Евруков Константин Кузьмич

Евруков Константин Кузьмич (сцена ҫинчи ячӗ — Константин Евруков, ҫур. 1975 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ, Кивĕ Шелттем, Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1975 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗнӗ Шелттем вӑтам шкулне вӗренсе пӗтерсен 1992—1994 ҫулсенче Канашри педагогика училищинче физкультура уйрӑмӗнче вӗреннӗ. 1994—1995 ҫулсенче Раҫҫей Ҫарӗнче Хабаровскра чикӗ хуралӗн ҫарӗнче спорт ротинче хӗсметре тӑнӑ.

Ҫартан таврӑнсан пӗр хушӑ Кивӗ Шелттем ял клубӗнче ӗҫленӗ.

1995 ҫултанпа концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тимлет: харпӑр концертсем йӗркелет, ыттисем ирттерекеннисене хутшӑнать.

undefined

Пултарулӑхӗ

1995—1999 ҫулсенче Кивӗ Шелттем ялӗн культура ҫуртӗнче «Телей» вокалпа инструментсен ансамбльне(выр.)чăв. йӗркеленӗ, унта солист пулса юрланӑ.

Юррисен сӑмахӗсен авторӗсем: Сергей Сергеев, Владимир Александров, Татьяна Кондратьева, Василий Григорьев, Чӗкеҫ Люҫҫи, Павел Порфирьев, Наталья Зайцева тата ыттисем.

Композиторсемпе аранжировщиксем: Юрий Максимов, Сергей Марков, Александр Быковский, Залиф Биксалин тата ыттисем.

Пӗрремӗш альбомӗ — «Сӑнӳкерчӗк» (1997). Ҫавӑн пекех «Вунсаккӑрта чух», «Чӑваш ташши» альбомсем кӑларнӑ.

Юрӑҫӑ Чӑваш Республикинчи[1] тата диаспорӑра гастрольсенче час-часах пулать[2], паллӑ кунсене (туй, юбилей, ҫуралнӑ кун) ирттерме хутшӑнать[3].

Юррисем

Юррисем: «18-та чух», «Айăплă-ши эп?», «Акăшсем», «Ан ман, савни, мана», «Ах, телейӗм», «Ах, тесе ма калас», «Ахалех», «Ăшă çумăр», «Ăҫта-ши эс, куккукӗ?», «Вăрмана кĕнĕ чух», «Ватă кукамай», «Ĕмӗтре çеç юлтăн», «Ĕмĕтри юрату», «Кайăк пулса вӗçсе каяс çук», «Кам валли çуралнă эсӗ?», «Кам пĕлнӗ-ха?», «Каçӗ çутăран юрлас килет», «Кукамай», «Куçусем», «Манăн ялăм», «Мӗншӗн шаннă?», «Мĕншĕн-ши?», «Нимĕн те эс ан кала», «Парнеле эс мана», «Пĕлĕт, пĕлĕт», «Савап тесе», «Салтак», «Салтак юратăвĕ», «Сӑнӳкерчĕк», «Сана кӑна юрататӑп», «Санпа илемлӗччӗ çанталăк», «Сарă кайăк», «Сарă хӗр», «Сарпикесем», «Сирень», «Таврăнсам», «Такмаксем», «Ташлар-и?», «Туй куççулӗ», «Тусăм, пар сассуна», «Тыткӑнларăн-ши чуна?», «Ултав», «Улталаннă юрату», «Хăмăр куçусем», «Чăваш ташши», «Чăн сăмах», «Чăпар куккук», «Чĕкеç», «Чӗре суранӗ», «Чун савни», «Шальтямы», «Шурă лили», «Шурă çĕмĕрт», «Шурă юр», «Çамрăклăхăм ман», «Çеçкери палан», «Çурхи вăрманта», «Эс сывă пул», «Эх, çил-тăман», «Юрататăп эп»[4] тата ыттисем.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Канаш районӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Концерт Константина Еврукова в честь Дня матери (выр.). Канашский муниципальный округ Чувашской Республики (30 чӳкӗн 2011). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
  2. ^ г. Ульяновск. Чувашский концерт (выр.). yandex.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
  3. ^ Дарья Кошкина. Сколько берут звезды чувашской эстрады за приглашение на праздник? (выр.) (23 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
  4. ^ Константин Евруков (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем