Адюков Виталий Иванович
Адюков Виталий Иванович (Виталий Адюков, хушма ячӗ — Этюк Витти) (ҫур. 1958 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ, Аслă Елчĕк, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чăваш юрăçи, сăвăçи, композиторӗ.
Чӑваш халӑх юррисене шăрантаракан юрӑҫ, Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (1994), Чĕмпĕр облаҫӗнчи «Еткер» ыркӑмӑллӑх фончӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх юррисен «Раҫҫей сассисем» конкурсӗн дипломанчӗ (2004), «Евромузыка» пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑннăскер (1994), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2014)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлĕ
1958 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралнӑ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ[2].
Елчĕк районĕнчи Аслӑ Елчӗк вӑтам шкулӗнче ачасене вĕрентнĕ, Елчӗк районӗн ачасен музыка шкулӗнче ӗҫленӗ. Чӑваш радиовĕнче музыка редакторӗнче вӑй хунӑ. 1983—1990 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» ансамблӗн музыка ертӳҫи пулнӑ. 1990—1996 ҫулсенче — республикăри ӑслӑлӑхпа меслетлӗх центрӗн ӗҫченӗ[2].
1996 ҫултан вара хӑй тӗллӗн ӗҫлет: концертсене-мероприятисене хутшӑнать, юрӑсем кӗвӗлет, хӑй ҫырнӑ юрӑсемлӗ хатӗрсене (малтан — касетӑсем, унтан — дисксем, халӗ — флешкӑсем) сутать.
Пултарулăхĕ
1994 çулта «Евромузыка» пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑннă.
Паллă юрӑсем: «Ватăлатпăр çав тăван, ватăлатпăр», «Каç та пулса кайрĕ», «Чечексем», «Юхан шыв», «Лар, тăванăм, çума», «Сар сăрине пит юратать».
Адюков юрӑҫ, композитор, сӑвӑҫ, хӑй шӑрантаракан юрӑсен сӑмахӗсемпе кӗввине хӑех ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех ытти юрӑҫсем валли те кӗвӗлет.
Авалхи, манӑҫнӑ чӑваш халӑх кӗвӗ хатӗрӗсене ӑсталас енӗпе те палӑрнӑ, вӗсемпе хайӗн концерчӗсенче усӑ курать.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ;
- Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ (1994);
- Чĕмпĕр облаҫӗнчи «Еткер» ыркӑмӑллӑх фончӗн лауреачӗ;
- Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх юррисен «Раҫҫей сассисем» конкурсӗн дипломанчӗ (2004)[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Адюков, Виталий Иванович (певец, композитор; 02.01.1958) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Мини-выставка к юбилею земляка «Виталию Адюкову - 60 лет» (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Яльчикский муниципальный округ (12 кӑрлачӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
Вуламалли
- Адюков, В. «Адюков! Хӑҫан пуятӑн?!» / В. Адюков ; Л. Васильева ҫырса илнӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2001. — 4 ҫурла. — (№ 31). — С. 3;
- Адюков, В. «Ҫынсен умӗнче куҫҫуль кӑларма юрамасть — чӑтмалла» / В. Адюков ; Н. Eвгеньева ҫырса илнӗ // Тантӑш. — 2000. — 11 ҫу (№ 19). — С. 9;
- Адюков, В. Юрӑ ҫын чунӗшӗн асамлӑ эмел пултӑр / В. Адюков ; пичете Н. Осипова хатӗрленӗ // Тӑван Атӑл. — 2012. — № 8. — Прил.: с. 2-8 : сӑн ӳкерчӗк;
- Малышкин, Н. Адюков Виталий Иванович // Малышкин, Н.Ф. Eлчӗк енӗн пултарулӑх ҫыннисем/ Н. Малышкин. — Ҫӗрпӳ, 2000. — С. 69-70;
- Адюков Виталий Иванович // Чувашская Республика. Яльчикский район. — Чебоксары, 2005. — С. 15;
- Алексин, В. Артист выбрал дорогу, ведущую к рынку / В. Алексин // Советская Чувашия. — 2000. — 15 янв.;
- Воробьев, М. Н. Родные слова, звуки, знаки… / М. Н. Воробьев // О чувашском… / М. Н. Воробьев. — Чебоксары, 2007. — С. 5-9;
- Малышкин, Н. Ф. Адюков Виталий Иванович / Н. Ф. Малышкин // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 21.