Пӑрачкав районӗ

Пăрачкав районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр-хĕвеланăçĕнче вырнаçнă район. Район администрациĕ Шупашкартан 150 çухрăмра ларакан Пӑрачкав салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1116,9 км2 танлашать, ку вăл республикăн 6,1%.

Пăрачкав районĕн чикки Чулхула облаçĕпе Мордва Республикин çумĕпе иртет. Çавăн пекех Пăрачкав районĕпе юнашар Çĕмĕрле, Йĕпреç тата Улатăр районĕсем вырнаçнă.

undefined

Çутçанталăк

Район чăваш платоĕ çинче вырнаçнă. Чи çӳллĕ вырăн районăн кăнтăр-хĕвеланăç енче тинĕс шайĕнчен 243 метр çӳллĕшĕнче вырнаçнă. Çĕр айĕнчи пурлăхсенчен кунта торф, керамика япалисене кăларма юрăхлă суглиноксем, кирпĕч тума юрăхлă тăмсем, стройкăсенче усă куракан хăйăр, доломитсем пур.

Районĕн тĕп юханшывĕСăр. Сăр района иккĕне пайлать, унăн хĕрринче чылай кӳлĕ.

Халăх йышĕ

1999 çул пуçламăшĕнче районта 18,6 пин ял çынни пурăннă. 1 тăваткал çухрăм çине 15,1 çын çеç килет. 74% — вырăссем, 21% — мордва халăхĕсем шутланаççĕ. Ытти халăхсем сайра тĕл пулаççĕ. Районта пурĕ 39 ял, вăтамран вĕсенче 493 çын пурăнать.

Паллă çынсем

Вуламалли