Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Халӑхсен туслӑхӗн орденӗллӗ Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх çамрăксен театрӗ — Шупашкарта 1933 ҫулта никӗсленӗ Чӑваш Республикинчи çамрăк куравçăсен театрĕ.
1995 ҫулта театр ятне улӑштарнӑ — Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пулса тӑнӑ. 1999 ҫулта ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ятне панӑ. 2003 ҫултан Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пулса тӑнӑ.
Кун-çулĕ
Чăваш çамрăк куравҫӑсен театрне Эдвин Давыдович Фейертаг тата Маргарита Николаевна Фигнер ленинград режиссерӗсем, педагогсем йӗркеленӗ.
1933 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче театр официаллӑ уҫӑлнӑ кун шутланать, ҫак кун театр Л. Бочинăн пьесипе «Молодой пласт» («Топай») пӗрремӗш спектакльне халах умне кӑларнӑ. Спектакль премьери Шупашкарти рабочисен клубӗнче, Ехрем хуҫа бульварӗнчи 6-мӗш ҫуртра иртнӗ[1].
Театрӑн малтанхи спектаклӗсенче Чӑваш музыкӑпа театр техникумӗнче ятарласа пухнӑ ушкӑнӑн актёрӗсем вылянӑ[2][1].
Театрта ҫамрӑк чӑваш драматургӗсем — В. О. Алагер, Л. И. Пушкай, М. И. Юрьев, Л. Я. Агаков, А. Я. Каттай, Е.Н. Никитин тата ыттисем те — ҫырнӑ пьесӑсене лартнӑ. Театр репертуарӗнче чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗпе тата йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ, вырӑс классикӗсен хайлавӗсемпе, ют ҫӗршыв драматургийӗпе лартнӑ спектакльсем пулнӑ. Спектакльсене чӑвашла (1933—1936 ҫҫ., 1940 ҫ., 1947—1952 ҫҫ., 1957 ҫултан вара) тата вырӑсла (1935—1941 ҫҫ., 1947—1959 ҫҫ., 1987 ҫ., 2002 ҫултан вара) выляҫҫӗ[3].
1933—1939 ҫулсенче театрта пукане спектаклӗсем те лартнӑ. 1941—1947 ҫулсенче театр ӗҫлемен[3].
1957 ҫулхи реорганизаци хыҫҫӑн Ҫамрӑксен театрӗ чӑваш наци театрӗ пулса тӑнӑ[4].
1979 ҫулта театра Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем (ертӳҫи — В. П. Романов), каярах — М. С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине (1993 ҫ., ертӳҫи — В. П. Селезнёв), Санкт-Петербург патшалӑх театр ӳнерӗн академине (1996 ҫ.), Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне (2005, 2010 ҫҫ.) вӗренсе пӗтернисем килнӗ[3].
1984 ҫулта театра Халӑхсен туслӑхӗн орденӗпе чысланӑ. 1979 ҫулта театр Чӑваш Комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлӗ премине тивӗҫнӗ[3].
Хальхи вӑхӑтра
Халӑхсен туслӑхӗн орденӗллӗ Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх çамрăксен театрӗн репертуарӗнче чӑвашла тата вырӑсла 50 ытла спектакль: В. Гинӑн «Испытание мага», А. Зайцевӑн «Родные», В. Орловӑн «Золотой цыплёнок», Астрид Линдгренӑн «Малыш и Карлсон» тата ыттисем.
Ҫулсерен театр виҫӗ чӑвашла спектакль таран кӑларать. Чӑваш халӑх ҫыравҫин Юхма Мишшин «Куккук куҫҫулĕ» тата «Шурҫамка» драмисем, Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен Марина Карягина ҫыравҫӑн хайлавӗпе лартнӑ «Çěн Кун Ачи»[5] спектакль театрӑн репертуарӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ[6].
Театр тӗнчери, Раҫҫейри фестивальсене тӑтӑш хутшӑнать: «Москва – город Мира» (Мускав), «Туганлык» (Ӗпхӳ, 2000 ҫ.), «Стамбул – театральное пространство» I Пӗтӗм тӗнчери фестиваль (Стамбул, 2004 ҫ.), Раҫҫейри театр шкулӗсен диплом спектаклӗсен фестивалӗ (Ярославль, 2004 ҫ.).
Театр V Республика театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӑн («Виҫӗ хӗр», режиссёрӗ — В. Оринов) «Чи лайӑх спектакль» номинацири лауреачӗ. Тӗрлӗ конкурссемпе фестивальсенче тӗп тата эпизодлӑ рольсенче театрӑн артисчӗсем — В. И. Павлов, П. И. Чамжаева-Владимирова, С. П. Владимиров, О. В. Михайлова — тӗп парнесене тивӗҫнӗ.
Театр гастроль тата тухса ҫӳрев ӗҫ-хӗлне пысӑк тимлӗх уйӑрать[3].
2016 ҫулта театра Шупашкарти Мускав проспектӗнчи «Сеспель» кинотеатр пулнӑ ҫурта панӑ. 2019 ҫулта «Культура» наци проекчӗн «Культурная среда» федераци проекчӗ шучӗпе кунта тӗпрен юсав ӗҫӗсем тунӑ[6].
Адресӗсем
- Пӗрремӗш спектакльне 1933 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче театр Шупашкарти рабочисен клубӗнче (Шупашкар, Карл Маркс урамӗ, 13, халӗ — Ехрем хуҫа бульварӗнчи 6-мӗш ҫурт) кӑтартнӑ[7].
- 1959 ҫулта театра ҫӗнӗ ҫурт панӑ (ун чухне вӑл хула хӗрринче пулнӑ, халӗ Гагарин урамӗ, 14-мӗш ҫурт).
- 1993 ҫултанпа Гагарин урамӗнчи 14-меш ҫуртра харӑсах икӗ театр вырнаҫнӑ пулнӑ — Ҫамрӑксен театрӗ тата Вырӑс драма театрӗ. Ҫамрӑксен театрӗ репетицийӗсене Карл Маркс урамӗнчи ӗлӗкхи ҫуртӗнче ирттернӗ[7].
- 1996 ҫултан Ҫамрӑксен театрӗ Трактор тӑвакансен культура керменне куҫнӑ: Эгер бульварӗнчи, 36-мӗш ҫурт[7].
- 2016 ҫул вӗҫӗнчен театр Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 33/9 çуртра (унччен унта «Çеçпӗл» кинотеатр ӗçленӗ) вырнаçнă[8][7].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Театр юного зрителя им. М. Сеспеля в Чебоксарах (выр.). visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Чувашский театр юного зрителя им. М. Сеспеля (выр.). Культура.РФ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 История театра. сеспель.рф.
- ^ Чувашский ТЮЗ. Кино-Театр.Ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Чувашский ТЮЗ представил спектакль о Михаиле Сеспеле. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Чувашскому ТЮЗу им. Михаила Сеспеля - 91! Чувашский театр юного зрителя им. М. Сеспеля (3 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Здание кинотеатра «Сеспель» передано Чувашскому театру юного зрителя // Чебоксары.ру. — 2016. — 22 раштавӑн.
- ^ Чувашский ТЮЗ будет показывать спектакли в кинотеатре // ИА REGNUM. — 2018. — 26 кӑрлачӑн.
Вуламалли
- Вдовцева, Людмила Пахомовна. Понимать своего зрителя: очерк о главном режиссере А.Г. Васильеве/ Лауреаты премии комсомола Чувашии имени М. Сеспеля. — Шупашкар: Чăваш кӗнеке изд-ви, 1979 — 192 С. с илл. — С109.—С.120
Каçăсем
- Кириллов Г. В. Чувашский государственный театр юного зрителя им. М. Сеспеля // Электронная Чувашская энциклопедия.
- Театр репертуарӗ
- Театр начинается в детстве // Советская Чувашия. — 2008. — 10 акан.
- В Чебоксарах ТЮЗ поставит трагедию «Король Лир» на чувашском языке
- «Чи кирли, чи юратни...»*
- Ҫамрӑксен театрӗ драматургсене туптать
| Ку театр пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |