Элмен Даниил Семёнович

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Даниил Семёнович Элмен (ҫуралнӑ чухнехи хушамачӗ — Семёнов; 1885 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ, Хусан кӗпӗрни1932 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ, Ильинка[d], Аçтăрхан облаçĕ) — чӑваш патшалӑх тата политика ӗҫченӗ, Чӑваш автономи облаҫӗн Революци комитечӗн (ревком) председателӗ, Чӑваш облаҫӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн пӗрремӗш председателӗ, РКП(б) Вӑхӑтлӑ Чӑваш обкомӗн председателӗ[1].

Биографийӗ

Ҫурални, пӗлӳ илни

Даниил Семёнович ҫемьери ачасенчен асли пулнӑ, ҫамрӑклах хуҫалӑхра нумай ӗҫе пурнӑҫланӑ. Ҫемьен йывӑрлӑхне ҫӑмӑллатас тесе, вӑл сутма ҫӑпата хатӗрленӗ. Кӗҫӗн ачасене вӑл ӳсме пулӑшнӑ. Мария Семёновна, Даниил йӑмӑкӗ, ҫапла аса илнӗ: «Пӗррехинче, — аса илнӗ вӑл, — анне чирлерӗ. Пирӗн пичче хӑй ҫӑкӑр, кукӑль пӗҫерчӗ. Пире ҫитерчӗ». Кӳршӗри Игнатий улттӑри ачана кӗнеке вулама вӗрентнӗ. Даниил пултаруллӑ ача пулнӑ. Сакӑр ҫул тултарсан ӑна вырӑнти тӑватӑ класлӑ пуҫламӑш земство шкулне вӗренме янӑ. Арҫын ача пултаруллӑ пулнине курса, унӑн тӑрӑшулӑхне асӑрханӑ май земство шкулӗн вӗрентекенӗ хӑйӗн вӗренекенне Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулне вырнаҫтарма хӑтланнӑ. Анчах ӗмӗтне пурнӑҫлама пӳрмен. «Вӗрентеккен сӗннипе аттепе анне мана Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулне вӗренме ярасшӑнччӗ, — тесе ҫырнӑ каярахпа Д. С. Элмен, — Анчах ҫула тухма ни тумтир, ни укҫа тупӑнмарӗ, ҫапла ман ирӗксӗрех ялта юлма тиврӗ. Анчах та пурнӑҫ мана каллех шкул сакки ҫине лартрӗ. Пирӗн ялтан ҫичӗ ҫухрӑмра икӗ класлӑ училище уҫӑлчӗ. Эпӗ унта 1902-мӗш ҫулта вӗренме кӗтӗм те 1905 ҫулта вӗренсе пӗтертӗм».

Училищӗрен вӗренсе тухсан учительсем Даниил Семёнова Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗн инспекторне И. Я. Яковлева сӗннӗ, вӑл ӑна ҫав ҫулах хӑйӗн вӗренекенӗсен шутне йышӑннӑ[2].

Раҫҫейпе Германи хушшинче вӑрҫӑ пуҫлансанах саппасри аялти чинра тӑнӑ Д. С. Элмене малтанхи кунсенчех ҫара чӗнсе илнӗ. 1917 ҫулхи декабрь пуҫламӑшӗнче демобилизациленнӗ. Ку вӑхӑталла вӑл сулахай эсер пулса тӑнӑ[3].

1917—1920

Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш сулахай социализм комитечӗпе Кӗпӗрне канашӗн чӑваш фракцийӗ пӗрле ирттернӗ канашлура Чӑваш халӑх комиссариачӗн национальноҫсен ӗҫӗсен ертӳҫи пулма Д. С. Элмене, унӑн ҫумӗ пулма С. А. Коричева суйланӑ[4].

Хӑй вӑхӑтӗнче Д. С. Элмен И. Я. Яковлев йӗркеленӗ вӗрентӳ ӗҫӗ ҫине шанмасӑр пӑхнӑ, анчах та каярах, И. Я. Яковлев революцичченхи прогрессивлӑ культура пайӗ пулнине ӗненнӗ хыҫҫӑн, вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарнӑ.

Д. С. Элмен митингсенче, тӗрлӗ пухусемпе съездсенче, хаҫат страницисенче пӗрмаях чӑваш ӗҫ интеллигенцине культура строительствине активлӑ хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Вӑл хӑйӗн выступленийӗсенче хӑш-пӗр интеллигентсем революциллӗ процесран аякра тӑнине, ҫапла майпа хӑйсен халӑхне питӗ вӑйлӑ сиен кӳни ҫинчен хурланса каласа панӑ. Халӑх политика таврашне ӑнланма пуҫласан кӑна вӗсем ҫӗнӗ общество тӑвассишӗн кӗрешме пултараҫҫӗ тесе шутланӑ вӑл. Октябрьти социализмла революци, совет влаҫӗ халӑха мӗнпур ырлӑхпа, лайӑх пурнӑҫӑн пур майӗсемпе тивӗҫтернӗ. Интеллигенци ӑна ку тӗлӗшпе пулӑшу кӳмелле. Даниил Семёнович пӗтӗм ӗҫ интеллигенцине Коммунистсен партийӗпе тата Советсем тавра пӗрлешме, чӑваш халӑхне вӗрентме, политика тӗлӗшӗнчен ытларах ӑнлантарас тӗлӗшпе ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.

1919 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Хусанта иртнӗ чӑваш коммунисчӗсен пухӑвӗнче Д. С. Элмен интеллигенци йышӗнчи чи лайӑх ҫыннисене культура строительствине пуҫӑннӑ Наркомнац ҫумӗнчи Чӑваш пайӗн ӗҫне хутшӑнма чӗннӗ[4].

1919 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри чӑвашсен хушшинчи I ҫутӗҫ тата социализм культурин ӗҫченӗсен съезчӗ иртнӗ. Д. С. Элмен ӑна пухма тата унӑн ӗҫне ирттерме хастар хутшӑннӑ. Съезд председательне те ӑнах суйланӑ. Даниил Семёнович тӗрлӗ халӑх интеллигенцине культура строительствине ирттерме хутшӑнтарса пӗр ӗҫе туслӑ пурнӑҫлама хистеме пултарнӑ[4].

Д. С. Элмен Чӑваш Енри халӑх вӗрентӗвне, культурӑпа ҫутӗҫ учрежденийӗсене, пичете аталантарасси ҫине куллен тимлӗх уйӑрнӑ. Наркомнац ҫумӗнчи Чӑваш пайӗн 1919 ҫулхи ҫу тата ҫӗртме уйӑхӗсенчи смети ҫумне хушса ҫырнӑ докладлӑ ҫырӑвӗнче вӑл Чӑваш автономи облаҫӗнче халӑх вӗрентӗвне аталантарас тӗлӗшпе конкретлӑ ӗҫсем палӑртнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ:

«…чӑвашсене тӗттӗмлӗхрен кӑларас тесен вӗсен хушшинче хутла вӗрентес ӗҫе анлӑн пурнӑҫламалла, кунта шкулти, шкул умӗнхи, шкул тулашӗнчи, ҫавӑн пекех профессипе техника тӗлӗшӗнчен пӗлӳ парасси те кӗрет».

Парти тата совет органӗсем, Наркомнац ҫумӗнчи Чӑваш пайӗ тата унӑн заведующийӗ Д. С. Эльмен тӑрӑшнипе граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи йывӑр вӑхӑтра культура фронтӗнче сахал мар ҫитӗнӳсем тунӑ. Шкулсен шучӗ те вӗсенче вӗренекен ачасен шучӗ те ӳснӗ. 1919—1920 ҫулсенче Чӑвашра хутла вӗрентекен 1200 шкул ӗҫленӗ. Инҫетри ялсенче те халӑх ҫурчӗсем, клубсем, вулав ҫурчӗсем, халӑх университечӗсем уҫӑлнӑ. 1918 ҫулта Канашра учительсен семинарине уҫнӑ. 1918 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Хусанта пӗрремӗш чӑваш театрӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтах Аслӑ тӗп музыкӑпа драма училищи уҫӑлнӑ.

Д. С. Эльмен пуҫарӑвӗпе халӑх ҫутӗҫне ҫӗнӗ никӗс ҫинче реорганизацилес тата лайӑхлатас енӗпе чылай ӗҫе тата кӑткӑс ыйтӑва татса панӑ. Педагогика кадрӗсене, вӗренӳ пособийӗсене хатӗрлемелле пулнӑ. 1918 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Д. С. Эльмен ертсе пыракан Наркомнац ҫумӗнчи чӑваш уйрӑмӗ халӑх вӗрентӗвӗн пӗтӗм чӑваш уйрӑмӗсене тата вӗренӳ заведенийӗсене васкавлӑн ҫӗнӗрен букварь хатӗрлеме хушать, вӑл шкул ачисене хутла вӗрентме кӑна мар, аслӑ ӳсӗмри халӑха та вӗрентме калама ҫук паха вӗренӳ пособийӗ пулса тӑнӑ.

Д. С. Элмен В. И. Ленин ӗҫӗсене, прогрессивлӑ вырӑс ҫыравҫисемпе сӑвӑҫсен хайлавӗсене, шкул кӗнекисене тата ыттине чӑвашла куҫарас ӗҫе хастар йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ. 1919 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Наркомнац ҫумӗнчи Чӑваш пайӗн пуҫарӑвӗпе куҫарупа издательство комиссине йӗркеленӗ, ҫакӑ куҫарнӑ кӗнекесен йышне самай ӳстернӗ[4].

Чӑваш Автономи облаҫӗн ертӳҫи

1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри тӗп ӗҫ тӑвакан комитет тата Халӑх комиссарӗсен канашӗ Чӑваш автономи облаҫне йӗркелени ҫинчен 167 №-лӗ Декрет йышӑннӑ. Ӑна РСФСР Совнарком председателӗ В. И. Ленин, РСФСР ВЦИК председателӗ М. И. Калинин тата РСФСР ВЦИК секретарӗ А. С. Енукидзе алӑ пуснӑ. Ҫак кунах РКП(б) ТК Оргбюровӗ Чӑваш революци комитечӗн (Ревкомӑн) йышне пӑхса тухнӑ. Ӑна ҫӗнӗ административлӑ единицӑна ертсе пыма пӗтӗм тӗнчери совет органӗ пек ҫирӗплетнӗ. РКП(б) ТК оргбюровӗ Чӑваш автономи облаҫӗн ревком председателӗ пулма Д. С. Элмене, ревком членӗсене — В. А. Алексеева, Л. М. Лукина, Шупашкар уес Канашӗн предисполкомне И. А. Крынецкие, парти укомӗн председательне Я. П. Соснина ҫирӗплетнӗ. 1920 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче РКП(б) ТК Оргбюровӗ вӑхӑтлӑх Чӑваш обком партине йӗркеленнӗ, ун шутне Д. С. Элмен те кӗнӗ.

Д. С. Элмен Чӑваш автономи облаҫне туса хуни тӑван халӑха малта пыракан ӑслӑлӑхпа культура патне ҫул уҫса парасса шаннӑ. Вӑл пуҫарнипе 1920 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнчех Ревком Етӗрнере ял хуҫалӑх техникумне уҫма йышӑну кӑларнӑ. Университет та уҫма палӑртнӑ, малтанласа вӑл Хусан университечӗн филиалӗ пек ӗҫлемелле пулнӑ. Ревком тата унӑн председателӗ Д. С. Элмен облаҫӑн экономика пурнӑҫне аталантарас енӗпе пысӑк вӑй хунӑ. Хӑма ҫуракан савутсем, мастерскойсем ӗҫлеттерсе янӑ. 1920 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче Д. С. Эльмен сӗннипе Ревком Шупашкарта электростанци тӑвасси пирки йышӑну тунӑ. Ҫулталӑкран ӑна ӗҫе янӑ. Хресченсене агрономи тӗлӗшӗнчен пулӑшасси, прокатлӑ машини станцийӗсем уҫасси тата ытти мероприятисене хатӗрленӗ[5].

Элмен Чӑваш автономи область Совечӗсен Ӗҫтӑвкомӗн президиумӗн председателӗ пулнӑ тапхӑрта чаппан вӑрҫине ним хӗрхенмесӗр пусарнӑ. Чӑваш облаҫӗн территорийӗнче пӑлхава ҫӗкленӗ 400 ытла хресчене вӗлернӗ, 1006 ҫынна арестленӗ, 38 ҫынна ревтребунала панӑ[6].

1921 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Барнаул хулине тухса кайнӑ, унта вӑл Алтай парти губкомӗн йӗркелӳпе инструктор пайӗн заведующийӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.

Чӑваш АССР ертӳлӗхӗпе хирӗҫни

1928 ҫулхи ҫулла Чӑваш АССР ертӳлӗхӗ Д. С. Элмене хирӗҫ кампани пуҫарнӑ.

1930 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнче Чулхулари коммунистсен институчӗн парти бюровӗн ларӑвӗнче Д. С. Элмене коммунистсен ретӗнчен кӑларнӑ. Д. С. Элмен шухӑшӗпе ҫакна пӗтӗмпех «С. П. Петров аллипе тунӑ»[7]:20 — 1926 ҫулта партин чӑваш обкомӗн яваплӑ секретарӗн вырӑнне йышӑннӑскер Д. С. Элменре хӑйӗн конкурентне курнӑ.

1931 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Д. С. Элмен Чулхулари ВКП(б) тӗрӗслев комиссине заявлени ҫырнӑ. Пушӑн 7-мӗшӗнче парти «тройки» тата Чулхула крайӗнчи тӗрӗслев комиссийӗ Даниил Элмене парти членне каялла тавӑрнӑ. Анчах Чӑваш АССРӗнче кун пек йышӑнӑва вырӑнсӑр тесе шутланӑ, республикӑн тӗрӗслев комиссийӗ Д. С. Элмене партирен кӑларма ыйтса апелляци панӑ. Анчах Чулхула коллегийӗ асӑннӑ заявление пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн постановленийӗнче Элмен хӑйӗн йӑнӑшӗсене парти тройкинче те, парти коллегийӗнче те йышӑннине, ӑна Чулхулари пединститута ӗҫлеме йышӑннине, унта ун ӗҫӗ пирки лайӑх хакланине палӑртнӑ[7]:207-208.

Вилни, пытарни

1930 ҫулхи кӗркунне унӑн персоналлӑ ӗҫне пӑхса тухнӑ май вӑл пӗррехинче ҫапла каланӑ: «Партишӗн манран усӑ пулас ҫук. Икӗ ҫултан ытларах пурӑнаймастӑп». 1932 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Элмен Ильинкӑри Чӑваш АССР Тӗп ӗҫтӑвкомӗн кану ҫуртӗнче 47 ҫула кайсан куҫне хупнӑ.

Даниил Семёнович ӳчӗллӗ тупӑка Ильинкӑран Шупашкара вӗрсе каламалли оркестрпа пӗрле Атӑл тӑрӑх катерпа илсе ҫитернӗ. Ӑна авӑнӑн 5-мӗшӗнче пытарнӑ. Шупашкар ҫыннисемпе облаҫра пурӑнакансем унпа Тӗп суд ҫуртӗнче сывпуллашнӑ. Ӳтне илсе тухнӑ ҫӗре ҫӗр-ҫӗр ҫын пуҫтарӑннӑ. Д. С. Элмене Шупашкарта пытарнӑ.

Элмене асра тытни

undefined

1937 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЧАССР республика шайӗнче тухакан хаҫачӗсем обком пленумӗн «ВКП (б) Чӑваш обкомӗн Петров С. П. секретарӗ ҫинчен» постановленине пичетлесе кӑларнӑ, унта ӑна ытти ӗҫсемсӗр пуҫне ҫавӑн пекех «…1932 ҫулта Элмене пытарнине буржуаллӑ националистсемпе пӗрле пулнӑ пек кӑтартнишӗн тата некрологра Элмене парти ӗҫне чунтан парӑннӑ большевик пек палӑртнишӗн» айӑпланӑ[7]:216.

1960 ҫулта республика Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 40 ҫул ҫитнине хатӗрленнӗ май Д. С. Элменӗн реабилитациленнӗ тусӗсемпе юлташӗсем ҫухалнӑ вилтӑприне юсаса ҫӗнетес ыйтӑва тӑратнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Матрёна Григорьевна каланӑ тӑрӑх, унӑн вилтӑпри ҫывӑхӗнче ҫав ҫулах ҫак сӑмахлӑ обелиск вырнаҫтарнӑ пулнӑ: «Кунта Чӑваш Енре Совет влаҫне йӗркелессишӗн тата ҫирӗплетессишӗн хастар кӗрешнӗ Элмен Д. С. (1885 ҫ. раштав — 1932 ҫ. авӑн) пытарнӑ». 1967 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче кивӗ масар вырӑнӗнче строительство ӗҫӗсем пуҫланнӑ май Б. Хмельницкий урамӗнчи асӑну масарӗн хисеплӗ аллейинче Д. С. Элменӗн палӑкне (ӑна та обелиск евӗр) туса лартнӑ. Д. С. Элмене пытарнӑ кивӗ масар вырӑнӗнче халӗ И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ корпусӗсем вырнаҫнӑ. В. Н. Николаевпа Л. В. Лялина шухӑшӗпе Д. С. Элмен ӳчӗ ҫак ҫуртсен фундаменчӗ айне пулман, вӑл Советсен Ҫурчӗн садӗнчи сквер патӗнчи решётка ҫумӗнче вырнаҫмалла (унӑн вырӑнӗ ӑҫтарах пулмаллине сылтӑмри карттӑра кӑтартнӑ). Д. С. Элмен чӑваш халӑхӗшӗн питӗ нумай ӗҫленине шута илсе вӗсем обелиска пытарнӑ вырӑнта та вырнаҫтармалла теҫҫӗ[8].

  • Элмен ятне Шупашкарти тата тӑван Исментер ялӗнчи урамсене панӑ.
  • Даниил Семёнович ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май 1965 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш обкомӗ, Шупашкар хула комитечӗ, республика правительстви, ватӑ коммунистсем тата унӑн ҫемйин ҫыннисем унӑн вил тӑпри ҫине чечек кӑшӑлӗсем хунӑ. Ҫав кунах ЧАССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ӑсчахсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ, ӑна Д. С. Элмене асӑнса ирттернӗ[7]:217.
  • 2020 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче Даниил Элмене халалланӑ асӑну хӑмине Чӑваш наци конгресӗ тара илнӗ ҫурт фасадӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Даниил Семенович Эльмень. Ядринский муниципальный округ Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ Наследие Чувашии.рф Эльмень, Даниил Семенович (государственный деятель; 28.12.1885-03.09.1932) (выр.). xn--80aafhebudawu3c5a9cs.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ Д.С. Эльмень – основатель Чувашской автономии(паллӑ мар). old.chnmuseum.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4 Афанасьева Л.Н. Д.С. Эльмень: Штрихи биографии чувашского политического деятеля (по документам Государственного архива современной истории Чувашской Республики) // Исторический опыт нац. строительства и развития национальной государственности чувашского народа. материалы Всероссийской научно-практической конференции. — 2020. — .
  5. ^ Он стоял у истоков Чувашской автономии (2020-11-03). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  6. ^ Страницы истории: «Чапанное восстание» против курса коммунистов.
  7. ^ 1, 2, 3, 4 Иванов М. И. Даниил Эльмень: острые грани судьбы / М. И. Иванов. — Чуваш. кн. изд-во, 2009. — 255 с. — ISBN 978-5-7670-1733-1.
  8. ^ Николаев В. Н. Д. С. Эльмень (Семенов). Его роль в становлении и развитии Чувашской национальной государственности / В. Н. Николаев, Л. В. Лялина; М-во образования и науки Российской Федерации, Федеральное агентство по образованию, Федеральное гос. образовательное учреждение высш. проф. образования «Чувашский гос. ун-т им. И. Н. Ульянова». — Изд-во Чувашского ун-та, 2008. — 200 с. — ISBN 978-5-7677-1211-3.

Вуламалли

  • Иванов М. И. Даниил Элмен: острые грани судьбы. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. — 255 с. ISBN 978-5-7670-1733-1
  • Николаев В. Н., Лялина Л. В. Д. С. Элмен (Семёнов). Его роль в становлении и развитии Чувашской национальной государственности. Чебоксары, 2008.
  • Иванов, М. И. Даниил Элмен: острые грани судьбы / М. И. Иванов. – Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2009. – 253, [2] с. : ил., портр.
  • Николаев, В. Н. Д. С. Элмен (Семёнов) / В. Н. Николаев, Л. В. Лялина. – Чебоксары : Изд-во Чуваш. ун-та, 2008. – 120 с.
  • Изоркин, А. Унăн ĕçĕ сăваплă / А. Изоркин // Тантăш. – 1991. – 19 июнь.
  • Краснов, О. Эльмен хушамат пирки / О. Краснов // Ялав. – 1988. – № 7. – С. 29-30.
  • Романова, М. Çĕнĕ пурнăçшăн кĕрешсе/ М. Романова // Коммунизм ялавĕ. – 1985. – 29 дек.
  • Хаçат редакторĕсем // Хыпар. – 2006. – 10 пуш. – С. 4, 9.
  • Ялкир, П. Эльмен чечеке тивĕçлĕ-и ? / П. Ялкир // Хыпар. – 1995. – 15 çĕртме.
  • Алексеев, В. А. Данил Семёнович Элмен // Алексеев В. А. Дорогой Октября / В. А. Алексеев. – Чебоксары, 1971. – С. 61-65.
  • Иванов, М. И. Общественно-политическая и публицистическая деятельность Д. Эльменя / М. И. Иванов // Вестн. Чуваш. ун-та. Гуманит. науки. – 2009. – № 1. – С. 51-58.
  • Изоркин, А. В. Элмен Даниил Семёнович / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 504.
  • Изоркин, А. В. Элмен Даниил Семёнович / А. В. Изоркин // Краткая ядринская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – С. 265.
  • Изоркин, А. В. Элмен Даниил Семёнович / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 669.
  • Любимов, В. Н. Инициатор образования Чувашской Автономной области / В. Н. Любимов, Г. Можаров // Они боролись за счастье народное : сб. ст. – Чебоксары, 1980. – Вып. 1. – С. 206-213.
  • Можаров, Г. Г. Д. С. Элмен – один из организаторов создания Чувашской государственности / Г. Г. Можаров // Духовно-культурная консолидация народов России. – Чебоксары, 2012. – С. 148-158.
  • Можаров, Г. Г. Социально-экономические взгляды Д. С. Эльменя / Г. Г. Можаров // Проблемы социальной, экономической и политической истории России XVIII – начала XXI века в историографических традициях региона. – Чебоксары, 2012. – С. 126-153.
  • Можаров, Г. Организатор новой жизни / Г. Можаров // Совет. Чувашия. – 1985. – 29 дек
  • Революцией призванный // Совет. Чувашия. – 1977. – 6 апр.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем