Л., Жильцов В. А., Камышева С. Ю., Нестерова Т. В., Филиппова А. А. Индекс положения русского языка в мире: Индекс глобальной конкурентоспособности (ГК-Индекс), Индекс устойчивости в странах постсоветского пространства (УС-Индекс). Выпуск 3. — Государственный институт русского языка им. А. С. Пушкина, 2023. — 70 с. — ISBN 978-5-98269-308-2.
- ^ Индекс положения русского языка в мире, 2023 г. Дипломатический словарь. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Камышева С. Ю. Индекс положения русского языка в мире — 2023: К году русского языка в странах СНГ // Русский язык за рубежом. — 2023. — № 4. — .
- ^ 6 июня — День русского языка. Высшая школа перевода (факультет) МГУ имени М. В. Ломоносова. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
- ^ День русского языка. Досье. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Лопатин В. В., Улуханов И. С. Русский язык. Энциклопедия / Гл. ред. Ю. Н. Караулов. — 2-е изд., перераб. и доп. — Научное издательство «Большая Российская энциклопедия»; Издательский дом «Дрофа», 1997. — С. 437—443. — 721 с. — ISBN 5-85270-248-X.
- ^ 1, 2, 3 Филин Ф. П. //. Русский язык // Лингвистический энциклопедический словарь / Главный редактор В. Н. Ярцева. — М.: Советская энциклопедия, 1990. — 685 с. — ISBN 5-85270-031-2.
- ^ Лопатин, Улуханов, 2005, с. 444—446.
- ^ 1, 2, 3 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>; для сносокВПН-2020-владениене указан текст - ^ Лопатин, Улуханов, 2005, с. 453.
- ^ Лопатин, Улуханов, 2005, с. 448—450.
- ^ Нерознак В. П. Русский язык. Энциклопедия / Гл. ред. Ю. Н. Караулов. — 2-е изд., перераб. и доп. — Научное издательство «Большая Российская энциклопедия»; Издательский дом «Дрофа», 1997. — С. 649—650. — 721 с. — ISBN 5-85270-248-X.
- ^ Нерознак В. П. Этнонимика // Лингвистический энциклопедический словарь / Главный редактор В. Н. Ярцева. — М.: Советская энциклопедия, 1990. — 685 с. — ISBN 5-85270-031-2.
- ^ Лескинен М. В. Великороссы/великорусы в российской научной публицистике (1840—1890) // Славяноведение. — 2010. — № 6. — .
- ^ Анучин Д. Н. Великоруссы // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб. — 1890—1907. — .
- ^ Лопатин, Улуханов, 2005, с. 444.
- ^ 1, 2, 3, 4 Горячева М. А. Динамика владения русским языком в Российской Федерации по данным переписей населения 1989—2020 годов // Социолингвистика. — 2023. — № 1 (13). — .
- ^ Итоги ВПН-2020. Том 5 Национальный состав и владение языками. Таблица 3. Население по национальной принадлежности, владению русским языком и его использованию. Федеральная служба государственной статистики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
- ^ Итоги ВПН-2020. Том 5 Национальный состав и владение языками. Таблица 6. Население по родному языку. Федеральная служба государственной статистики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 28-мӗшӗ.
- ^ Таблица 7. Население наиболее многочисленных национальностей по родному языку. Федеральная служба государственной статистики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Лопатин, Улуханов, 2005, с. 445.
- ^ 1, 2, 3, 4 Александр Арефьев. Сжимающееся русскоязычие. Демоскоп Weekly (31 юпан 2013). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Алексей Латышев, Елена Онищук, Алёна Медведева. «Слишком силён»: почему более половины населения Украины продолжают активно использовать русский язык. RT. Автономная некоммерческая организация «ТВ-Новости» (18 ҫурлан 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Национальный состав, вероисповедание и владение языками в Республике Казахстан. — Агентство по стратегическому планированию и реформам Республики Казахстан. Бюро национальной статистики, 2023. — С. 316, 382, 405, 476. — 541 с.
- ^ Число русских в Узбекистане с 1989 года сократилось на 1 млн. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Госкомстат назвал количество русских в Узбекистане. Sputnik Узбекистан (19 ҫурлан 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Опубликованы данные об этническом составе населения Узбекистана. Газета.uz (20 ҫурлан 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Сколько жителей Узбекистана говорят на русском языке. Kursiv Media (28 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Итоги переписи населения Республики Беларусь 2019 года. Статистический сборник. Том 2 / Национальный статистический комитет Республики Беларусь. — Альтиора Форте, 2021. — С. 264, 272, 294, 295, 304. — 491 с. — ISBN 978-985-7239-41-2.
- ^ Население Кыргызстана. Книга II (часть первая) в таблицах / Национальный статистический комитет Кыргызской Республики. — 2023. — С. 118, 120. — 381 с. — ISBN 978-9967-28-708-2.
- ^ Уровень знания кыргызского и русского языков в регионах КР — результаты переписи. Sputnik Кыргызстан (29 авӑнӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Алла Шеляпина. Русские и русский язык в Молдавии: как меняется ситуация. Русский мир (2 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Численность населения Молдовы: цифры и факты. Sputnik Молдова (26 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ В Литве русский язык знают 60 процентов жителей. Sputnik Литва (22 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Факты дискриминации русского языка в мире. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Более 90 процентов взрослых в Латвии знают русский язык. Sputnik Литва (31 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Запрет на русский в школах может оставить Латвию без людей: что говорят рижане о плане МОН. Sputnik Латвия (27 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Мельцаев Д. М. Положение русского языка в странах СНГ // Актуальные проблемы гуманитарных и естественных наук. — 2017. — № 11—2.
- ^ Рязанцев С. В., Письменная Е. Е., Очирова Г. Н. Русскоязычное население в странах дальнего зарубежья // Вестник МГИМО. — 2021. — № 5. — .
- ^ Russian language: many shades of blue (англ.). United Nations (6 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Lewis, M. Paul; Gary F. Simons; Charles D. Fennig, eds. Statistical Summaries. Summary by language size. Language size (англ.). Ethnologue: Languages of the World (21st ed.). Dallas: SIL International (21 нарӑсӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Арефьев А. Л. Русский язык в мире: прошлое, настоящее, будущее // Слово.ру: Балтийский акцент. — 2015. — № 4. — .
- ^ Пьянов А. Е. Статус русского языка в странах СНГ // Вестник Кемеровского государственного университета. — 2011. — № 3 (47). — .
- ^ 1, 2 Белоусов В. Н. Русский язык. Энциклопедия / Гл. ред. Ю. Н. Караулов. — 2-е изд., перераб. и доп. — Научное издательство «Большая Российская энциклопедия»; Издательский дом «Дрофа», 1997. — С. 447—449. — 721 с. — ISBN 5-85270-248-X.
- ^ 1, 2 Лопатин, Улуханов, 2005, с. 446.
- ^ Вступил в силу Федеральный закон Российской Федерации «О государственном языке Российской Федерации». Президентская библиотека (7 ҫӗртмен 2005). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Конституция Республики Беларусь. Раздел І. Основы конституционного строя. Статья 17. Пресс-служба Президента Республики Беларусь. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Конституция Республики Южная Осетия. Глава I. Основы конституционного строя Республики Южная Осетия. Статья 4. Информационное агентство ОСинформ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Конституция Приднестровской Молдавской Республики. Статья 12. Министерство иностранных дел ПМР. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Государство. Суверенитет. Конституция Республики Абхазия. Глава 1. Основы конституционного строя. Статья 6. Абхазия.рф — официальный сайт Республики Абхазия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Статья 7 Конституции РК. Последняя действующая редакция Конституции Казахстана с изменениями на 2024 год и Комментариями к статьям на казахском и русском языках. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ О парламенте. Конституция Кыргызской Республики. Раздел первый. Основы конституционного строя. Статья 10, пункт 2. Жогорку Кенеш Кыргызской Республики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Конститутсияи (Сарқонуни) Ҷумҳурии Тоҷикистон (Конституция Республики Таджикистан). Глава первая. Основы конституционного строя. Статья 2. Пресс служба Президента Таджикистана. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Закон Республики Узбекистан от 21 октября 1989 года № 3561-XI О государственном языке (с изменениями и дополнениями по состоянию на 03.12.2020 г.). online.zakon.kz. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Узбекским ЗАГСам разрешили использовать русский язык. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Языковой путеводитель. Русский язык в Польше. Европейская Хартия Региональных Языков или Языков Меньшинств. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Норвегия. Архипелаг Шпицберген. Официальный язык. Консульский информационный портал КД МИД РФ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Европейская хартия региональных языков или языков меньшинств (СEД № 148). COUNCIL OF EUROPE PORTAL. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Штат Нью-Йорк узаконил русский язык (2009-08-04). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Преодоление языкового барьера — этикетки на лекарствах на разных языках. Министерство здравоохранения, Государство Израиль. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Лекарства в Израиле будут снабжены инструкциями на русском языке. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Йулдошова Д. З. Русский язык в современном мире // Образование, наука и инновационные идеи в мире : журнал. — 2023. — Т. 12, № 5. — . — ISSN 2181-3187.
- ^ 1, 2 Костомаров В. Г. Русский язык. Энциклопедия / Гл. ред. Ю. Н. Караулов. — 2-е изд., перераб. и доп. — Научное издательство «Большая Российская энциклопедия»; Издательский дом «Дрофа», 1997. — С. 445—447. — 721 с. — ISBN 5-85270-248-X.
- ^ Английский, французский, немецкий и русский языки — самые переводимые в мире. ООН (19 акан 2012). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Русский язык стал вторым по популярности в интернете. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Лопатин, Улуханов, 2005, с. 445—447.
- ^ 1, 2, 3 Арефьев А. Л. Сколько людей говорят и будут говорить по-русски? Демоскоп Weekly (20 ҫурлан 2006). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Арефьев А. Л. Будет ли русский в числе мировых языков в будущем? Демоскоп Weekly (20 ҫурлан 2006). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Гаврилов К., Козиевская Е., Яценко Е. Русский язык — советский язык? Демоскоп Weekly (14 акан 2008). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Арефьев, 2012, с. 431.
- ^ Арефьев, 2012, с. 387.
- ^ Щербакова Е. Наименее развитые страны мира: демографическое прошлое, настоящее и будущее (часть 1). Демоскоп Weekly (12 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Росстат раскрыл, как изменилось количество россиян в 2023 году. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Арефьев, 2012, с. 234—237, 271—272, 302, 326, 363—364.
- ^ Арефьев, 2012, с. 257—259, 285—288, 313—319, 328—331, 369—370.
- ^ Маркова С. Д. Сохранение русского языка за рубежом: мнения родителей и рекомендации специалистов // Современные научные исследования и инновации. — 2015. — № 12. — ISSN 2223-4888.
- ^ Лопатин, Улуханов, 2005, с. 446—447.
- ^ Лопатин, Улуханов, 2005, с. 447.
- ^ Захарова, Орлова, 2004, Диалектологическая карта русского языка (1964 г.)..
- ^ Касаткин Л. Л. Русские диалекты. Лингвистическая география // Русские. Монография Института этнологии и антропологии РАН. — М.: «Наука». — 1999. — .
- Комментарисем
- Ҫӑлкуҫсем
Вуламалли
Иванова В. А., Потиха З. А., Розенталь Д. Э. Занимательно о русском языке. — Л.: Просвещение, Ленингр. отделение, 1990. — 251 с. ISBN 5-09-001965-7
Колесов В. В. Язык города. — Издание 4-е. — М.: URSS, 2009. — 190 с. ISBN 978-5-397-00735-1
Каҫӑсем
Химик В. В. Введение в русскую жаргонологию. СПбГУ электронлӑ вӗрентӳ ресурсӗсен аталану центрӗ.
Химик В. В. Сниженная речь в современной языковой коммуникации. СПбГУ электронлӑ вӗрентӳ ресурсӗсен аталану центрӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн 2005 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнчи 53-ФЗ №-лӗ Федераллӑ саккунӗ вӑя кӗнӗ.
Индекс положения русского языка в мире. 3-мӗш кӑларӑм. — М.: Государственный институт русского языка им. А. С. Пушкина, 2023. — 70 с. — ISBN 978-5-98269-308-2
Категори: Раҫҫей чӗлхисем
Категори: Беларуҫ чӗлхисем
Каçăсем
- Правила русского языка
- Словари русского языка
- Справочно-информационный портал «Русский язык»
- Доклад Министерства иностранных дел Российской Федерации «Русский язык в мире», Москва, 2003 год
- Федеральный закон «О государственном языке Российской Федерации»
- О русском языке на сайте Центра развития межличностных коммуникаций 2013 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Д. Э. Розенталь. Справочник по правописанию и стилистике
Цитатăланă чухнехи йăнăш Для существующих тегов <ref> группы «~» не найдено соответствующего тега <references group="~"/>