Атăлçи Пăлха́р

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Атăлçи Пăлхар карттă çинче

Атăлçи Пăлхар, Нухрат Пӑлхар[1][çителĕксĕр çăлкуç] (выр. Волжская Болгария, Серебряная[çăлкуç?] Болгария, тут. Идел буе Болгары), — вăтам ĕмĕрсенчи (VII-XIII) патшалăх. Тĕпрен илсен, хальхи Чăваш Ен, Тутарстан республикисем вырăнĕнче вырнаçнă пулнă. Патшалăха 660 çулсем патнелле туса хунă. Тĕп хулисем Пăлхар тата Пÿлер пулнă.

Хăшпĕр чухне Ылттăн Уртан Пăлхар улусне те, тăсăм пек шутламасан та, Атăлçи Пăлхарах теççĕ.

Кунçул

Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ Араб халифачĕпе, Руçпе тачă çыхăну тытса тăнă, вĕсемпе суту-илӳ тунă. Атăлти Пăлхарĕ Тухăçпа Анăçа çыхăнтаракан çул çинче тăни питĕ аталанма пулăшнă. 1006 çулта Руçпе суту-илӳ килĕшĕвне алă пусса çирĕплетнĕ.

Вырăссем Пăлхар çине тапăннине 977, 985, 994, 997, 1120, 1164, 1172, 1183, 1220 çирĕплетме пулать. Пăлхарсем хăйсем те татăшах вырăссен хулисене тапăннă. Çапла Пăлхара тăшмансенчен сыхлас тесе тĕп хулана Пӳлĕре куçарнă.

XIII ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче Атăлти Палхар патшалăхĕ Европăри патшалăхсенчен чи малтан монголсен çарĕсемпе тĕл пулнă. Монголсем 1223 çулта тапăнса килнине вĕсем сирсе янă. Руçпе мирлешнĕ. Çапах та 1236 çулта монголсем Пăлхара çапса аркатнă. Пăлхар, Пӳлĕр, Çăкату хулисене аркатнă, Сувар тата Керменчук хулисене вăйлă ватнă. Атăлçи Пăлхара çĕнтерсе илнĕ хыççăн монголсем Руç çине тата половецсен (кăпчаксен) çĕрĕ çине тапăнса кайнă.

Пăлхарсем вара монголсем хăйсене çĕнтерсе илнипе килĕшсех кайман, вĕсем пăлханма пуçланă. Çавăнпа та 1241 çулта монголсен ку çĕрсене çĕнĕрен çĕнтерсе илме тивнĕ.

Пăлхарсем Руçăн аслă кнеçне Юрие, мир туса хурас тĕллевпе, парнесем пани (1219

Патшалăх тытăмлăхĕ

Ылттăн Уртан Пăлхар улусĕ

Атăлçи Пăлхарăн патшисем

Чаплă çынсем

Вуламалли

  • "О происхождении чувашского народа", Шупашкар, 1957
  • "Болгары и чуваши", Шупашкар, 1984.
  • Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 1965.
  • Фахрутдинов Р.Г., «Очерки по истории Волжской Болгарии», «Наука» пичет кăларăвĕ, 1984.
  • Николаев В. В., "Чуваши. Этническая история и традиционная культура.", Мускав, 2000.
  • Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Шупашкар, 2005.
  • Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
  • М.П.Петров-Тенехпи, «О происхождении чуваш»
  • Ашмарин Н.И., "Болгары и чуваши", Хусан, 1902; Шупашкар, 1984.
  • "О состоянии и мерах улучшения массово-политической и идеологической работы в Татарской партийной организации", Постановление ВКП (б), ҫурла, 9, 1944.
  • В. Д. Дмитриев, "Откуда мы родом" статья, "Чăваш Ен" хаçат, 1991.
  • С. М. Шпилевский, "Авалхи хуласем"
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
  • А. Кондратов, "Земля людей — земля языков", Мускав, 1974.

Асăрхавсем

  1. ^ Мадуров Д.Ф. Основные вехи истории. СПб.: Алетейя? 2018, C.264

Каçăсем