Туркай Валери Владимирович

Туркай Валерий Владимирович (литературӑри хушма ячӗ — Валери Туркай, ҫуралнӑ чухнехи тулли ячӗ — Воробьёв Валерий Владимирович, ҫур. 1961 ҫулхи акан 17-мӗшӗ, Хырай Ĕнел, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чӑваш поэчӗ, куҫаруҫи, публицисчӗ, пӗрлӗх ӗҫченӗ. СССР Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1991). Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ (2003)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ.

И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ (1983), А. В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИС ҫумӗнчи аслӑ театр курсӗсенче вӗреннӗ (1987).

Чӑваш АССР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн илемлӗ литература пропаганда бюровӗнче (1983—1986), ВЛКСМ Чӑваш обкомӗ ҫумӗнчи литература пӗрлешӗвӗсен ертӳҫи (1987), «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат корреспонденчӗ (1987—1991), «Хавхалану» ТОО директорӗ (1992—1995), Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ (1995), Чӑваш Республикин профессиллӗ ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи (2000—2008), «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ (2014—2015) пулса ӗҫленӗ.

1996 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш республикин обществӑлла ыр кӑмӑллӑх фондне ертсе пырать[2].

Общество ӗҫӗ-хӗлӗ

Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн секретарӗ, «Дружба народов» (Мускав) журналӑн редакци канашӗн пайташӗ пулнӑ.

Чӑваш наци конгресне йӗркелеме пуҫаракансенчен пӗри, ЧНК Кӗҫӗн канашӗн пӗрремӗш 9 пайташӗнчен пери пулнӑ.

1996 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе пӗрле Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш республикин обществӑлла ыр кӑмӑллӑх фондне туса хунӑ. 1996 ҫултан пуҫласа фонд Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премине пама тытӑннӑ, В. Туркай ку премие парассипе ӗҫлекен комиссие ертсе пынӑ.

Шупашкар хулинче Ҫеҫпӗл Мишши музейне уҫма пуҫараканӗ пулнӑ (2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уҫнӑ)[3].

2012-мӗш ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Президентне суйлама тӑратнӑ Владимир ПутинПӗрлӗхлӗ Раҫҫей») кандидатӑн шаннӑ ҫынни пулнӑ[4][5].

Ҫемье

Мӑшӑрӗ — Ольга Николаевна Туркай, журналист, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ[6].

Икӗ хӗр — Илемпипе Сильпи[6].

Пултарулӑхӗ

В. В. Туркайӑн пӗрремӗш сӑввисем (ун чухне — Валерий Воробьёв) Комсомольски районӗн хаҫатӗнче пичетленнӗ (1976 ҫ.), пӗрремӗш сӑвӑ пуххи «Ҫӑлкуҫ ҫути» Чӑваш кӗнеке издательстви 1989 ҫулта кӑларнӑ.

Туркай пьесисемпе виҫе спектакль лартнӑ: 1985 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫинче Иосиф Дмитриев режиссёр «Телейпе юнашар» спектакль, 1988 тата 1989 ҫулсенче К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Ӑҫта эс, ҫӑлӑнӑҫ?» тата «Каҫар мана» (режиссёр — А. Павлов).

Туркай сӑввисене вырӑсла, украинла, тутарла, пушкӑртла, азербайджанла, латышла, аварла, якутла, калмӑкла, ҫармӑсла, балкарла, ингушла, даргинла, французла, акӑлчанла, итальянла тата ытти чӗлхесене куҫарнӑ. Поэт хӑй Г. Тукайӑн, Р. Гамзатовӑн, М. Каримӑн, А. Фатьяновӑн, К. Кулиевӑн, А. Кешоковӑн, Д. Кугульдиновӑн, С. Чахкиевӑн, М. Ахмедовӑн, А. Дагановӑн, Р. Ахматован, Ю. Хаппалаевӑн, А. Аджиевӑн, Т. Зумакулован, М. Беппаевӑн, В. Колумбӑн, Э. Эльдышевӑн, Р. Зайдуллан, Е. Носовӑн, А. Платоновӑн, Н. Думбадзен тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Тутар поэзийӗн классикӗн Габдулла Тукайӑн «Халặхặм, сана юратрặм» поэзи пуххине, Пушкӑртстан халӑх поэчӗн Мустай Каримӑн «Чи ҫўллӗ ту ҫине хặпартặм эп» сӑвӑ пуххине, Кавказри 10 халӑхӑн поэчӗсен (Расул Гамзатов, Кайсын Кулиев, Давид Кугульдинов тата ыттисем) «Шурӑ юр ҫинчи хура ут» сӑвӑ пуххине куҫарса пичетлесе кӑларнӑ[7].

Поэт сӑввисемпе композиторсем юрӑсем хывнӑ.

2010 ҫулта мӑшӑрӗпе Ольга Туркайпа пӗрле «Лауреаты Международной премии имени Михаила Сеспеля» кӗнеке кӑларнӑ. 2011 ҫулхине вара «Моя бунтарская карма» публицистика кӗнеки кун ҫути курнӑ.

Кӗнекисем

  • Туркай, В. Вӗҫленми Вӗҫев: [сӑвӑсем] / Валери Туркай; [А. Тарасов ум сӑмахӗ; ӳнерҫи И. В. Туркай]. — Шупашкар: Пегас, 2009. — 123 с.
  • Туркай, Валери. Ку эпӗ — Валери Туркай!: сӑвӑсем / Валери Туркай. — Шупашкар, 2013. — 383 с.
  • Туркай, Валери. Пурнатпӑр-ха!: сӑвӑсем / Валери Туркай. — Шупашкар, 1999. — 190 с.
  • Туркай, В. Ҫӑлкуҫ ҫути: сӑвӑсем: [аслӑ классем валли] / Валери Туркай. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 62, [1] с.
  • Туркай, В. Турӑ питӗнчи куҫҫуль: [сӑвӑсем] / В. Туркай. — Шупашкар: [Чувашия], 1996. — 191 с.
  • Туркай, В. В. Чунӑм манӑн, чунӑм…: сӑвӑсем / Валери Туркай; умсӑмах П. Афанасьевӑн. — Шупашкар, 2003. — 191 с.
  • Туркай, В. Шурӑ фарфӑр чашӑк: сӑвӑсем. Поэма / В. Туркай. — Шупашкар, 1994. — 191 с.
  • Тургай, В. Моя бунтарская карма: статьи, интервью / Валери Тургай. — Чебоксары: Новое Время, 2011. — 299 с.
  • Тургай, В. В. Ночь-мелодия: стихотворения / Валерий Тургай. — Чебоксары, 2004. — 95 с.
  • Шевченко, Т. Г. Катара хӗвел вӑранчӗ: сӑвӑсем / Тарас Шевченко; чӑвашла Валери Туркай куҫарнӑ, [ум сӑмахне ҫырнӑ ; Тургай О. Н. ред.]. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 127 с[8].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Тургай, Валерий Владимирович (писатель; 17.04.1961) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  2. ^ Архивисты поздравляют Валерия Владимировича Тургая (Воробьёва) с днем рождения! БУ «Госархив современной истории Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии (17 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ Биография Тургая В. В. (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  4. ^ В Чувашии обнародовали имена доверенных лиц кандидатов в президенты - ИА REGNUM. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  5. ^ Артемов, Андрей. Полный список доверенных лиц Владимира Путина. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Е. П. Чекушкина. Тургай Валерий Владимирович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Тургай, Валерий Владимирович (писатель; 17.04.1961). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  8. ^ Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ.
  9. ^ Валери Тургай награждён высшей наградой Союза писателей России! (2023-11-08). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Валери Туркай. Чӑваш халӑх поэчӗ: [буклет]. — Шупашкар, 2013. — 1 с.
  • Ҫемье портречӗ. Ольга тата Валери Тургай: литература тӗпелӗ / Чӑваш Республикин наци библиотеки, Наци литературипе библиографи пайӗ; ертсе пыраканӗсем: Е. П. Чекушкина, Е. Р. Якимова; хутшӑнакансем Валерий Тургайпа Ольга Тургай; оператор А. А. Назаров. — Шупашкар, 2020. — (61 мин.): видеозапись.
  • Туркай, В. Пурнатпӑр-ха!: чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай = Будем жить!: народный поэт Чувашии Валери Тургай / [В. Туркай]; Н. Григорьев [пухса хатӗрленӗ]. — Чебоксары: [Новое Время], 2012. — 409 с., [12] л. ил.
  • Тургай Валерий Владимирович, народный поэт Чувашии: [интервью с народным поэтом Чувашии Валери Тургаем]. — Текст: электронный // Персональный сайт. — 2011. — URL: http://mosentesh2.ucoz.ru/publ/valerij_turgaj_poeht/1-1-0-482 (дата обращения: 18.04.2025).
  • Данилова, Л. Утӑм хыҫҫан утӑм / Л. Данилова // Ялав. — 2005. — № 3. — С. 67-70.
  • Зайцева, В. Салам сана, Турӑ кайӑкӗ! / В. Зайцева // Каҫал ен. — 2011. — 16 апрель (№ 42/43). — С. 2.
  • Кузнецова, В. Мӗнпе илӗртет В. Туркай / В. Кузнецова // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2000. — 6 юпа (№ 40).
  • Кузнецова, В. Туркай поэзийӗ тата вулакан / В. Кузнецова // Тӑван Атӑл. — 2000. — № 9. — С. 70-71.
  • Ларионов, Н. Туркай сӑввисенчи илемлӗх мелӗсем / Н. Ларионов // Чун хушнипе пурӑнсан: Чӗмпӗр Ен ҫыравҫисен пултарулӑхӗ / Н. Ларионов. — Шупашкар, 2009. — С. 79-84.
  • Метин, П. Поэзи тӗнчи — тӗпсӗр авӑр / П. Метин // Тӑван Атӑл. — 2011. — № 4. — С. 45-48.
  • Прокопьева, Р. Чӑваш халӑх поэчӗн портретне кам ӳкернӗ-ши? / Р. Прокопьева // Самант. — 2011. — № 5. — С. 18.
  • Смирнова, Н. Халӑхсен «ылтӑн пӗрчипе» пуянланнӑ кӗнеке / Н. Смирнова; В. Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ // Хыпар. — 2015. — 28 январь/кӑрлач. — С. 2.
  • Станьял, В. Чӑваш поэзийӗн пехотинецӗ / В. Станьял // Сувар (Тутарстан). — 2019. — 5 апрель/ака (№ 13). — С. 7: сӑн ӳкерчӗк.
  • Теветкел, Н. «Пришибаев унтера хирӗҫ кар тӑнӑ унтерсем» ярӑмран: [Валери Туркай поэтӑн творчестви пирки] / Н. Теветкел // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2005. — 11 нарӑс (№ 5); 18 нарӑс (№ 6). — С. 10.
  • Туркай, В. Валери Туркай: Чӑвашшӑн чӑваш — чи хаклӑ юлташ: [чӑваш халӑх поэчӗпе калаҫни] / В. Туркай ; В. Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ // Хыпар. — 2020. — 4 авӑн/сентябрь (№ 99/100). — С. 7: сӑн ӳкерчӗк.
  • Туркай, В. Ҫырӑвӗсенче — ҫынлӑх, ҫынлӑх, ҫынлӑх…: [Г. Н. Волков Валери Туркай патне тӗрлӗ ҫулсенче янӑ ҫырӑвӗсем] / Валери Туркай // Хыпар. — 2011. — 22 кӑрлач. — С. 13.
  • Туркай, В. «Туркай та тӗрлӗрен пурнать…» / В. Туркай; С. Андреева ҫырса илнӗ // Самант. — 2007. — № 3. — С. 12-13.
  • Афанасьев, П. Тургай Валери (Тургай Валерий Владимирович) / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 424—425.
  • Вадимов, В. Наш человек в «Дружбе народов» / В. Вадимов // Советская Чувашия. — 2007. — 20 дек. — С. 6-15.
  • Григорьев, Н. Г. Валери Тургай (Тургай Валерий Владимирович): 1961 / Н. Г. Григорьев // Народные поэты и народные писатели Чувашии / Н. Г. Григорьев. — Чебоксары, 2019. — С. 505—530.
  • Матвеева, Г. Дагестан далекий и близкий / Г. Матвеева // Советская Чувашия. — 2006. — 16 сент. — С. 3.
  • Семендер, Ю. С. Валерий Владимирович Тургай: 1961. На новой волне / Ю. С. Семендер // Писатели. — Чебоксары, 2008. — С. 291—298.
  • Тимуков, А. Н. Тургай Валери / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 410.
  • Тургай (Воробьев) Валерий Владимирович // Энциклопедия Комсомольского района. — Чебоксары, 2009. — С. 609.
  • Тургай (Воробьев) Валерий Владимирович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 460.
  • «Хыпар» возглавит Валерий Тургай // Советская Чувашия. — 2014. — 25 окт. — С. 2.
  • Чекушкина, Е. П. Тургай Валерий Владимирович / Е. П. Чекушкина // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4: Си-Я. — С. 278.
  • Ялгир, П. Тургай Валерий Владимирович / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 117—118.

Темӑпа ҫыхӑннисем