Леонтьев Владимир Витальевич

Леонтьев Владимир Витальевич (сцена ҫинчи ячӗ — Владимир Леонтьев, ҫур. 1968 ҫулхи акан 27-мӗшӗ, Карай, Красноармейски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи, музыка педагогӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1968 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Красноармейски районӗнчи Карай ялӗнче ҫуралнӑ[1][2].

Карай вӑтам шкулне вӗренсе пӗтерсен (1975—1985) Вӑрмарти ДОСААФ(выр.)чăв. шкулӗнче водителе вӗреннӗ. Туркмен ССРӗнчи Небит-Даг хулинче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ[3].

Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче Станислав Кондратьев класӗнче вӗреннӗ (1988—1992). 2000—2005 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнерсен институтӗнче вӗренсе «опера юрӑҫи, камерлӑ юрӑҫ, вокал ӳнерӗн вӗрентекенӗ» квалификацисемпе аслӑ пӗлӳ илнӗ[3][2].

1992—1999 çулсенче Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕнче тата Чăваш патшалăх академи капеллинче вӑй хунă[2].

1999 ҫултанпа харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать: пайӑррӑн концертсем йӗркелет[4], ытти юрӑҫсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнать[2].

undefined

Пултарулӑхӗ

Владимир Леонтьев эстрадӑра пӗрремӗш хут 1999 ҫулта Пётр Романов композиторӑн концертӗнче тухнӑ. Ҫав ҫултах «Тапӑртатса тӑрать тур лаши» чӑваш халӑх юррипе клип ӳкернӗ.

Унӑн юррисен сӑмахӗсен авторӗсем: В. Рыбкин, Р. Сарпи, А. Юрату.

О. Кӑйкӑр, И. Аркадьев, С. Марков композиторсемпе тата аранжировщиксемпе ӗҫлет.

Хӑй те юрӑсем кӗвӗлет.

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет[1][2].

Юррисем

Репертуарӗнче 100 ытла юрӑ. Паллӑ юррисем: «Ҫуралнӑ ялӑм», «Тайма пуҫ, атте-анне», «Шӑматкун каҫхине», «Кӑвак чечексем», «Малтанхи юратӑвӑм»[3], «Анне кĕтет пире», «Ĕмĕр пĕрле пурăнар-и?», «Кÿршӗ хĕрӗ», «Савнă мăшăрăм», «Савнă чух», «Сана кăна», «Сана курас килет», «Сирӗнсӗр мана кичем», «Сывă пул», «Тавах сана, аттеçӗм», «Упраймарăм», «Çăлтăрпи»[5], «Сансӑр йывӑр пурӑнма», «Вӑхӑт ҫитрӗ уйрӑлма», «Ӑшӑ ҫумӑр», «Ылтӑн ҫӗрӗ», «Эпӗ сансӑр», «Ҫӗнӗ юр»[6] тата ыттисем.

Ҫитӗнӗвӗсем

  • Красноармейски районӗнчи «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» 2-мӗш фестивалӗн лауреачӗ;
  • Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» 1-мӗш фестиваль-конкурсӗн дипломанчӗ;
  • «Кайри-мала» хит-парад конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи[1].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать[7][8].
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.

Хисепӗсем

  • Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (2018)[9];
  • Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ[1].

Ҫемье

  • Мӑшӑрӗ — Леонтьева Зоя Геннадьевна[1].
  • Ывӑлӗ — Леонтьев Святослав Владимирович, музыкант, пианист, тӗрлӗ конкурссен лауреачӗ, Хусан патшалӑх культура институчӗн аслӑ вӗрентекенӗ[10].
  • Кинӗ — Анастасия.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Владимир Леонтьев (выр.). Трак ен (11 юпан 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Владимир Леонтьев эстрада юрăçи (выр.). nesterjankas.ucoz.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 184—188.
  4. ^ На юбилейном концерте Владимира Леонтьева (выр.). МАУК «ЦКС» Мариинско-Посадского муниципального округа (4 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  5. ^ Владимир Леонтьев (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  6. ^ Владимир Леонтьев (выр.). Чувашские песни. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  7. ^ Землячеству «Трак ен» Красноармейского района – 15 лет (выр.). Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики (12 раштавӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  8. ^ Cостоялся большой праздник землячества «Трак ен» Красноармейского района (выр.). cheboksari.bezformata.com (28 пушӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  9. ^ Состоялась церемония награждения лауреатов премии имени Нестера Янгаса (выр.). Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики (2 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  10. ^ Преподаватели и сотрудники (выр.). kazgik.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем